Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сусăр ачасене – пулăшу

Сусăр ачасене – пулăшу

Сусăр ачасене пулăшассине, вĕсен тĕрлĕрен ыйтăвĕсене татса парассине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать.

Тĕрлĕ сăлтава пула сусăрланнă ачасенчен шкула çÿрекенсем, интернатсенче вĕренекенсем, килтен тухса çÿрейменнисем те пур. Çакна шута илсе сусăр ачасемпе ĕçлекен Шупашкарти реабилитаци центрĕ ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе августăн 9-мĕшĕнче тĕл пулу йĕркелеме палăртать. Квалификациллĕ пулăшу паракан специалистсем çак кун сире центрта кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Унта пынă чухне хăвăрпа пĕрле çак документсене илме манмалла мар: ачан – паспорчĕ е çурални çинчен свидетельство, ИПРА /харпăр хăйĕн реабилитаци программи/, инвалид пулнине ĕнентерекен хут, амбулатори картти; ашшĕ-амăшĕн – паспорчĕ.

Тĕплĕнрех 2-57-69 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.

З.ОРЛОВА,
халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен районти центрăн пай пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code