Алкоголь продукцийĕпе ятарлă лицензи илсен анчах суту-илÿ тума ирĕк пур.
Елчĕк район сучĕ Елчĕкри пĕр кафере тăрăшакан Г. тĕлĕшпе пуçарнă административлă ĕçе пăхса тухнă. Арçын Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 14.17.1 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн айăпланнă. Вăл 2018 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче кафере алкоголь продукцийĕ сутма лицензи çуккине курах тавар туянакан А.-на эрех сутнă.
Суд айăплав тăратнă чух Г. маларах судпа айăпланманнине шута илнĕ. Ăна асăннă административлă айăплавшăн тивекен штрафăн чи пĕчĕк виçине — 30 пин тенкĕ тÿлеттерме йышăннă.
Г.ЧЕРНОВА,
Елчĕк район сучĕн председателĕн пулăшуçи.