2026 çулхи тăхăр уйăхра Чăваш Енре пурăнакансем ултав серепине лексе 750 млн ытла тенкĕ çухатнă.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви республикăра пурăнакансем улталаннин кăçал чи анлă сарăлнă тĕслĕхĕсене çаксене палăртнă:
— ултавçăсем çынсен персоналлă кăтартăвĕсемпе усă курса кредит илни (295 çын укçа çухатнă);
— тавар туяннă е сутнă чухне ултав серепине лекни (256 çын);
— укçана «хăрушлăхсăр счет» çине куçарма сĕннипе улталанни (210 çын);
— хушма укçа ĕçлесе илме сĕнни (142 çын).
Дистанци мелĕпе улталаннисен йышĕнче ытларах пенсионерсем — 2026 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче республикăра 148 пенсионер ултавçăсене ĕненсе укçа çухатнă. Студентсемпе шкул ачисем те йышлă — 129-н. Унтан — промышленность (101), суту-илỹ (73), сывлăх сыхлавĕн (51) сферисенче ĕçлекенсем.

