Куракана хĕмлентересшĕн
Юрă-кĕвĕ, ташă çăлкуç шывĕ пекех. Ывăннине ирттерет, чуна кантарать, лăпкăлăх кÿрет. Кирлех тĕк – хуйха та кăштах пусарать. Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнче 8 кружок ĕçлет. Акă, «Илем» фольклор ушкăнне тĕрлĕ çулхи 26 хĕрарăмпа арçын çÿрет. Вĕсен йышĕнче - пенсионерсем, трактористсем, ĕне сăвакансемпе пăру пăхакансем, учительсем тата ытти профессин маттур çыннисем.
Подробнее
