Канăçсăр чун-чĕреллĕ педагог, уçă кăмăллă ÿнерçĕ тата сăвăç, манăн тăван тете — Владимир Васильевич Петров пиртен уйрăлса кайнăранпа виçĕ çул иртрĕ.
В.Петров Лаш Таяпа ялĕнче 1951 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче ултă ачаллă çемьере çуралнă. Аттепе аннен, Василий Михайловичпа Ольга Петровнăн, çамрăклăхĕ çăмăл пулман. Çемье чухăн пурăннипе Вова тете хăйĕн пĕрремĕш ÿкерчĕкĕсене килти кăмака çинче хăрăмпа сăнарланă. Виççĕмĕш класран пуçласа вăл, атте 32 çулта чирлесе вилнĕ хыççăн, Куславккари интернат-шкулта вĕреннĕ. Шăпах унта пĕлÿ илнĕ вăхăтра пĕрремĕш сăвă шăрçаланă, шкулти стена хаçатне ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.
1971 çулта шкул пĕтернĕ хыççăн Владимир Васильевич Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕ пулса тăнă. 1974 çулта çемье çавăрнă. Хăйĕн диплом ĕçне вăл Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Белорусси çĕрĕнче паттăр çапăçнă партизан, Берлина çитнĕ Василий Федорович Михеев скульптурине йывăçран тата гипсран туса хÿтĕленĕ.
Владимир Васильевич 1976-1985 çулсенче Лаш Таяпари вăтам шкулта рисовани, черчени, ĕç предмечĕсене вĕрентнĕ. Пултаруллă педагог Лаш Таяпа шкулне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ «Слава» колхоз фермине тĕрлĕ картинăсемпе илемлетнĕ. Унăн ятарлă куравĕсем чылай иртнĕ. Çак вăхăтра çĕршер ача ÿкерме, тăмран тĕрлĕ кĕлеткесем тума хăнăхнă.
1985 çулта тете Пушкăрт Республикине Пелепей хулине куçса кайнă. Малтанласа культура керменĕнче художник-оформительте ĕçленĕ. 1986-1989 çулсенче Пелепейри педагогика училищинче рисовани преподавателĕнче тăрăшнă. 1989 çултан пионерсемпе шкул ачисен ÿнер студийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Мĕн пенсие тухичченех çавăнта вăй хунă.
Пултарулăх ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Владимир Петров тĕрлĕ çулсенче Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн 3-мĕш фестивалĕн дипломĕпе ятарлă паллине тивĕçнĕ, нумай çул живопиçпе графика тата ÿнер ĕçĕсенче ырми-канми вăй хунăшăн илнĕ наградăсем те йышлă унăн.
1995 çулта вăл хăйĕн 50 çулхи юбилейне халалланă пиллĕкмĕш куравĕнче «Автопортрет», «Асанне портречĕ», «Анне портречĕ», «Хула хĕрри», «Ватлăх» ĕçĕсемшĕн Александр Шевченко ячĕллĕ премие тивĕçнĕ.
Юратнă тете хăйĕн шалти туйăмĕсене, чунра пиçсе çитнине ÿкерчĕксем урлă çеç кăтартмастчĕ, сăвăсем те çыратчĕ. Унăн хайлавĕсем «Урал сасси» хаçатра нумай пичетленнĕ. 2009 çулта вăл регионсем хушшинче иртекен «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи фестивалĕнче «Поэт тата вăхăт» номинацире дипломант пулса тăнă.
Утмăл çул тултарсан та пултаруллă тăванăм хăйĕн çĕнĕ ĕçĕсенчен курав йĕркелерĕ. 2011 çултах унăн «Ĕмĕтсем чĕнеççĕ малалла» сăвăсен пĕрремĕш кĕнеки вулакан патне çитрĕ.
2015 çулхи март уйăхĕнче йывăр чире пула пирĕн çывăх çыннăн чĕри тапма чарăнчĕ. «Çынсен асĕнче эпĕ хамăн ÿкерчĕксемпе тата сăвăсемпе юлăп. Пултарулăх ĕçĕ вăл — вилĕмсĕр», — пулчĕç унăн юлашки сăмахĕсем. Халĕ унăн ÿкерчĕкĕсем, скульптурисем Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулăн тăван тавралăх музейĕнче вырнаçнă. Вĕсене ялти, районти выставкăсенче те курма пулать. Пурĕ пĕрле – 150 яхăн картина, 30 ытла скульптура Лаш Таяпара, Пушкăртри Пелепей хулинче упранаççĕ.
Валерий ПЕТРОВ.