Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Энциклопедине хакланă

Энциклопедине хакланă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен пĕрлĕхĕн активăпе тĕл пулнă. Ырă йăлана кĕнĕ тĕл пулу вăхăтĕнче отрасль аталанăвне сỹтсе явнă, пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ тата малашлăх плансене тишкернĕ.

Çак кунах нумаях пулмасть пичетленнĕ Агропромышленность комплексĕн энциклопедийĕн иккĕмĕш томĕн презентацине те йĕркеленĕ. АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн пуçарăвĕпе хатĕрленĕ пĕрремĕш кăларăм 2017 çулта кун çути курнăччĕ. Черетлĕ томра 4200 ытла биографипе тематика статйи тата 1200 ытла иллюстраци вырăн тупнă. Уйрăм страницăсене Чăваш Енре çуралса ỹснĕ паттăр хĕрарăмсене тата ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ СВО участникĕсене халалланă.

Тĕл пулăва пирĕн округран Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи Валерий Шадриков тата АПК ветеранĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» Вера Васильева хутшăннă. Палăртма кăмăллă, АПК аталанăвне пысăк тỹпе хывнă Вера Ивановна ЧР Пуçлăхĕн аллинчен Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code