Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 148)

Кашни ĕç яваплă пулма ыйтать

Районти административлă комиссин анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Ларăва комисси председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Унăн ĕçне Елчĕк район прокурорĕ Александр Кудряшов хутшăнчĕ. Уçă ларура "Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен" Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшỹллĕн право йĕркине пăснин 2 тĕслĕхне (10.2 статья - карта-хỹмене, сак-тенкеле, контейнерсене, çỹп-çап

Подробнее

Хавхалантарма пĕлни паха

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Ялти спорт вăййисенче Канашри "Локомотив" стадионта 23-мĕш хут республикăри ялсенче пурăнакансен спорт вăййисем иртнĕ. Унăн кăтартăвĕпе "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов паллаштарчĕ. 500 яхăн атлет пĕтĕмпе

Подробнее

Асăрханни вырăнлă

Юлашки çулсенче халăх хушшинче халера е халер чирĕ пирки калаçнине илтмен. Анчах та çак амак лекмĕ тесе шантарса калаймăн. Вăл - ерекен чир. Çынсен организмне вибрионпа сиенленнĕ шыв урлă лекме пултарать. Çавăн пекех çумасăр çинĕ улма-çырла та, пахча çимĕç те чире пуçарса яракан çăлкуç пулса тăрас хăрушлăх пур. Тăвар лекнĕ

Подробнее

Икĕ салтак — икĕ шăпа

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çуралнă çамрăксен шăпи ытти ăрури çынсенчен йывăртарах, синкерлĕрех килсе тухнă. Ар çулне çитнĕ-çитмен вĕсен хаяр вăрçă çапăçăвĕсене кĕме тивнĕ. Чылайăшĕ унăн вутĕнче çунса кайнă. Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ, пĕр урамра пурăннă икĕ çамрăк шăпи те тĕрлĕрен килсе тухнă. Çын хыçне пытанман Алексей Иванович Иванов 1924 çулта çуралнă.

Подробнее

Лайăх кỹршĕ — çур пурнăç

"Кỹршĕ-аршă лайăххи - килти çемьепе пĕрех", - тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Çак каларăша асра тытса пурăннă евĕрех туйăнаççĕ мана Хăвăл-çырма ялĕнчи Матвеевсемпе Григорьевсем. Икĕ çемье туслăхĕ 1966-мĕш çултан пынине палăртаççĕ Зина аппапа Саня аппа. "Эпĕ Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕ пулнă,1940-мĕш çулхи мартăн 3-мĕшĕнче çуралнă. Манăн атте Иван Иванович Краснов вăрçăран таврăнайман. Аннен,

Подробнее

Пултăранран хăтăлаççĕ

Районта Сосновский пултăранне тасатаççĕ. Çак наркăмăшлă ỹсен-тăран Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче - 5,1, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче - 6,5, Елчĕк ял тăрăхĕнче 2,5 гектар çинче сарăлнă. Хальхи вăхăтра палăртнă ял тăрăхĕсенче тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн хыснаран уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса пултăран пусса илнĕ лаптăксенчен хăтăлас тĕллевпе кирлĕ ĕçсене йĕркелесе янă.

Подробнее

Республика кунне кĕтсе

Республика кунне халалласа 8 пысăк проект пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсенчен 3-шĕ Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕн хỹттипе иртĕ. Ку шута "Раççей юррисем" фестиваль-марафон, Раççейри 1-мĕш фольклориада, "Раççейĕн тĕрленĕ картти" акци кĕреççĕ. Культура программинче "Раççей çăлкуçĕсем" халăх пултарулăхĕн фестивалĕ, "Ăстасен Руçĕ" ал ĕç ăстисен тупăшăвĕ т.ыт.те. Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ тата "Эпĕ - хĕрарăм"

Подробнее

«Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль

Паян Шупашкарта пĕтĕм çĕршыври "Раççейĕн симĕс ылтăнĕ" фестиваль пуçланнă. Вăл çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче вĕçленет. Унта Чăваш Енри тата тулашри хăмла туса илекен хуçалăхсем, сăра пĕçерекен компанисен элчисем, туристсем, республика çыннисемпе унăн хăнисем хутшăнаççĕ. Кунта çĕршывра çитĕнтерекен хăмлана тата сăрана кăтартаççĕ, промышленность рецепчĕпе мар, сăрана хăйсен меслечĕпе хатĕрлекенсене те пулăшмалли программăсемпе паллаштараççĕ,

Подробнее

Хăрушă чир

Наркотик хатĕрĕсемпе тата психотроплă япаласемпе иртĕхни çынна çынлăхран кăларать, обществăна хавшатать. Мĕнлерех витĕм кỹрет-ха вăл? Наркотикпа минренĕ çын чи малтанах чун-чĕрепе ỹт-пỹ ыратăвне туйма пăрахать, сисĕмлĕхĕ чакать. Вĕчĕрхенỹ, сỹрĕклĕх аталанать, кăштахран савăнăç валли çине-çинех черетлĕ дозăсем кирлĕ. Мĕнле сиен кỹрет вăл? Малтанах тĕп нерв тытăмне, пуç мимине, ар органĕсене, пĕвере хавшатать.

Подробнее

Салтака каяççĕ каччăсем

Çурхи призыв кампанийĕ малаллах тăсăлать. Ку тапхăрта пирĕн районтан 30 ытла çамрăк çар ретне тăрĕ. Йĕкĕтсене Раççей çарне ярас ĕç майăн 24-мĕшĕнчех пуçланнă. Çак кунсенче Патреккел, Курнавăш ялĕсенче пурăнакансем Андрей Сергеева тата Андрей Мамуткина ĕлĕкхи йăла-йĕркесене пăхăнса çара ăсатса янă. Культура çурчĕн ĕçченĕсем вĕсене халалласа уяв йĕркеленĕ. Çамрăксем пĕрле пухăнса урам

Подробнее