Районти ЗАГС пайĕ кăçалхи 10 уйăхра çын вилни çинчен калакан 284 акт регистрациленĕ.
Аса илтеретпĕр: 1997 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчи «Граждан тăрăмĕн акчĕсем çинчен» федераци саккунĕн 66-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çын вилни çинчен ЗАГС пайне 3 кун хушшинче пĕлтермелле. Çакăн çинчен пирĕн пата камăн хыпар çитермелле-ха?
Чи малтанах вилнĕ çыннăн мăшăрĕ е унăн çемйинче пурăнакансем. Тăванлăхра тăман çынсем те пĕлтерме пултараççĕ, енчен те вĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă çынна лайăх пĕлеççĕ пулсан. Çавăн пекех çын медицина организацийĕнче е халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисенче вилсен вĕсем кирлĕ çĕре пĕлтереççĕ. Судпа айăпланнă çын ирĕкрен хăтаракан пĕр-пĕр учрежденире вилнĕ пулсан хыпара унта ĕçлекенсем пĕлтерме тивĕç.
Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.