Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Тăван енрен хакли урăх мĕн пур?

Тăван енрен хакли урăх мĕн пур?

Çуралнă вырăн, тăван ен. Унран хаклăраххи мĕн пур-ши тата?

Таяпа Энтри ялĕнчи вулавăшра тăван ене халалласа вулавăш каçĕ иртрĕ. Унта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хастар хутшăнчĕç. Чи малтанах кĕçĕн классен вĕрентекенĕ А.Смирнова тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене ертсе пыракан Т.Васильева ачасемпе тăван чĕлхе, тăван кил, Тăван çĕршыв пĕлтерĕшĕ пирки уçă калаçу йĕркелерĕç. Ун хыççăн 3-мĕш, 5-6-мĕш класс ачисем чăваш поэчĕсен — Д.Гордеевăн, С.Савкайăн, Ю.Сементерĕн, В.Тимаковăн, П.Эйзинăн тата ытти авторсен сăввисене пăхмасăр каласа пачĕç. М.Галеевăпа Алинăпа Лилия Ильинасем «Край родной» юрра вырăсла тата тутарла шăрантарчĕç.

Вулав каçĕ вулавăш ертỹçи хатĕрленĕ «Пирĕн патăмăра хăнана килĕр» презентаципе паллашнипе вĕçленчĕ.

Зоя НЕКРАСОВА,
Таяпа Энтринчи вулавăш ертỹçи.

Сăн ỹкерчĕкре: вулавăш каçĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code