Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вунă ача амăшĕ

Вунă ача амăшĕ

Елчĕк районĕнчи Кÿлпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Сергеевна Карсакова — 10 ача амăшĕ. Унашкаллисене «Ача-амăшĕ — героиня» орденпа наградăлаççĕ. Чăваш Енпе илес пулсан, вăл наградăна 1246 ача амăшĕ тивĕçнĕ. Пирĕн районта — 82 çын, вĕсенчен пĕри — Р.Карсакова.

Манăн статья героини 1928 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче çĕр çине килнĕ. Вĕсен çемйинче 9 ача çуралнă, пиллĕкĕшĕ /Николай, Валентина, Раиса, Георгий, Лидия/ ура çине тăнă. Раиса аппа каласа панă тăрăх, вĕсен ашшĕ Харитонов Сергей Васильевич /Çеркей/ — ялта Çÿппи тесе чĕннĕ — питĕ паттăр çын пулнă. Вун тăватă çултах трактор çине ларнă та, 43 çул хушши ун штурвалне алăран яман. Вăл революцие хутшăннă, граждан, финн вăрçисенче пулнă, В.И.Чапаев дивизийĕнче çапăçнă.

Харитоновсем ĕçчен йăхран. Тыррине те вырнă, кĕлтине те турттарнă, капана та хывнă. Пухса илнĕ тырра килте çапнă. Ун чухне çăкăр-тăвара пĕтĕмпех килте хатĕрленĕ-çке-ха. Ашшĕ ялти лаша витинче конюхра ĕçленĕ. Кил хуçисене кура ачисем те пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă. Раиса та арланă, çыхнă, тĕрленĕ, пир тĕртнĕ, кĕпе-йĕм çĕленĕ, сапланă. Хăвăлçырмари 7 класлă шкула пĕтерсен малалла Аслă Таяпана çÿренĕ. Кашни кун 4-5 çухрăм çуран утнă. Хĕлле ял хĕрĕпе Марипе хваттере кĕнĕ. Шкул пĕтерсен колхозра, фермăра ĕçленĕ — сыснасем çăвăрлаттарнă. Çул çитсен хăй пекех ĕçчен çынпа, ял ачипе — Карсаков Николай Ильичпа çемье çавăрнă. Пирвай упăшкин ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăннă, кайран хăйсем пÿрт лартнă. «Хамăр ĕмĕрте виçĕ пÿрт лартрăмăр, — аса илет Раиса аппа. — Чи малтанах пÿрт тăм кирпĕчренччĕ. Тăмне çырмара çапаттăмăр. Типĕтеттĕмĕр. Эп çырмаран кирпĕчне турттараттăм, Куля купаласа тăратчĕ. Иккĕмĕш пÿрт лартма пĕренесем туянтăмăр. Хăмисене хамăрах, килте çурнă. Ун чухне пур ĕçе те ал вĕççĕнех тăваттăмăр. Мăкпа шаккаса пĕрене çине пĕрене хурса пынă. Каçхине вунă-вун пĕр сехетре çывăрма выртаттăмăр та — тул çутăлнă-çутăлман сиксе тăраттăмăр. Ыйхă тăраниччен çывăрса выртман. Кăмакине хутмалла, çемьене тăрантмалла, ĕçе каймалла… Кăмакана выльăх хыççăн юлнă çийĕнчĕксемпе хутаттăмăр. Çăкăра ун чух килте пĕçернĕ. Çăнăха армана кайса авăртаттăмăр. Чутейнех. Ĕлĕк тырă вăйлă пулатчĕ. Ăна çурлапах вырнă, хальхи пек комбайнсем пулман. Ĕç кунĕ 20-30 пуса ÿкетчĕ. Нумай ачаллă çемьесене тырă каçалăкне те нумай паратчĕç. Халь тахçан хире тухаççĕ, тахçан хиртен кĕреççĕ, тем тăваççĕ — нимĕн пĕлмесĕрех юлатпăр».

Раиса Сергеевна ĕçлесе курман ĕç юлман та пуль. Сысна ферминче те чылай çул вăй хунă, торф кăларма та кайнă. Качча тухсанах упăшкипе пĕрле плугарьте çÿренĕ. Мăшăрĕ те ялти чи хисеплĕ трактористсенчен пĕри пулнă. Лайăх ĕçшĕн темĕн чухлĕ медальсем, Тав хучĕсем илме тивĕçнĕ.

