Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 7)

«Палестина чунĕ»

ятпа Елчĕкри культура керменĕнче Лев Кураков академика асăнса йĕркеленĕ выставка уçăлнă. Унта - Палестина, араб, Раççей регионĕсемпе хулисенчи паллă ỹнерçĕсен ĕçĕсем. Курав йĕркелỹçисем - право докторĕ, Халăхсем хушшинчи "Еврази-Ази" Академийĕн академикĕ Аль-Балауи Басам Фатхи тата ЧР, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мидхать Шакиров - асăннă мероприяти Раççейпе Палестина çĕршывĕсен ĕмĕртен пыракан

Подробнее

Анлăн уявласшăн

Республика кунне кăçал анлăн уявласшăн. Тĕп мероприятисем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта иртĕç. Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Мускавра Федераци Канашĕнче Чăваш Ен кунĕсене йĕркелĕç, Акатуй ирттерĕç. Шупашкара та чылай хăна пухăнĕ. Йăлана кĕнĕ Экономика форумне, Регионсем шайĕнчи курава çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен экспертсемпе компанисен ертỹçисем килме кăмăл тунă. Июнĕн 21-мĕшĕнче тĕп хуламăрта республика шайĕнчи Ача-пăча

Подробнее

«Акатуй» Мускавра иртет

Кăçал пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ Мускавра Измайлово паркĕнче тата ВДНХра иртет. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаевпа национальноçсен ĕçĕсен федераци агентствин ертỹçи Игорь Баринов калаçса татăлнă. Регион ертỹçи Игорь Баринова республика проекчĕсене, çав шутра Раççейĕн тĕрленĕ карттине те, ырласа йышăннăшăн тав тунă. Олег Николаев август уйăхĕнче Шупашкарта РФ субъекчĕсен тĕрленĕ карттисен

Подробнее

Унăн ячĕ çухалма тивĕç мар…

Мария Бикулова актриса, Владимир Андреев олимпиец, ỹнерçĕсем - Иван Дмитриев-Эльмек, Юрийпе Олег Ксенофонтовсем, çыравçăсем - Петрпа Василий Сидоровсем, культура ĕçченĕсем - Людмилăпа Юрий Петуховсем - Лаш Таяпа ялĕн мухтавĕ. Чаплă ушкăна Владимир Петрова та кĕртни вырăнлă-тăр. Ун ятне хальхи çамрăксем пĕлмеççĕ те пулĕ, мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕн ытларах пайне республика тулашĕнче

Подробнее

Музейсене тỹлевсĕр

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем республикăри культура учрежденийĕсене тỹлевсĕрех çỹреме пултараççĕ. Çак çăмăллăхсем ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланаççĕ. "Пирĕн çар çыннисен çемйисене хамăрăн музейсенче йĕркеленĕ куравсене, театрсене, филармонири тата Трактор тăвакансен культура керменĕнчи концертсене пырса курма сĕнетпĕр", - палăртнă культура министрĕ Светлана Каликова. Хальлĕхе патшалăх музейĕсене 46 çын тỹлевсĕр кĕрсе курнă, вĕсен

Подробнее

Таврапĕлỹçĕсем пĕрле пуçтарăннă

Кашни çулах Шупашкар хулинче регионсем хушшинче чăваш таврапĕлỹçисен форумĕ иртет. Кăçал ăна мартăн 25-мĕшĕнче наци библиотекинче йĕркеленĕ. Форума Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Унта Тутар тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчен те хăнасем килсе çитнĕ. Форумра тĕрлĕрен ыйтусене пăхса тухнă: чăваш халăх культурине сыхласа хăварасси, И.Я.Яковлевăн ĕçĕсене архивсенче, музейсенче, вулавăшсенче тĕплĕн

Подробнее

Алина Варна: «Çурма çулта чарăнса тăмастăп»

Мĕн пĕчĕкрен вăр-вар та хастар хĕр ача пулнă вăл. Лар-тăра пĕлменскер ялан çĕннипе интересленнĕ, вĕренме, ташлама, юрлама юратнă. Ашшĕпе амăшĕ - Геннадий Петровичпа Юлия Анатольевна Можаевсем - пилĕк ачинчен Алина çирĕп кăмăллăраххине тата нумай пĕлме ăнтăлнине кура унран ăста педагог пуласса шаннă, вăл вара пурнăçра пач урăх çул суйласа илнĕ. Алина

Подробнее

Спектакль килĕшрĕ

Çак кунсенче Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта 1-2 классенче вĕренекенсем Шупашкар хулинчи пуканесен театрĕнче пулчĕç. Ăнсăртран мар. Иккĕмĕшсем шкул театрĕнче хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. В.Митрофанова вĕрентекен ертсе пынипе вĕсем кăçалхи вĕренỹ çулĕнче икĕ спектакль хатĕрлесе сцена çине кăларма та ĕлкĕрчĕç. Çамрăк артистсен пултарулăхне шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ курса хакларĕç. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ -

Подробнее

Çĕнтерỹçĕсене хавхалантарĕç

Ача-пăчапа çамрăксен театр коллективĕсен "Театр Атăлçи" округри фестивалĕ çитĕнекен ăрăва театра çывăх пулма, унăн тавракурăмне анлăлатма, культура тата кăмăл-сипет хаклăхĕсене ỹстерме пулăшать. Унăн регионти тапхăрĕ 2022 çулхи октябрь-декабрь уйăхĕсенче иртнĕ. Январьтен пуçласа февраль уйăхĕччен фестивалĕн округ тапхăрне йĕркелерĕç. Мартăн 27-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче - фестивале пĕтĕмлетĕç, çĕнтерỹçĕсене укçа-тенкĕ парса

Подробнее

Чи лайăххисем

Округри культура ĕçченĕсен иртнĕ çулхи ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе çыхăннă анлă канашлура професси енĕпе чи лайăххисене палăртнă. "Чи лайăх культура ĕçченĕ - 2022" ята Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕн культорганизаторĕ Иван Шурбин, "Чи лайăх библиотекарь - 2022" ята тĕп вулавăшри ача-пăча библиотекин заведующийĕ Лариса Кудряшова тивĕçнĕ. Учрежденисенчен чи лайăххисем - Аслă Таяпари культура

Подробнее