Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 8)

Çылăх

Люда хирĕçлемерĕ. Пĕрре курсах килĕшрĕ ăна Слава. Çак каç хыççăн тĕл пулусем йăлана кĕчĕç арçынпа хĕрарăмăн. Паркра, урамра уçăлса çỹреме çынсенчен шикленчĕç, çавăнпа ытларах халăх сахал вырăнсенче тĕл пулчĕç. Люда Славăна юратса пăрахрĕ. Мишшăпа юратнă ывăлĕ ĕнерхи куна тăрса юлчĕç. Вăл килĕнче малтанхи пекех пурăнчĕ, ĕçрен васкаса килсе упăшки пĕçернĕ апата çирĕ,

Подробнее

Сиктĕрмере — чăваш культурин уявĕ

Июнĕн 7-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă Тутарстанри Сиктĕрме ялĕнче 3-мĕш хут чăваш культурин уявĕ иртрĕ. Унта Елчĕк округĕн пуçлăхĕн çумне - администрацин территорийĕсене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникне Алина Смирновăна, пичет ветеранне Анатолий Тимофеева, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторне Елена Петровăна пĕрлештерекен делегаци хутшăнчĕ. Авалхи несĕлсен

Подробнее

Геннадий Борисова — 75 çул

Патреккелсем Çимĕк уявне кашни çулах анлăн паллă тăваççĕ. Ялта пурăнакан е кунта çуралса ỹссе тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă халăха йышлăн пухать çак уяв. Çемьесем чи малтанах авалтан пыракан йăла-йĕркене пăхăнса масар çинче пулса вилнисене асăнаççĕ. Унтан йăх-хурăнташсем тĕп килсенче сĕтел хушшине ларса сăйланаççĕ те ялти культура çурчĕ умне пуçтарăнаççĕ. Пурне те кашни

Подробнее

Çĕнĕ юрăç концерчĕ

Таяпа Энтри ялĕнчен тухнă юрăçсем хушăнсах пыраççĕ. Алексейпе Андрей Шадриковсем тесен пирĕн ял ачисем тесе мăнаçланатпăр. Яна Герасимова çамрăк хĕр те пысăк сцена çинчен илемлĕ юрăсемпе савăнтарать. Иртнĕ эрнере вара пирĕн ялта çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнакан Виталий Воронов юрăç ял халăхне "Хамăр ял ачисем" программăпа хаваслă концерта пухрĕ.

Подробнее

Хор ертỹçи кĕнеке кăларнă

Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" типографире Патреккел халăх хорĕн хормейстерĕн, Чăваш АССР тата РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Геннадий Борисовăн "Манăн пурнăç юррисем" кĕнеки пичетленсе тухнă. Çитмĕл страницăллă, 300 тиражлă издание Геннадий Арсентьевич хăй тĕрлĕ çулсенче çырса кĕвĕленĕ юрăсем кĕнĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр сăвăçсен хайлавĕсене те юрра хывнă. Малтанхи пайра автор тăван ялĕн

Подробнее

Кĕр! кĕрлерĕ Акатуй

Июнĕн 8-мĕшĕнче çĕр ĕçченне чыслакан Акатуй кĕрлесе иртрĕ. Кăçалхипе 66-мĕш хут иртекен çак уява Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культурин çулталăкĕсене халалланă. Уяв "Итлĕр уяв сассине, килĕр Акатуй кĕрекине" музыкăпа ташă композицийĕпе пуçланчĕ. Пĕрлештернĕ хор "Алран кайми аки-сухи" чăваш халăх гимнне шăрантарчĕ, çак вăхăтра Юрий Комиссаров ака чемпионĕпе округри чи лайăх

Подробнее

«Ăрусен хутшăнăвĕнче»

Республикăра вĕренỹ организацийĕсен музейĕсен фестивальне пĕтĕмлетнĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие пĕтĕмпе 1500 конкурсант - шкул ачисемпе педагогсем - хутшăнма кăмăл тунă. Елчĕкри вăтам шкултан вара - тỹрех виçĕ команда. Рада Федорова вĕрентекен ертсе пыракан ушкăн хăйсен пултарулăхне "Ăрусен хутшăнăвĕ" конкурсра кăтартнă. Педагогсемпе наставниксене халалланăскер вăл. Конкурсантсем экспозици стенчĕ çине хăйсен пĕтĕм пурнăçне вĕренỹпе

Подробнее

Ырсамай тăрăхĕ тата илемленет, хăтлăланать

Чăваш Енре кăçалхипе пиллĕкмĕш çул пурнăçа кĕрекен федераци шайĕнчи "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ" наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - хула хутлăхне тирпей-илем кĕртесси. Çак тапхăрта Елчĕк муниципалитет округĕнче те ял территорийĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе чылай курăмлă ĕç пурнăçланă. OLYMPUS DIGITAL CAMERA Округ центрĕнчи "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнчи Акатуй уявне ирттерекен, Елчĕкре пулса

Подробнее

Хĕветĕр Уяр: «Çырнисен пуххи»

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Хĕветĕр Уярăн "Çырнисен пуххин" тăваттăмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Унта очерксем, асаилỹсем тата статьясем кĕнĕ. Пухса хатĕрлекенĕ - Валерий Алексеев, редакторĕ - Надежда Вечеркина, ỹнерçи - Светлана Бритвина. Пĕрремĕш том 2021 çулта тухнă, унта "Шурча таврашĕнче" историлле романăн пĕрремĕш кĕнеки - "Таната" - кĕнĕ. Иккĕмĕш томра (2022)

Подробнее

Аваллăхсăр малашлăх çук

Хальхи вăхăтра çĕнĕ технологи пуç пулса тăнă май çынсем те ун уттинчен юлас мар тенĕн, çĕнĕ шухăшлав, ăнтăлу вăй илет. Вăл çапла пулмалла та: паянхи пурнăç пуçарулăхпа çаврăнăçулăха хаклать, пултаруллисене çул уçать. Çĕннипе юнашар вара - авалхи, анчах нихăçан кивелменскер. Чуна çывăхскер. Тăванскер. Музей пирки сăмахăм. Тем тесен те, этем, общество

Подробнее