Следстви комитечĕн вырăнти органĕсем Патăрьел округĕн экс-пуçлăхĕ тата округăн хысна учрежденийĕн сотрудникĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ.
Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2023 çулхи нарăс — 2025 çулхи раштав уйăхĕсенче муниципалитет пуçлăхĕ должность полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă. Райцентрти Канаш урамĕнче пурăнакансене юхăннă çуртсенчен куçармаллине пĕлсе тăнă çĕртех вырăнти бюджет укçине çак тĕллевпе уйăрман. Укçана тирпейсĕр тăкакланă — администрацин юсав кирлех те пулман çуртне, унти пỹлĕмсене юсама янă.
Унсăр пуçне 2025 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче округ пуçлăхĕ Шăнкăртам ялĕнче служба машинипе авари тунă. Хăй çак пăтăрмаха хутшăннине пытарас тĕллевпе вăл аварие лекнĕ тепĕр машина водительне айăпа хăйĕн çине илме ỹкĕте кĕртнĕ. Çийĕнчен служба автомобилĕн рулĕ умĕнче те урăх çын пулнă пек кăтартнă. Çавна май ПАИ инспекторĕсене улталанă та — вĕсем аваришĕн айăпсăр çынна административлă майпа явап тыттарнă. Кайран пуçлăх хăйне пăхăнса тăракана служба автомобилĕн рулĕ умĕнче пулнипе килĕшнĕ арçынна маларахах ĕçе йышăннă пек кăтартакан доументсем хатĕрлеме хушнă, вăл çакна пурнăçланă. Суя документсене страхлакан компание тăратнă та — авари сиенне саплаштарма 400 пин тенкĕ илнĕ.
Муниципалитет пуçлăхĕ правăна пăснине СК органĕсем ФХСн республикăри управленийĕпе пĕрле ĕçлесе тăрă шыв çине кăларнă. Уголовлă ĕçе тишкерме суда панă.

