уява пирĕн çĕршывра чỹк уйăхĕн иккĕмĕш кĕçнерни кунĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал вăл чỹк уйăхĕн 9-мĕшне лекет.
Çак уява пуçласа 1989 çулхи чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнче паллă тунă. Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хỹтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕ «Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне» халалласа 2017 çулхи чỹк уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче потребительсен прависене хỹтĕлессипе тата техника тĕлĕшĕнчен йĕркелесе тăрассипе çыхăннă саккунсене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе «Хĕрỹ лини» ирттерет. Ку темăпа ыйтусем çуралсан граждансем 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен 8-83532-5-03-45 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ.