Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 5)

Ачасем — чиркỹре

Пурнăçра чи кирли - тỹрĕ кăмăлпа пурăнни, теприне ырă туни, пĕр-пĕрне юратни. Ачасенче çак ырă енсене çамрăкранах вăратас ĕçре çемьепе шкул килĕшỹре ĕçлени ырă çимĕçне парать. "Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçасси" темăпа иртнĕ мероприяти вăхăтĕнче Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи кĕçĕн класра вĕренекенсем Лаш Таяпа ялĕнчи Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕве çитсе курчĕç. Чиркỹ

Подробнее

Чутайра çĕнтернĕ

Республикăри учительсен пĕлĕвне ỹстерекен институт халăхсем хушшинчи тăван чĕлхе кунне халалланă "Аваллăхсăр малашлăх çук" ятпа III фестиваль йĕркеленĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула кашни муниципалитетран пуçтарăннă сцена ăстисем. Пирĕн округ чысне Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Мария Николаева хỹтĕленĕ. Вăл, кăмăлтан пĕлтеретпăр, "Халăх юрри - чунăм уççи" номинацире "Атте

Подробнее

Ентеш — «Ландыши…» фильмра

Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ Владимир Тяптушкин - Мускаври Пĕчĕк театр актерĕ. Володя, спектакльсенче вылянисĕр пуçне, кинофильмсенче те ỹкерĕнет. Кăçал экран çине тухнă "Ландыши. Такая нежная любовь" сериалта вăл тĕп рольсенчен пĕрне - Демьяна - вылять. Асăннă картина "Кинопоиск" онлайн кинотеатрта чи лайăх 10 кинофильм йышне кĕнĕ, рейтингра - 1-мĕш йĕркере.

Подробнее

«Раштав çути»

ятпа Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче округри вĕренекенсен фестивальне ирттернĕ. 215 хутшăнакан хăйсен ăсталăхне "Пултарулăх номерĕ", "Сăнарлă ỹнер", "Раштав çăлтăрĕ" номинацисенче кăтартнă. Фойере ачасен ĕçĕсен пуян куравне те йĕркеленĕ, унпа кăрлачăн 25-мĕшĕччен паллашма май пур. Асамлăха çаврăннă мероприятире илеме юратакансене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тата

Подробнее

Маттур, Лиза!

Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн керменĕнче иртнĕ "Раççей Чăваш пики-2024" конкурсра тĕп титулшăн 16 хĕр кĕрешнĕ. Вĕсем Чăваш Енри тĕрлĕ округран çеç мар, Тутар Республикинчен, Ульяновск, Пенза, Тюмень облаçĕсенчен те. Вăл шутра Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 11 "к" класра вĕренекен Елизавета Молодова. Конкурсанткăсене тĕрлĕ тĕрĕслев кĕтнĕ: харпăр хăйĕнпе паллаштарни, пултарулăхпа ăс-тăн

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В.А.Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри Раççей Геройĕ Н.А.Петров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 11 "к" класра вĕренекен Елизавета Игоревна МОЛОДОВА ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри "Раççей Чăваш пики - 2024" конкурсра вице-мисс титулне çĕнсе илнĕ.

Подробнее

Çĕнĕ сериалта ỹкерĕннĕ

Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ Владимир Тяптушкин Мускав сценине парăнтарни çинчен темиçе çул каялла хаçатра пысăк статья пичетленнĕччĕ. Ăна часах çĕнĕ сериалта курăпăр. Вăл ỹкерĕннĕ "Ландыши. Такая нежная любовь" сериал 2025 çулхи кăрлач уйăхĕнче куракан патне çитĕ. Ăна онлайн-кинотеатрта курма май пулĕ. Сăмах май, Володя "Склифосовский" сериалăн 9-10-мĕш сезонĕсенче ỹкерĕннĕ.

Подробнее

«Аквареле» чысланă

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта ачасен "Акварель" театрне чысланă. Пултарулăх коллективĕ округри шкулсен çумĕнчи театрсен конкурсĕнче çĕнтерсе республикăри 353 ушкăн хушшинче финалистсен йышне кĕнĕ. Çак çитĕнỹпе сцена ăстисене округ пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Владимир Николаев тата шкул директорĕ Лариса Васильева саламланă, "Çитĕннисем - ачасене" ыркăмăллăх акци тивлечĕпе 26 тĕрлĕ

Подробнее

Ирĕклĕ ỹнерçĕн вĕçевĕ

Турхан ялĕ тесен калаçу теми пĕр тăван Турхансем - çыравçăсем е Пупинсем - ỹнерçĕсем тавра çаврăнать. Илем тĕнчинче çирĕп тỹпе хывнă Петр Пупин - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, СССР Ỹнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ. Республикăри нумай паллă çыннăн бюстне, портретне ăсталаканĕ вăл. Калаçу тĕпелне вара унăн шăллĕне - Георгие - чĕнтĕмĕр. Георгий

Подробнее

Конкурссене те хутшăннă

Совет саманинче агитбригадăсем колхозсен ĕçченĕсене юрă-ташăпа савăнтарнисĕр пуçне конкурссене те хастар хутшăннă. Иван Иноходов журналистăн 1979 çулхи сăн ỹкерчĕкĕнче шăпах районти культура çурчĕ çумĕнчи коллектив республикăри агиткультбытпоездсен фестивалĕнче сăнланнă. Кадрта - ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Виталий Бобин тата Надежда Лисицынăпа Мария Горшкова методистсем.

Подробнее