Çăпатапа çÿресе ÿснĕ пулин те, вунă ачана ура çине тăратма сахал мар вăй-хăват кирлĕ пулсан та ун чухнехи пурнăçа пĕрре те ÿпкелешмест 90 çула çитнĕ кинемей. «Ĕлĕкхи пурнăçа пĕрре те нушаллă пулнă теместĕп. Мĕн нушаллă? Çумра арçын пулни хăй ырлăх. Шанчăклă арçын çумĕнче кирек мĕнле хĕрарăм та хăйне хÿтлĕхлĕ, тĕреклĕ туять. Мухтав Турра, ачамăрсем пурте сывлăхлă, тĕрĕс-тĕкел ÿсрĕç», — тет вăл.

Ачисем пирки калас пулсан, пĕрне те больницăра çуратман Раиса Сергеевна. Пурте килте кун çути курнă. «Эпир больница тĕлне пĕлмен те. Ялта ача çураттаракан карчăк пулнă. Вăл пулăшнипе килтех вĕçне-хĕрне тухнă. Чăматан Микулин амăшĕччĕ вăл», — тет Раиса аппа.

Кашни ачи çут тĕнчене килнине паянхи пек астăвать амăшĕ. Чи асли, Валерий, 1949 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Пĕрремĕш тĕпренчĕкне мĕнешкел савăнăçпа кĕтсе илнĕ ашшĕпе амăшĕ. Ун хыççăн çут тĕнчене умлăн-хыçлăн хĕрсем килнĕ: Полина, Анастасия, Галина. Виççĕмĕш хĕрĕпе йывăр çын пулнă чух Раиса аппа кунĕпе çĕр улми кăларнă. Ĕçрен пушанса пĕтнĕ-пĕтмен каçхине ача çуратса парать, ирхине каллех çĕр улми кăларма тухать. Вăл вăхăтра ача çуратрăм тесе килте ачашланса ларасси асра та пулман. Валерипе Полинăна та тырă вырнă вăхăтра кÿме урапипе хире илсе тухнă самантсем пулнă. Кÿмине ана вĕçне лартса хăварнă та хăй çынпа пĕрле тырă вырнă. Ачисене çиме килтен мимĕр пĕçерсе кайнă е çăкăр ĕмкĕчĕ туса панă.

Хĕрсем хыççăн ывăлсен «черечĕ» çитнĕ — Андрей, Гаврил, Илья çуралнă.

Ĕлĕк ял-ял тăрăх кĕрĕк çĕлекенсем çÿренĕ. Карсаковсем патĕнче те пурăннă вĕсем. Ун чух хĕрарăм Гаврилпа йывăр çын пулнă. «Пушанми ĕçлесе çÿретĕп. Килте çын нумай пулнăран каçхине аннесем патне каçса выртрăм. Ирхине киле ачапа каçатăп та — çĕвĕçсем тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ манран», — иртнине малалла куç умне кăларать Раиса аппа. Çут тĕнчене тата виçĕ тĕпренчĕк килет: Валентина, Эдуард, Венера.

Ывăлĕсем пиллĕкĕшĕ те çар ретне юрăхлă пулнă. Валерий — Тольяттинче, Андрей — Мурманскра, Гаврил — Новосибирскра, Илья — Венгрире, Эдуард — Амур облаçĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Алла тĕрлĕ професси илнĕ. Вĕсен хушшинче медицина ĕçченĕсем, бухгалтерсем, педагогсем, водитель, сутуçă, çар çынни таранах пур. Паянхи кун тĕлне Раиса аппа кĕçĕн ывăлĕпе Эдуардпа тĕп килте пурăнать. Ĕçчен çынсен ачисем те ашшĕпе амăшнех хывнă, Эдик пĕр ĕçе те тиркемест, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, мини-тракторпа хуçалăхри ĕçсене тума та, ял çыннисене пулăшма та ĕлкĕрет. Вун виçĕ çул каялла ÿксе аманнăран Раиса Сергеевна урама питех тухса çÿреймест пулин те, ачисем — Эдик, кÿршĕрех пурăнакан Андрей ывăлĕ, Настя хĕрĕ, Рая кинĕ ăна юратса пăхаççĕ. Пысăк уявсенче тĕрлĕ çĕрте пурăнакан ачисем пуçтарăнаççĕ. Юратнă асанне те, кукамай та вăл. 17 мăнук тата 19 кĕçĕн мăнук унăн. «Ачасем пурри — телей, вĕсем мана лайăх пăхнăран çак çула çитрĕм, — тет Раиса аппа савăнăç куççульне шăлса. — Пурте сывлăхлă пулччăр, телейлĕ пулччăр, манран — пехил пурне те».

Нина ЛЕВАЯ,
Çирĕклĕ Шăхаль.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code