Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăлăхсене – çĕнĕ хваттер

Тăлăхсене – çĕнĕ хваттер

Хальхи вăхăтра районта тăлăх, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă 38 ача пурăнмалли çурт-йĕр илмелли черетре тăрать. Вĕсенчен иккĕшне шăпах çак кунсенче хваттерпе тивĕçтернĕ.

Телейлисен йышĕнче – Вера Сенькинăпа Анжела Викторова. Вĕсем Елчĕкри çĕнĕ микрорайонти хваттерсене тивĕçрĕç. Хваттер уççине тăлăхсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пачĕ, вăл патшалăх тăлăхсене пулăшнине палăртрĕ, çамрăксене çĕнĕ хваттерте телейлĕ пурнăç сунчĕ.

Верăпа Анжела хăйсене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшнăшăн район администрацийĕн ертÿçисене тав тунă, вĕсем паянах хваттере куçма пултараççĕ. Унта мĕнпур услови пур: уйрăм газ хуранĕ лартнă, плита вырнаçтарнă, ăшă янă…

Сăн ÿкерчĕкре: Л.Левый А.Викторовăна хваттер уççине парать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code