Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Усал йăла ан пăхăнтартăр

Усал йăла ан пăхăнтартăр

«Подросток» операци вăхăтĕнче шкулсен çумĕнчи сыватупа кану лагерĕсенче пулнă май ачасемпе наркомани тата ытти киревсĕр йăласем пирки час-часах калаçусем йĕркелетпĕр.

«Усаллине вĕренме йывăр мар, ырă ĕç пурнăçлама вара пурте пултараймаççĕ», — тет халăх сăмахлăхĕ. Усал йăласене уйрăмах çамрăксем час хăнăхаççĕ.

Наркомани инкекĕ вăрçăпа тан. Вăл нацие пачах та пĕтерсе хума пултарать. Киревсĕр шухăшлă çынсем ăна çамрăксем хушшинче сарса чи малтанах патшалăх политикине хавшатас тĕллеве мала хураççĕ. Тепĕр тĕллев — теприн терт-нуши çинче пысăк укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси.

Епле сыхланмалла наркоманирен тата ытти киревсĕр йăласенчен? Ачана тĕрĕс çул суйлама пулăшас тесе пирĕн, аслисен, хамăртан мĕн килнине йăлтах пурнăçламалла. Тĕпренчĕксене тимлĕх уйăрмалла, мĕн савăнтарнипе е пăшăрхантарнипе кăсăкланмалла, чунтан калаçма, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнма е куляннă чух вĕсемпе пăшăрханма пултармалла, вăхăтра кирлĕ канаш-сĕнÿпе пулăшмалла.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code