Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Укçа тÿлевне илекенсем йышлă

Укçа тÿлевне илекенсем йышлă

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре пурăнакан федераци çăмăллăхçисен 71 проценчĕ, районта 75 проценчĕ, çитес çулта социаллă пулăшу пуххи вырăнне укçа тÿлевне илсе тăрĕ.

Вĕсенчен чылайăшĕ соцпакетпа 2019 çулта мĕнле усă курасси çинчен çырса пĕлтермен, çапла вара патшалăх пулăшăвĕн малтан суйласа илнĕ мелне улăштарман. Тĕпрен илсен, федераци çăмăллăхçин статусне иртнĕ çул вĕçĕнче тата кăçал илнисем пĕлтернĕ. Сăмах май, соцпакета пĕрремĕш хут пама йышăннă чухне пурте çăмăллăха кăна тивĕçеççĕ.

Саккунпа çирĕплетнĕ вăхăтра, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне, соцпакета пĕтĕмпех е унăн уйрăм пайне хирĕçлени пирки 7,3 пин ыйтса çырни йышăннă, тÿлевсĕр эмел тата социаллă пулăшу кирлине пĕлтернине – 500. Мĕн пур заявленин 68 процентне Пенси фондне интернет çыхăнăвĕпе янă, НФЦ урлă – 6 процент.

Социаллă пулăшу пуххи виçĕ – эмел, санаторипе курорт сиплевĕ тата транспорт – пайран тăрать. Соцпакетпа туллин е уйрăм пайĕпе усă курма юрать. Унăн уйăхри хакĕ хальхи вăхăтра 1075,19 тенкĕпе танлашать: çав шутра эмел пайĕ /врач рецепчĕпе тÿлевсĕр препаратсем/ – 828,14, санаторипе курорт пайĕ /врач сĕннипе санатори путевки/ – 128,11, транспорт пайĕ /хула çум пуйăсĕпе тÿлевсĕр çÿресси тата сиплев вырăнне каясси/ – 118,94 тенкĕ.

Пирĕн республикăра хальхи вăхăтра федерацин 101 пин ытла çăмăллăхçи, районта 2200, пурăнать, çавсенчен чылайăшĕ – инвалид. Вĕсен шутне çавăн пекех Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă çынсем, çар ĕç ветеранĕсем, тăлăх арăмсем, радиаци катастрофине пĕтермешкĕн хутшăннисем тата граждансен ытти категорийĕ кĕрет.

З.ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code