Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > 40 çул ытла сывлăх сыхлавĕнче

40 çул ытла сывлăх сыхлавĕнче

Лаш Таяпари врач амбулаторийĕнче сывлăх сыхлавĕнче 40 çул ытла стаж пухнă Ираида Николаева медсестра тăрăшать. Ял çыннисене пĕрремĕш пулăшу пама хатĕр медработника ку тăрăхра сума сăваççĕ. Ял-йыш хисепне Ираида Гурьевна хăйне шанса панă ĕçе чун ыйтнă пек пурнăçланипе, эмелпе кăна мар, ăшă та çепĕç чĕлхипе сиплеме пĕлнипе çĕнсе илнĕ.

1977 çулта Лаш Таяпара вăтам шкул пĕтернĕ хĕр Пăва хулинче икĕ çул медицина сестрине вĕреннĕ. Дипломлă çамрăк чи малтанах инçе мар вырнаçнă тутар ялĕнче ĕçленĕ. Унтан Çĕнĕ Эйпеçри фельдшерпа акушер пунктне куçнă. Ултă çултан тăван ялта ĕçлеме пуçланă.

Хальхи вăхăтра Лаш Таяпари врач амбулаторийĕнчи А.Еремеева врачпа И.Николаева медсестра Яманчÿрел, Шăмалак, Лаш Таяпа, Пикшик, Атăкçырми ялĕсенче пурăнакан 1657 çын сывлăхне пăхса, тĕрĕслесе тăраççĕ. Иртнĕ кунсенче шурă халатлă ĕçченсем ял çыннисене, ачасене грипп ересрен прививка тăвас енĕпе шкулсенче, ĕç коллективĕсенче пулчĕç.

Сăн ÿкерчĕкре: И.Николаева медсестра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code