Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 174)

Халăх пуç таять пулсан — эс халăхпа пĕрлех!

Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансем Çуркуннепе Ĕç уявне кăçал та яланхи пекех чыслăн кĕтсе илчĕç. Хальхи вăхăтра шăпах тыр-пул шăпишĕн кĕрешĕве тухнă çĕр ĕçченне, вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ сферăра вăй хуракансене чысласа ирттерекен çак уяв пурне те пĕр чăмăра пĕрлештерчĕ. Коронавирус чирĕ хăратнине пула уява 2 çул пысăках мар ушкăнпа анчах ирттерме тивнĕччĕ. Тинех

Подробнее

Иккĕмĕш ĕмĕрĕн хуçи

Май уйăхĕн 2-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешре пурăнакан Ирина Ермакова 107-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илчĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ тыл ветеранне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, культура ĕçченĕсем, тăванĕсем саламларĕç. - 107 çула паллă тăвакан çын легенда пулса тăма тивĕç. Ку вăл вăрăм ĕмĕрлĕ çын паттăрлăхпа палăрманнинчен те, мĕнле

Подробнее

Аса илỹпе паттăрлăх урокĕ

Çĕршывăн чĕри çинчи суранĕ - Аслă Аттелĕх вăрçи. Этем историйĕшĕн çак тăватă çул - нихçан та асран тухман вăхăт. Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси - çамрăк ăрăва таса кăмăл-сипетлĕ воспитани парассин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Çитĕнекен ăрăвăн патриотла воспитани туйăмне аталантарас тесен ачасене тĕрлĕ общество тата политика хастарĕсемпе, çар ветеранĕсемпе час-часах тĕл

Подробнее

Парада тухăпăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа кăçал 77 çул çитет. Çĕнтерỹ кунне çулсеренех сумлăн кĕтсе илетпĕр. "Георги хăйăвĕ", "Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнче - хуралта", "Факел йăтса утасси" тата ытти акцисем маларахах пуçланаççĕ. Районти вĕренỹ тата культура учрежденийĕсем, ача сачĕсем, уйрăм çынсем фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене тивĕçлипе чыслас енĕпе Интернет уçлăхĕнче тĕрлĕ акцие

Подробнее

Сасăлама васкар

Кăçалхи майăн 30-мĕшĕччен çĕршывра хăтлăх кĕртмелли вырăнсене суйлас ĕç пырать (вăл апрелĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă). Пĕрлĕхлĕ ĕçе хастар хутшăнса Чăваш Енре 40 пине яхăн çын сасăлама ĕлкĕрнĕ. Халăх йышлă çỹрекен вырăнсене "Хăтлă хула таврашĕ" федераци проекчĕ пулăшнипе çĕнетеççĕ. Çавăнпа та кашни çулах çынсен шухăшне пĕлес тесе сасăлав ирттереççĕ. 14 çула çитнĕ мĕн

Подробнее

Ыйтусем пур — депутат патне

Депутатсем халăха хăйсен нушисемпе пулăшасси ырă йăлара. Майăн 12-мĕшĕнче 10-12-сехетсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Ю.А.Поповпа П.С.Краснов "Единая Россия" партин районти уйрăмĕнче аслă ăрурисене йышăнаççĕ. Енчен те халăх суйлавçисем патне ыйтусем пулсан граждансем Елчĕк ялĕнчи Иванов урамĕнчи 13-мĕш çуртра вырнаçнă обществăлла йышăну пỹлĕмне пыма пултараççĕ.

Подробнее

Маттур, Юлиана!

СССР халăх артисткине Вера Кузьминăна халалланă сăвва илемлĕ вулакансен регионсем хушшинчи конкурсĕ кăçал саккăрмĕш хут иртрĕ. Шăмалакри тĕп шкулта 7 класра вĕренекен Юлиана Герасимова асăннă конкурса пиллĕкмĕш хут хутшăнчĕ. Кашни çулах вăл конкурсран çĕнтерỹпе таврăнчĕ. Кăçал пултаруллă хĕр ача I степень диплома тивĕç пулчĕ. Вăл сцена çине тухса сăвă вулама пуçласан

Подробнее

«Туркай вулавĕсем — 2022» фестивальте

Иртнĕ кунсенче Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнчи культура çуртĕнче "Туркай вулавĕсем - 2022" республикăри тăваттăмĕш поэзи фестивалĕ иртрĕ. Ăна Комсомольски, Елчĕк, Канаш районĕсенчи 5-11 классенче вĕренекенсем хушшинче йĕркеленĕ. Елчĕк районĕн чысне Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ, Елчĕкри вăтам тата Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хỹтĕлерĕç. Вĕренекенсемпе пĕрле, паллах, çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие

Подробнее

Финанс пĕлĕвĕ пĕлтерĕшлĕ

Хальхи вăхăтра Раççейре кашни 4-мĕш преступлени - киберултав. Чылай чухне ултавçăсем çынсен банк карточки çинчен укçа куçараççĕ, лешсем сиссе те юлаймаççĕ. Çĕршыв шайĕнче киберпĕлỹлĕх енĕпе проект пуçарасси пирки шухăшлаççĕ. Ку ыйтăва РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Игорь Комаров Чăваш Ене "Финанс пĕлĕвне ỹстересси: трендсем, тĕллевсем, малашлăх" форума килсен хускатнă. Форума

Подробнее

Тăватă кун маларах

1941-1945 çулсенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă вăрçăра миллион-миллион совет çынни Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен. Вăрçăн юлашки кунĕсенче çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуç хунă салтаксене пушшех шел. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ỹснĕ Роман Яковлевич Бабакин. Роман Бабакин тăватă çула яхăн фашистсене хирĕç çапăçнă, анчах Аслă Çĕнтерỹ умĕн 4 кун

Подробнее