Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 3)

Çĕрпỹсене савăнтартăмăр

Иртнĕ кунсенче эпир "Елчĕксем" юрă ушкăнĕ йĕркелесе Çĕрпỹ тăрăхĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнче концерт лартса килтĕмĕр. Асăннă ушкăнра Николай Малышкин, Вячеславпа Леонид Захаровсем тата Олег Александров юрра-кĕвве юратакансем пулчĕç. Кăнтăрла ирттерме палăртнă концерта вăхăтлă çитнĕ май, пире вырăнти "Çавал" ансамблĕн пикисем çăкăр-тăварпах кĕтсе илчĕç. Илемлĕ те хăтлă культура çуртне артистсене курма тесе

Подробнее

«Тăсса ятăм купăса…»

Округри тĕп вулавăшра çĕнĕ кĕнекесене тишкерсе хакласси йăлана кĕнĕ. Кунта ентеш-çыравçăсем, сăвăçсем, вулакансем парнеленĕ кĕнекесемпе хаçат-журналсем чылай. Библиотека фончĕ иртнĕ кунсенче Анатри Тимешĕнчи Вячеславпа Леонид Захаровсен "Тăсса ятăм купăса…" юрăсемпе сăвăсен кĕнекипе пуянланчĕ. Ашшĕпе ывăлĕ хăйсен тата ытти сăвăçсен сăввисемпе хывнă юрăсен пĕрремĕш пуххи. Кĕнеке хаклавне асăннă чун çимĕçĕ кун çути курнă

Подробнее

Асамлă чăваш тĕрри

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: "Чăваш тĕрри - наци культурин пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Вăл халăха пĕрлештерет, пĕрлехи йăла-йĕркепе культура аталанăвне кăтартать. "Раççейĕн тĕрленĕ картти" проекта илер. Çак пысăк калапăшлă ĕçре пирĕн маçтăрсем çĕршыври халăхсен пĕрлĕхне кăтартса пама пултарчĕç. Çакăн евĕр алă ĕçĕсен проекчĕсене пулăшасси наци культура эткерлĕхне упраса хăварма тата аталантарма май

Подробнее

Культура вучахĕ чĕресене ăшăттăр

Çак кунсенче 1979 çулта хăпартнă Вăрăмхăва ялĕнчи культура çурчĕ те çĕнелсе капăрланчĕ. Ял халăхĕ валли мĕн пысăкăш савăнăç, парне пулчĕ çакă. - Клуба малтан та хавас-туйăмпа çỹреттĕмĕрччĕ, халь, çĕнетнĕ хыççăн, тухас та килмест ĕнтĕ ку çуртран, - тет Вăрăмхăва халăхĕ. Çамрăксемпе пĕрле аслă çулхисем те хĕпĕртеççĕ Культура çурчĕ çĕнелнĕшĕн. Юлашки çулсенче вĕсем

Подробнее

Саламлатпăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчи 207-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн музыка искусствин облаçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата пултарулăх ĕçĕнче нумай çул вăй хунăшăн Чăваш Республикинчи "Эстрада артисчĕсен союзĕ" обществăлла организацийĕн членне Алексей Владимирович МОСКОВСКИЕ (Акчел) "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ" хисеплĕ ят панă.

Подробнее

«Хĕрарăм сăнарĕ ỹнерте»

Наци театрĕсен Пĕтĕм халăх хушшинчи "Чĕкеç" II фестивалĕ тĕрлĕ халăх театрĕсен спектаклĕсемпе паллаштарĕ. СССР халăх артистне Вера Кузьминăна халалланă фестиваль ноябрĕн 11-16-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртĕ. Унăн кăçалхи теми - "Хĕрарăм сăнарĕ - ỹнерте". Тĕрлĕ номинацире чи лайăх спектакле, чи лайăх арçын тата хĕрарăм ролĕсене, çавăн пекех чи ăста сценографипе

Подробнее

Çĕнĕ пьесăпа палăрнă

Владислав Николаева Чăваш Енри вулакан аван пĕлсе çитрĕ пулĕ: вăл - XXI ĕмĕрĕн литература лаççинче тăтăш çĕнĕ произведени пичетлесе кăларакансенчен пĕри. Çыравçă тĕрлĕ жанрпа та тухăçлă ĕçлет. Юлашки çулсенче вăл ытларах драматурги енне сулăнни сисĕнет. Республикăри театрсенче унăн пьесисем тăрăх сахал мар спектакль кун çути курнă: "Уйăпсем те шăнса хытрĕç", "Чапаев.

Подробнее

…Тихвин ярмăрккинче

Округри пултарулăх ушкăнĕсем вырăнта тапăртатса тăмаççĕ - тĕрлĕ конкурс-фестивале, уява хутшăнаççĕ. Лаш Таяпари "Сударушки", Çирĕклĕ Шăхалĕнчи "Хавас", Аслă Пăла Тимешри "Пăла таппи", "Пăла" хĕрарăмсен ансамблĕсем Çĕрпỹри Тихвин ярмăрккине çитсе килнĕ. Вырăнти тата тĕрлĕ регионтан килнĕ халăх питĕ хапăл пулнă вĕсен хĕмленỹллĕ чăваш тата вырăс юррисене, ыт ахальтен пĕрле шăрантарман ĕнтĕ.

Подробнее

Сиктĕрмере…

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тутарстанри Элкел районĕнчи Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă Сиктĕрме пин-пин çынна пуçтарчĕ. Унти "Çĕнĕ Сăвар" туристсен комплексĕнче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Уявĕ иртрĕ. "Уяв тус-тăвана пуçтарать" ятпа хатĕрленĕ программăпа килĕшỹллĕн хăнасем паллă сăвăçăн музейĕпе тата "Сухапуçран космос таран" куравпа паллашма пултарчĕç. Кунтах "Маттур ăстасем", "Кỹршĕ тăван пек хаклă"

Подробнее

Янăратăр халăх юрри

Елчĕкри культура керменĕнче Регионсем хушшинчи "Чĕвĕл чĕкеçсем" фольклор фестивалĕнче чăваш халăх юррисене юратакансем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Фольклор уявне пĕтĕмпе те ултă коллектив кăна хутшăннă пулсан та, вĕсем чăваш халăхĕн юрри-ташшине, тумĕпе капăрлăхне туллин кăтартма пултарнă. Жюри хаклавĕпе 1-мĕш вырăна округ центрĕнчи çамрăксен "Тарават" фольклор ушкăнĕ (ертỹçи Кирилл Петров) тата Çĕнĕ Пăвари

Подробнее