Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 426)

Кредита тÿлесе татрăмăр…

Банк умĕнчи ипотека парăмне татрăмăр. Халĕ хваттер салукра пулманнине çирĕплетекен харпăрлăх регистрацийĕн çĕнĕ свидетельствине мĕнле илмелле-ши? А.ИВАНОВ. Елчĕк. Раççей Федерацийĕн патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх – Куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрне тивĕçлĕ улшăнусем кĕртнĕ хыççăн тин объект ирĕклĕ шутланать. Çавна май салукçăн /банк, сутуçă/ заявлени çырмалла. Ипотека кредичĕпе

Подробнее

Черккерен пуçланать те…

Мĕнле майпа, ăçтан пуçланса каять-ха çемьене аркатакан, сывлăха пĕтерекен алкоголизм чирĕ? Çакăн çинчен тата ытти ыйтусем пирки калаçрăмăр Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицини центрĕн врачĕпе Елена Егоровăпа. – Елена Михайловна, эрех сыпма кăмăллакан çинчен: «Мĕншĕн-ха вăл ĕçме чарăнаймасть, хăйне алла илме пултараймасть?», – тесе калаççĕ. Чăнах та, ăслă-тăнлă çын

Подробнее

Ĕç стажĕ – 34 çул

Районти тĕп больницăри клиникăпа диагностика лабораторийĕнче 5 фельдшер-лаборант, 2 тирпейлÿçĕ тăрăшаççĕ. Кунне вĕсем 2 пине яхăн тĕрлĕ енлĕ анализ тĕрĕслеççĕ. Калăпăр, иртнĕ тунтикун кăна 111 çыннăн юнне пĕтĕмĕшле тĕрĕсленĕ, ытти тĕрлĕ тĕпчевсем вуншар. Кунта 1989 çултанпа фельдшер-лаборант пулса вăй хурать Юлия Измина. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекенскер коллективра асли шутланать. Юлия Семеновна

Подробнее

«Хула чĕри» экскурси

Шупашкарта сентябрĕн 12, 19, 26-мĕшĕсенче «Хула чĕри» экскурси йĕркелеççĕ. Тĕп хулара пурăнакансене тата хăнасене Шупашкарти истори пĕлтерĕшлĕ паллă вырăнсемпе паллаштарĕç. Экскурси Хĕрлĕ тÿремри К.Иванов палăкĕ патĕнчен пуçланать. Унта çул тахçан алли-урине сăнчăрланă Емельян Пугачев утнă урамалла выртать. Кунта каярахпа А.Пушкин та килсе кайнă. Экскурси вăхăтĕнче кăтартма палăртнă паллă объектсен шутне çавăн пекех

Подробнее

Ăнăçуллă эстафета

Шăматкун Шупашкарти «Олимпийский» стадионта Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, летчик-космонавта, авиацин генерал-майорне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе 81-мĕш эстафета иртнĕ. Кăçал старта 1117 спортсмен тухнă. Медальсемпе кубоксемшĕн 12 ушкăнри 186 команда тупăшнă. Пултаруллисен хушшинче Елчĕксем те пурри уйрăмах савăнтарать. «Тĕп шкулсем» ушкăнра Аслă Таяпасем /тренерĕ

Подробнее

Çирĕммĕш ĕмĕр паллисем

Çак тапхăр тĕнчере «атом ĕмĕрĕ» ятпа кĕрсе юлчĕ. Советсен çĕршывĕнче те ку вăхăт хăйĕн пулăмĕсемпе палăрчĕ. Хăшне-пĕрне пĕрле аса илер-ха, вулаканăм. Кĕтеслĕ стакан. Çак стаканăн пĕрремĕш партине 1943 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче туса кăларнă. Унăн 16 кĕтес, 16 республикăна пĕлтерет /каярах пăрахăçланă Карелпа Финн республикипе пĕрле/. Çÿлти çаврашки – пурне те пĕрлештерекен

Подробнее

Ырă ятлă бухгалтерсем

Лидия Щипцовăпа Надежда Мешкова муниципалитетăн «Елчĕк районĕнчи финанспа ресурссен тивĕçтерĕвĕн центрĕ» хысна учрежденийĕнче бухгалтерта тăрăшаççĕ. Лидия Николаевна çак ĕçре пĕр улшăнмасăр 37 çул ытла вăй хурать. – Шут ĕçне кăмăлланăранах суйларăм çак профессие, паянхи кун та ĕçе чунтан юратса пурнăçлатăп, – тет пархатарлă ĕçшĕн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствисен Хисеп

Подробнее

Турхан каччин çитĕнĕвĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн магистранчĕ Николай Филиппов пултарулăх пĕрлешĕвĕсен «Таврида-АРТ» фестивалĕнче 2 млн та 400 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Таврида – искусствăпа культурăна темиçе çул-йĕрпе аталантарма хистекен проект. Унта çĕршыври пултаруллă çамрăксем хутшăнаççĕ. Николай Чăваш патшалăх университечĕн КВН вăййисен капитанĕ. Вăл «ТВ-академия» вĕренÿ проекчĕ çырнă. Унăн шухăшĕпе телевидени мэтрĕсемпе паллă

Подробнее

Пуçлăхсен паха тĕслĕхĕ

Аслă Елчĕкри стадионта çăмăл атлетикăн чи пысăк хавхалану кÿрекен тĕсĕ – эстафета енĕпе ăмăрту иртрĕ. Ăшă, янкăр уçă кун та спортсменсене вăй пачĕ пулинех, кашниех хăйĕн командине мала кăларассишĕн тăрăшрĕ. Атлетсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый саламларĕ, ăнăçу, сывă пурнăç йĕркине яланах çирĕп

Подробнее

«Кĕр парнисем» уйăхлăх

Паянтан республикăра ял хуçалăх продукцийĕсен «Кĕр парнисем» ярмăркки ĕçлеме пуçăнать. Çак вăхăтра ятарлă лапамсенче ял хуçалăх таварне туса илекенсене суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Хула çыннисен фермерсемпе хушма хуçалăх тытакансем туса илнĕ пахча çимĕçе, сĕт-турăха, йывăç-тĕм хунавĕсене тата ыттине те йÿнĕрех хакпа туянма май пур. «Кĕр парнисем» ярмăрккă октябрĕн 6-мĕшĕччен ĕçлĕ. Район çыннисемпе

Подробнее