Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 427)

Вĕренни хамăршăнах

Чăваш Енре пенси ÿсĕмĕ умĕнхи граждансем «Предпринимательство» тата çăкăр пĕçересси компетенципе вĕренме пуçланă. «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн Шупашкарти экономика-технологи колледжĕ вĕсене тÿлевсĕр вĕрентет. Предприниматель ĕçне алла илес текенсем пĕр уйăх çурă хушшинче бизнес вăрттăнлăхĕсене алла илĕç. Çăкăр пĕçерекенсем виçĕ уйăхлăх программа вĕçленсен 2-мĕш разрядлă пекарьсем пулса тăрĕç. Хальхи

Подробнее

Семинар иртнĕ

Шупашкарта хаçат-журнал ĕçченĕсен «МИХсем – террора хирĕç» семинар иртнĕ. Пĕлтерĕшлĕ вĕренĕве ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов ертсе пынă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн, Прокуратура, Шалти ĕçсен министерствин, Роскомнадзор управленийĕн тата ытти тытăм представителĕсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене хаçатсенче çутатнă май саккуна пăхăнасси, Интернет уçлăхĕнчи уйрăмлăхсене тата кăткăс лару-тăрусенче

Подробнее

«Терроризм – этем тăшманĕ»

ятпа районти тĕп библиотекăра асăну урокĕ иртнĕ. Унта Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем хутшăннă. Терроризм пирки сăмах пынă чух чи малтанах Çурçĕр Осети – Алани Республикинчи Беслан хулинче 2014 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче пулнă инкек куç умне тухса тăрать. Пĕлÿ кунне паллă тунă кун 1-мĕш шкула боевиксем пырса кĕрсе пĕр айăпсăр вĕрентекенсене, вĕренекенсемпе вĕсен

Подробнее

Шухăшлама, ĕçлеме хăнăхтăр

Сентябрь уйăхĕ кашни çыншăн чĕрĕ чечек йăтса хавассăн шкула утакан ачан ăшă кăмăллă куллипе палăрса тăрать. Пуçласа шкула ура ярса пусни ачашăн та, унăн ашшĕ-амăшĕшĕн те калама çук пысăк савăнăç. Анчах та тивĕçсемпе ĕçсем хутшăнни, килти ирĕклĕ пурнăçа сехечĕ-сехечĕпе парта хушшинче ларассипе улăштарни ачана малтанлăха ывăнтарать. Кунта вăл учительпе тĕл пулать,

Подробнее

Афиша тата плакат ÿкермелле

Хальхи вăхăтра студентсемпе шкул ачисен театр коллективĕсен «Театраллă Атăлçи» округри фестивалĕн афишине тата плакатне ăсталас енĕпе иртекен конкурса ĕçсем йышăнасси малалла пырать. Аса илтеретпĕр, Раççейри Театр çулталăкĕнче Атăлçи федераци округĕнче Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пуçарăвĕпе общество проекчĕ – «Театраллă Атăлçи» округри фестиваль проект пурнăçа кĕрет. Фестивале çамрăксене театра явăçтарас, культурăри

Подробнее

Ĕçпе хитре хĕрарăм

Чĕререн тухакан ăшпиллĕ калаçу хаклă эмелрен те сиплĕрех. Пирĕн хушăмăрта ырă та çепĕç сывлăх сиплевçин пархатарлă профессине суйласа илнĕ çынсем пайтах. Çакăн пек çынсенчен пĕри вăл Елчĕкри тĕп больницăра медицина сестринче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă, Елчĕк ялĕнче пурăнакан Антонина Петрова. Çичĕ теçетке çула хыçа хăварса кашни ырă саманта хаклама пĕлекен Антонина

Подробнее

Ачасем тата Интернет

Коммерци шутне кĕмен организацисене грантсем парса пулăшакан патшалăх тытăмĕ 2006 çултанпа ĕçлет. Грантпа çыхăннă конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 2018 çулта çамрăксемпе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртме 20,5 миллион тенкĕ уйăрнă. 2019 çулта çамрăксен проекчĕсен пĕр пайне /20 проект/ пурнăçлама 13 миллион тенкĕ уйăрĕç. «Çамрăксене социаллă ĕç-хĕле хăнăхтаракан «Перекресток» центр обществăлла организаци пурĕ 15

Подробнее

Эрех-сăра ĕçнĕ

Райадминистраци çумĕнчи ачасене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче çĕрлехи вăхăтра çÿренĕ, çав вăхăтрах эрех-сăра тутаннă çул çитмен çамрăксен, ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕн ĕçĕсене пăхса тухрĕç. Çĕрлехи вăхăтра çÿренĕшĕн, эрех-сăра тутаннăшăн айăпланакан 8-11-мĕш классенче пĕлÿ пухакан хĕр ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ лару иртекен пÿлĕме кĕрсе тăрсан комисси членĕсем,

Подробнее

Пуян тĕнче курăмлă

Борис Борлен пĕр тĕл пулура çапла каланăччĕ: «Пултарулăх пĕр енлĕ пулмасть». Çакă Кушкă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Владимир Галошева тÿрремĕнех пырса тивет. Унра – чăваш тĕнчин вун-вун вăрттăнлăхĕ. – Володя, пултарулăх çулĕ çине епле тăнă-ха эсĕ? – Эпĕ мĕн пĕчĕкренех искусство енне туртăннă. Юмах, приключениллĕ тата фантастикăлла хайлавсем вулама юратнă май, вĕсене

Подробнее

Тĕрлĕ енлĕ талант

Çут тĕнче канлĕ ыйхăран вăраннă вăхăт... Тĕлĕнмелле хитре çак тапхăр. Илемлĕ кăна-и; Вăл тыткăна илекен хăйĕн темĕнле асамлăхĕпе мĕн пур чĕрĕ чуна антăхтарать тейĕн... Шăпах çак илемлĕ тапхăрта, ака уйăхĕнче, Тăрмăш ялĕнчи Федор Федотовичпа Антонина Васильевна Деникаевсен кил-йышĕнче пиллĕкмăш пепке – Вера – çуралнă. Халĕ вăл – Вера Никонорова, Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш

Подробнее