Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 6)

Яманчỹрелсен те савăнăç

Нумаях пулмасть Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче тĕплĕ юсав хыççăн хальхи требованисене тивĕçтерекен тĕслĕхлĕ библиотека уçăлни çинчен çырнăччĕ. Халĕ Яманчỹрелсен те пысăк савăнăç. Кунта пысăк юсав ĕçĕсем хыççăн культура çурчĕ хăйĕн алăкĕсене çĕнĕрен уçнă. Унăн ĕçченĕсем ăна яланах тĕрĕс-тĕкел тытса тăма тăрăшнă пулсан та, клуб 40 çул "кĕтнĕ" çакна. Халĕ ĕнтĕ йăлтах çĕнĕ:

Подробнее

«Тарават» ушкăн — пĕр çулта

Çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă çĕршывĕ теççĕ Чăваш Ен пирки. Чăнах та, халăх хушшинче пĕр йăла-йĕрке те сăвă-юрăсăр иртмест. Ăçта сăмах, унта кĕвĕ-юрă хуçаланать. Чăваш халăх юррисем ĕмĕрсем хушши аталаннă, вĕсем нихçан кивелми туйăма палăртма пулăшнă. Юрăсем йăхран-йăха куçса пырса паянхи куна çитнĕ. Çак пуянлăха çухатас мар тесен пирĕн

Подробнее

Халăх мăнаçлăхĕ

Тĕрĕ - чăваш халăхĕн наци мăнаçлăхĕ. Çакна тĕпе хурса тата Чăваш тĕррин кунне халалласа Çирĕклĕ Шăхальти аслă ăрури граждансене тата инвалидсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăм ĕçченĕсем уяв йĕркеленĕ. Кашни кунах ватăсене хавхалантарас, вĕсен ватлăхри пурнăçне ăшăлăхпа çутăлăх кĕртес тĕллеве мала хурса ĕçлеççĕ социаллă ĕçченсем. - Кинемисемпе мучисем кил, çемье ăшшине туйччăр,

Подробнее

«Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ»

Чăваш çĕршывĕ - "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ". Чăваш тĕрри илемлĕ те илĕртỹллĕ. Чăваш тĕррин кунĕнче уява халалласа "Хĕвел" ача садĕнче чăвашлăх темипе пысăк мероприяти иртрĕ. Чăваш тĕррин уйрăмлăхĕсемпе, хăйне евĕрлĕхĕпе паллашнă май ачасем нумай çĕннине пĕлчĕç, тĕрĕсен илемĕпе киленчĕç. Капăрлăха курсан хăйсен те тĕрлеме вĕренес кăмăл пуррине пĕлтерчĕç вĕсем. Ỹсе киле вĕсене

Подробнее

Сцена ăстисене хапăл

Владимир ПУТИН,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Патшалăх Президент гранчĕсен тата Культура пуçарăвĕсен фончĕсем, Интернет аталанăвĕн институчĕ пулăшнипе пултарулăх çул-йĕрĕн пур енне те аталанма тĕрев парĕ. Культурăн тĕп тивĕçĕ - çынсене ыррине курма, хисеплеме вĕрентесси, илемпе килĕшỹ патне туртăнма хавхалантарасси, пурнăçри кăткăс ыйтусем тавра шухăшлама хăнăхтарасси. Пĕлтерĕшли, паллах, вăл обществăна аркатмасăр этем чун-чĕринче

Подробнее

Чăваш тĕррин кунĕ

Чăваш тĕррин кунĕ умĕн Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче паллă ал ĕç ăстине Екатерина Ефремовăна халалласа курав уçăлнă. Экспозицире унăн тĕррисем кăна мар, 100 ытла графика ĕçĕ те. Вĕсене тушьпа е акварельпе ỹкернĕ. Шел, эскизсемпе хатĕрленĕ ĕçсен ытларах пайĕ упранса юлман. Е.Ефремова халăх ансамблĕсем валли те костюм эскизĕсем хатĕрленĕ. Унăн коллекцийĕ кунти

Подробнее

Пур ĕçре те пуçаруллă

Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнчи ялсенче те пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн нумай ĕç туса ирттереççĕ. Таяпа Энтринчи масар патне каякан çула халăхран укçа пухса малтанах çурри таран вак чул сарма пултарнăччĕ. Кăçал вара çак çула площадка туса масар хапхи таранах çитерчĕç. Арман касси çыннисем те кăмăллă. Урама пырса кĕмелли çĕр кĕпере çурхи шыв

Подробнее

Финалистсен йышĕнче

Мордовин тĕп хулинче Саранскра "Паттăрсен вăхăчĕ" Халăх премийĕн лауреачĕсене чысланă. Культура пуçарăвĕсен Президент фончĕ пулăшнипе виççĕмĕш хут иртнĕ мероприятие кăçал регионсем хушшинче йĕркеленĕ - Чăваш Ен, Чулхула, Ульяновск тата Пенза облаçĕсем хутшăннă. 25 номинацире пĕтĕмпе 2,5 пин номинант тупăшнă. Пирĕн республикăн тăватă представителĕ вара лауреат ятне тивĕçнĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн хастарĕсем те

Подробнее

«Пушкин картти» пулăшать

Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче "Пушкин картти" проекта ĕçе кĕртнĕренпе икĕ çул çитрĕ. Шкул ачисемпе çамрăксене культурăллă канма май паракан проекта Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă. "Пушкин карттипе" пирĕн çĕршыври яш-хĕр патшалăх шучĕпе культура мероприятийĕсене çỹреме пултарать. Урăхла каласан, вăл - искусство тĕнчине пропуск. Асăннă карттăпа 14-22 çулсенчи çамрăксем усă курма пултараççĕ. Çакă

Подробнее

Кỹршĕсен уявĕнче

Ульяновскри "Çĕнтерỹ" паркĕнче хула кунне халалласа нацисен культурин, йăли-йĕркин "Çирĕп çемье - çирĕп Раççей" парад-фестивалĕ иртнĕ. Пуян программăллă уявра тĕрлĕ регионтан килнĕ пултарулăх коллективĕсем вырăс, чăваш, тутар, мордва халăхĕсен юрри-ташшипе, кĕпе-тумтирĕпе паллаштарнă. Анлă лапамра авалхи ремесласен, кулинари вăрттăнлăхĕсен ăсталăх класĕсене йĕркеленĕ. Чăваш тумĕн капăрлăхĕ те нумайăшне илĕртнĕ унта. Пирĕн ентеш, облаçри чăваш-наци

Подробнее