Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 176)

Акана тухрĕç: пĕрчĕрен пин пултăр!

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем районта чи малтан - апрелĕн 23-мĕшĕнче çурхи культурăсене акма тытăннă. - Çанталăк условийĕсене кура кăçал акана каярах юлса тухрăмăр, иртнĕ çул хире апрелĕн 18-мĕшĕнче тухнăччĕ. Çакă пĕр енчен илсен, лайăх та. Мĕншĕн тесен çуркунне пуçланнăранпа темиçе хутчен те çуллахи пек ăшă çумăр çуни çĕре

Подробнее

Ырă ят ылтăнран хаклă

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти "Елчĕк районĕнчи мухтавлă çынсем" выставка-экспозицийĕ Раççей Писательсен союзĕн членĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, хисеплĕ ентешĕмĕрĕн Николай Карлинăн "Ветерансен вальсĕ" илемлĕ произведенийĕпе уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, район пуçлăхĕ Алина Васильева, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн

Подробнее

Çын ĕçпе илемлĕ

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче йышăннă 57-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн 2022 çулта районти Хисеп хăми çине çак çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарма йышăннă: Полина Олеговна АНДРЕЕВА, йывăр атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Раççей Первенствин çĕнтерỹçи тата

Подробнее

Район уй-хирĕсенче

Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 685 гектар (3 процент) акнă. Пĕр çул ỹсекен курăксене 35 гектар, нумай çул ỹсекен курăксене 60 гектар акнă. 196 гектар (6 процент) кĕр тыррисен, 3102 гектар (40 процент) нумай çул ỹсекен курăксен, 5075 гектар (18 процент) кĕрхи çĕртме лаптăкĕсенче нỹрĕк

Подробнее

Хĕрỹ вăхăт

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый апрелĕн 25-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура тишкернĕ ыйтусем пурте пĕлтерĕшлĕ. Хĕру вăхăт, иртнĕ эрнерен тытăнсах район уй-хирĕсенче ака ĕçĕсем вăй илсе пыраççĕ. Çакна кура ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи çĕр ĕçченĕсен паян пурин те пĕр тĕллев - пĕрчĕллĕ

Подробнее

Район пурнăçĕ

Çĕнĕ лавкка уçăлнă Аслă Елчĕкри Дзержинский урамĕнче Чăвашпотребсоюзăн Елчĕк райповĕн апат-çимĕç тата промышленность япалисем сутакан лавккине савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çак ырă пулăмпа ял çыннисене Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Чăвашпотребсоюзăн таварсене курттăм тата ваккăн сутакан сахал яваплă обществăн директорĕ Эдуард Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий

Подробнее

Ырă çыннăн ырлăхĕ — ытам тулли! Ыр канашĕ ун çитет пурин валли!

Эпĕ шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнманччĕ ун чухне, уроксем хыççăн учительсемпе калаçса ларнă вăхăтра шкула нумай çул Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи вулавăшра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ те ял-йыш умĕнче ятпа, сумпа пурăнакан, сăпайлăхĕпе тата ырă кăмăлĕпе палăрса тăракан Луиза Витальевна Викторова килчĕ. Пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн вăл хăй мĕн

Подробнее

Николай Карлина халалланă

Кашни кĕтес пултаруллă та маттур çынсемпе пуян. Комбайнер-и вăл е бухгалтер, сутуçă-и е спортсмен, тухтăр-и е ăсчах, юрăç-и е поэт… Тĕрлĕ профессире палăраççĕ ентешĕмĕрсем. Кăçал Паллă ентешсен теми питĕ актуаллă. Хамăр ентешсем çинчен каласа пани, вĕсене астуса тăни, пĕлни питĕ кирлĕ. Çитĕнсе пыракан ача-пăча хăйĕн ентешĕсемпе мухтанма пултарни, вĕсенчен тĕслĕх илни

Подробнее

Атте-анне пехилĕпе утатпăр пурнăç çулĕпе

Ял ятне ярасшăн мар Елчĕкрен Пăва еннелле каякан асфальтлă çултан сулахая пăрăнса 400 метр кайсан, район центрĕнчен 3 çухрăмра, Кĕçĕн Пăла юхан шывĕн сылтăм çыранĕ енче вырнаçнă Акчел. Ял пуçламăшĕнчех, чылай çул каялла туса хунă вывеска, çỹллĕ хырсем çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, унтан таврăннă хыççăн çĕре кĕнĕ фронтовиксен

Подробнее

Мĕн пур отрасле явăçтарĕç

Республика кунне хатĕрленесси малалла пырать. Уяв программи пуян та анлă пулĕ. Экономика, туризм, культура… мĕн пур отрасле явăçтарĕç. Кăçал программăна çĕршывра пуçласа иртекен мероприятисене кĕртнĕ. Ачасен фольклориадине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 1000 яхăн ача пухăнмалла. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, уяв Чăваш Енĕн хăйне евĕрлĕхне ыттисене кăтартмалли, эпир шанчăклă ĕçтешсем пулнине

Подробнее