Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 425)

Хĕрĕм, сывлăхна ан хавшат

Хулана кайсан тĕлĕнмелли тупăнатех вара. Хальхинче автовокзал айккинче хĕрсем пирус мăкăрлантарса тăнине чылайччен сăнаса тăтăм. Ара, ытла та çамрăк-çке, халь-халь кăна хулана килнĕ ял хĕрĕсем иккенни куç кĕрет. Чăтаймарăм: – Эсир аçу-аннÿ килне кайма тухнă пулĕ-ха? Ялта ÿснĕ хĕр упраç намăс-симĕсе пĕлекенччĕ. Халĕ пирус туртма пăрахтарас ыйтупа патшалăх шайĕнче калаçаççĕ. Эсир

Подробнее

Çурт-йĕр туса ыр ят илнĕ

Хăйсен пурнăçне çурт-йĕр е çул-йĕр тăвассипе çыхăнтарнă ентешсем сахал мар пирĕн тăрăхра. Чапа тухнисем, орден-медаль е тĕрлĕ хисеплĕ ят илнисем те пайтах вĕсем хушшинче. Пĕр çемьере çуралса ÿссе пĕр çулпа кайнисем тата вĕсен ĕçне пысăк хак панă тĕслĕхсем сайрарах-тăр. Шăмалакри Колесовсем акă çичĕ пĕртăван пулнă – виçĕ хĕрпе тăватă ывăл.

Подробнее

Хастарлăхĕ иксĕлми

Чăваш хĕрарăмĕн хастарлăхĕнчен тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ. Вăл кирек хăш отрасльте те чунне парса тăрăшать, кил-çурт ăшшине упрать, ачи-пăчине пурнăç çулĕ çине хатĕрлет, общество ĕçĕнче çунса-вĕресе тăрать. Тăрмăш хĕрĕ – Анисия Игнатьева-Чапуркина /псевдонимĕ Роза Анисси/ пирки те çакнах калама пулать. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне /1992/, аспирантура /2015/ пĕтернĕскер, Шупашкарти 12-мĕш

Подробнее

Турхансен ĕçне тăсаканĕ

Турхан ялĕ Елчĕк районĕн хĕвеланăç пайĕнче, Кĕçĕн Пăла юханшывĕн сулахай енче вырнаçнă. 40 ытла киллĕ тăрăхран сахал мар ăслăлăх ĕçченĕсем, ÿнерçĕсем, çар çыннисем тухнă. Пĕртăван Турхансен – çыравçăсен ячĕсем кăна мĕне тăраççĕ! Чи асли – Якку /1874-1938/ – сăвăсем çырма XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчех тытăннă. Чăваш поэзийĕнче пейзаж тата философи

Подробнее

Халăхпа тĕл пулатпăр

Кăçал район территорийĕнче 16 пушар пулнă. Инкексен вăхăтĕнче аманакансем тата вилекенсем пулман. Пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕнче пушар хурал ĕçченĕсем кашни ял тăрăхне çитсе шкулсенче, предприятисемпе организацисенче пулаççĕ, вырăнти халăхпа курнăçаççĕ. Тĕлпулусен вăхăтĕнче вĕсем профилактика калаçăвĕсем йĕркеленĕ май пушар хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштараççĕ, ăшăнакан объектсене кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленине тĕрĕслеççĕ. Хальхи вăхăтра

Подробнее

Хÿтĕлеве хатĕр!

Елчĕкри вăтам шкулта «Ĕçе тата оборонăна хатĕр!» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлас тĕллевпе тĕрĕслевсем иртнĕ. 8-мĕш класра вĕренекенсем районти ГТО нормисен тесчĕн Центр судйисем Алексей Тихоновпа Михаил Скворцов ертсе пынипе 30, 60, 100, 2000 метрсене чупнă тата ытти дисциплинăра вăй виçнĕ, нормативсене ăнăçлă тултарнă.

Подробнее

Пултаруллă вĕрентекенсем

Елчĕкри вăтам шкулти Алексей Данилов, Сергей Долгов, Венера Тябукова, Сергей Александров, Виктор Демьянов учительсем вĕрентекен ачасем çулсеренех Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин районти тапхăрĕнче пысăк пултарулăх кăтартаççĕ. Вăл çеç-и, регионти предметсен олимпиадисенче вĕсен вĕренекенĕсем шкул, район ятне çÿле çĕклеççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те Алексей Ардалионович, Сергей Витальевич, Венера Витальевна, Сергей Всеволодович,

Подробнее

Шăплăх хуçаланакан кĕтесре

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ ултă яла пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче 535 хуçалăх шутланать, 1549 çын пурăнать. Пĕчĕк ялсенче пурăнакансен пурнăçĕпе кăсăкланса чи малтанах Кĕçĕн Патреккеле /1931 çулччен Çĕнĕ Патреккел/ çитрĕмĕр. Район центрĕнчен 15 çухрăмра вырнаçнă вăл. Административлă центртан поселока çитнине сиссе те юлаймăн. Асфальтлă çул тикĕс те яка. Поселокра пĕр урам: Советсен ятне

Подробнее

Кубок – Елчĕксенче

Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра тăнă Чăваш Енри ветеранĕсен пиллĕкмĕш спартакиади Шупашкар районĕнче иртрĕ. Унта 17 команда хутшăнчĕ. Ултă тĕрлĕ ăмăртура вăй виçрĕç Елчĕк районĕнчи ГСВГ организацийĕн ĕнерхи салтакĕсемпе офицерĕсем. Чи малтанах 60 çул тултарман ветерансем хушшинче В.Соколов 100 метра чупрĕ, начар мар кăтартупа савăнтарчĕ. 60 çултан аслăрах Н.Павловпа А.Анисимов 60

Подробнее

Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ

Кĕçĕн Таяпари Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 800 гектара яхăн. Вĕсене вăхăтра тата пахалăхпа пухса кĕртес ĕçе 3 комбайн хутшăннă. «Уй-хир карапĕсене» Головинсем тухăçлă ĕçлеттернĕ. Вырма вăхăтĕнче Борис Петровичăн Надя мăшăрĕ, Вадимпа Иван ывăлĕсем, Настя хĕрĕ, çавăн пекех пиччĕшĕн – Геннадий Петровичăн çемйи те юнашар

Подробнее