
Октябрĕн 30-мĕшĕнче 11 сехетре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне улттăмĕш хут Çырупа тухĕ. Регион ертỹçи хăйĕн сăмахĕсенче Чăваш Ен аталанăвĕн стратегиллĕ приоритечĕсемпе тĕп тĕллевĕсене палăртĕ. Халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстересси, инфратытăма çĕнетесси тата республикăн экономика вăй-хăватне çирĕплетесси — çаксем пурте чи малтан пурнăçламалли тĕллевсен шутĕнче. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне, паллах, халăхăн шухăш-кăмăлне, общество организацийĕсен сĕнĕвĕсене тата ытти граждан обществисен институчĕсен пуçарăвĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ.
Çырăва Олег Николаевăн телеграм-каналĕнче, Чăваш Енĕн наци телекуравĕнче, ЮТВра, MAXри «Наши новости»Ỹ»Республика» каналсенче, «Вконтакте» сайтри «Чăваш Республики» пĕрлĕхре итлеме е курма, Çырăвăн текст версийĕпе «Чувашинформ» информагентствăра, «Хыпар» хаçат ресурсĕсенче паллашма май пулĕ.

