Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ГТО нормативĕн ылтăн паллисене тивĕçнĕ

ГТО нормативĕн ылтăн паллисене тивĕçнĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттерчĕ.

«Улăп» спорт комплексĕн инструктор-методистне Петр Смирнова чи малтан сăмах пани те ахальтен мар. Мĕншĕн тесен юлашки уйăхра районта йĕркеленнĕ ятарлă командăсемпе уйрăм спортсменсем республика шайĕнче тата унăн тулашĕнче иртнĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăннине анчах мар, лайăх результатсене те çывхартма пултарнине палăртса калатпăр. Унсăр пуçне, çуллахи спорт сезонĕ хупăннă май юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Елчĕкри стадионта çăмăл атлетсен эстафети пулса иртнĕ. Темиçе ушкăнра йĕркеленнĕ ăмăртура яланхи пекех ял тăрăхĕсемпе шкулсен тата район администрацийĕн командисем çивĕч тупăшнă. Предприятисемпе организацисем хушшинчи эстафетăра вара районти тĕп больница тата «Улăп» спорт комплексĕн коллективĕсем анчах хутшăнма ерçейнине пытараймăн. Ыттисем ăçта пулнă?

«Ĕçе тата оборонăна хатĕр» (ГТО) Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассипе районта çак вăхăтчен мĕнле ĕçленипе паллашма та кăсăклă. Çак вăхăтчен районти 1 пин ытла çын ГТО нормативĕсене панă, çав шутран 71 çын _ ылтăн, 138-шĕ _ кĕмĕл, 54-шĕ бронза паллăсене тивĕçнĕ. Раççей шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç коллективĕсем хутшăнаççĕ. Черетлĕ канашлура вара район администрацийĕн структура подразделенийĕсенче ĕçлекенсене хăйсен ỹсĕмĕнче ГТО нормативĕн ылтăн паллисене парса чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Петрович Миллин та çак хисепре пулнине палăртса калама, пушшех, кăмăллă. Мĕншĕн тесен вăл тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсене яланах хастар хутшăнать, ыттисене те ырă тĕслĕх кăтартать.

ЗАГС пайĕн ертỹçи Надежда Баймушкина кăçалхи 9 уйăхри демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăру пирки чарăнса тăчĕ. Кăçалхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ЗАГС пайĕн ĕçпе кун йĕркине хăш-пĕр улшăнусем кĕнине те çынсем пĕлме тивĕçлех. Малашне вăл шăматкун та ĕçлет. Шăматкунхи канмалли кун тунтикуна куçать.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов патшалăх умĕнчи тĕллевлĕ программăсене пурнăçлассипе мĕнле ĕçлеме пултарнине тишкерчĕ. Районĕпе илсен 64562 тонна, 2016 çулхипе танлаштарсан 3921 тонна ытларах тыр-пул пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 30,5 центнерпа танлашать. Палăртнă тĕллеве 106,5 процент пурнăçланă. Çĕрулми туса илессипе кашни çулхи пекех «АСК-Яльчики» ООО ырă тĕслĕх кăтартать _ «иккĕмĕш çăкăра» кунта кашни гектар пуçне шутласан 320 центнертан кая мар алла илме пултарнă.

Елчĕк районĕ малтанах планпа çирĕплетнĕ ял хуçалăх культурисен акăнакан лаптăкне ( пурĕ 40 000 гектар) сыхласа хăварнă. Ỹсен-тăран культурисен лаптăкĕ кăçал ытларах та пулнă _ 40124 гектар. Лаптăксен 28 процентне элита вăрлăхсемпе усă курса акнă. Çанталăк условийĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр тыр-пула тăкаксăр алла илме пултарни, пĕтĕмĕшле илсен, уй-хир ĕçченĕн кăмăлне тивĕçтермелле. Апла пулин те район администрацийĕн пуçлăхне Н.П. Миллина «Прогресс» АХОра, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра тата Лаш Таяпари М.Иванов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пурĕ 448 гектар çинче çитĕнтернĕ хĕвелçаврăнăша епле пухса кĕртесси шухăшлаттарать. 

-Ĕçлесе курман çын анчах ăнланмасть, ял хуçалăхĕнчи ĕç, чăннипех, çăмăл мар. Çак лаптăксенче пăрçа акса çитĕнтернĕ пулсан темиçе хут усăллăрах пулнă пулĕччĕ. Вăл маларах пулса çитĕннĕрен кĕр тыррисем умĕн акмалли чи лайăх культура шутланать, унсăр пуçне, пусăçаврăнăшне йĕркелеме пулăшать, белокпа пуян культура выльăх-чĕрлĕхшĕн те паха апат шутланать, _ терĕ вăл.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова 2016 çулта тỹлемелли пурлăх налукĕсене çитес вăхăтран кая юлмасăр тỹлесси пирки аса илтерчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Хăйсен ỹсĕмĕнче ГТО нормативĕн ылтăн паллисене тата удостоверенийĕсене тивĕçнисен ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code