2026 çулхи тĕллевсенчен пĕри — власть органĕсен ĕçĕнче ют çĕршывран илсе килнĕ программа тивĕçтерĕвне хамăрăн патшалăхра хатĕрлесе кăларнисемпе улăштарасси.
Çакăн пирки Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов пĕлтернĕ. Ку инфратытăм çирĕплĕхĕ те, республикăра пурăнакансене патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме шанчăклă май туса пани те. Власть органĕсенче Раççейри программăсемпе кăçал 83 процент таран усă кураççĕ, 2030 çул тĕлне 95 процента çитмелле.

