Понедельник, 23 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 43)

Халăх малашлăхшăн сасăларĕ

Обществăпа политика пулăмĕ хыçа юлчĕ - мартăн 15-17-мĕшĕсенче çĕршывра Раççей Президенчĕн суйлавĕ иртрĕ. Çĕршывĕпе пĕтĕмпе 94 пин, Чăваш Енре 1033 суйлав участокĕ алăкĕсене уçнă. Кăçал халăх яланхи пек суйлав участокĕсене çитсе сасăланипе пĕрлех маларах заявлени парса килтен тухмасăрах сасăлама пултарчĕ. Çак йĕркепе Раççейри 29 регионта, çав шутра Чăваш Республикинче пурăнакансем

Подробнее

Герой мăнукĕ — тĕп спонсор

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева асăнса кире пуканĕ йăтакансен округри ăмăртăвĕ иртнĕ. Çирĕм ытла ỹсĕмри тата категорири 129 атлет 6, 8, 12, 16, 24 килограмлă кире пуканĕсене йăтса вăй виçнĕ. Çĕнтерỹçĕсене, çĕнĕ ятсене, палăртсах хăварар. Вĕсем: Даниил Купташкинпа Алиса Пупина (Çĕнĕ Пăва шкулĕ), Савелий Сайкинпа Дарья Теллина, Анжела Уткинăпа

Подробнее

«Хама тĕрĕслеме пултартăм»

Округри предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен пысăк йышĕ ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Шкул ачисем вара - 100 процента яхăн. Паян эпир вĕсенчен пĕринпе, хальтерех вĕсен ретне тăнă А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн "Йывăр атлетика" секцийĕнче ăсталăха туптакан Ангелина Айметовăпа тĕл пултăмăр. Вăл хаваспах ГТО пирки хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерме килĕшрĕ. - Ангелина, эсĕ ахаль

Подробнее

Ачасем — пурнăç калчи

2023 çул, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ иртсе кайрĕ. Мирлĕ тỹпе, атте-анне ăшши ачасен мĕн пур ĕмĕчĕ-шухăшĕсене пурнăçа кĕртме пулăшчăр! Шăпах ачасемпе ĕçлес ĕçе парăннă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекен Любовь Маркова. Любовь Николаевна - чăннипех те хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын. Вĕренỹпе воспитани ĕçне паянхи пурнăç ыйтнă пек çỹллĕ шайра

Подробнее

«Таравата» тарават

Елчĕкри культура керменĕ çумĕнчи ачасен "Тарават" фольклор ушкăнĕ Мускаври ВДНХна çитсе килнĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче çỹлерех асăннă тытăмра ĕçлекен Кирилл Петров пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ коллектив округран тухса та курман. Кунта, акă, Мускав! Чăваш халăх юрри-ташшине юратакансене ВДНХри "Пирĕн культура" павильона йыхравланă - Пĕтĕм Раççейри ачасен Фольклориадинче пирĕн пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле вырăс тата

Подробнее

Хула ачи ялта çурт туяннă, ĕне сăвать

Куллен çапла: çĕнĕ кунăн тăваттăмĕш сехетĕнче карас телефон çинчи будильник шăнкăртатсанах Кирилл ура çине сиксе тăрать. Пĕр тесен, палăртнă вăхăтра вăранма ăна тинех шăнкăрав та кирлĕ мар, çапах, йăлана кĕнĕ хăнăхăва пăрахăçламасть. - Пĕлсе пĕтер, çĕрлехи концерт хыççăн тутлă ыйхă хăйĕн ытамĕнчен ярасшăн пулмĕ те. Çывăрса юлма юрамасть манăн. Кашни минут

Подробнее

«Иртыш» батарейи — чи лайăххисенчен пĕри

Нарăс уйăхĕн варринче Раççей çарĕсем Донбасри Авдеевка хулине илнине ятарлă çар операцийĕн зонинчи пысăк çитĕнỹ тесе хаклаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ операцие ăнăçлă пурнăçланă ятпа çар çыннисене Владимир Путин Президент та тав туса саламларĕ. Палăртма кăмăллă: çак çĕнтерĕве туптанă паттăрсен хушшинче пирĕн ентешсем те пур. Вĕсенчен пĕри - Аслă Елчĕк ялĕн каччи

Подробнее

Олег Николаев: «Кирек мĕнле ĕçре пуçарулăх кирлĕ»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мартăн 12-мĕшĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Унта федераци, республика, округ шайĕсенчен пĕтĕмпе 80 журналист хутшăннă, çав шутра Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенчен те. Танлаштарма: пĕлтĕр пĕтĕмпе 50 журналист пулнă. Малтанхи ыйтусенчен пĕри Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене килсе кайнипе çыхăннă. Ун пирки ТАСС журналисчĕ ыйтрĕ.

Подробнее

Çĕршыв малашлăхĕ суйлавçăсен аллинче

Паянтан Раççей Президенчĕн суйлавĕ пуçланчĕ - вăл 3 куна тăсăлать, мартăн 17-мĕшĕнче каçхине 8 сехетре вĕçленет. Вулакансене суйлав уйрăмлăхĕсем пирки Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ Владимир Николаев каласа парать. - Раççей Президенчĕн суйлавне миçе тĕрлĕ мелпе хутшăнма пулать? - Чăваш Енре сасăлава тĕрлĕ енлĕ хутшăнма май пур: суйлав участокĕсенче; сасăлав пỹлĕмĕн тулашĕнче

Подробнее

Депутатсем музейпе паллашнă

Аслă Елчĕк шкулĕнче икĕ музей ĕçлет. Вĕсенчен пĕри çак ялта çуралса ỹснĕ паллă ăсчаха - Геннадий Волков этнопедагога халалланăскер. Ăсчахăмăр çулĕпе, пилĕпе музей "Гени çулĕпе" ятлă. Ăна Геннадий Никандрович çуралнăранпа 95 çул çитнĕ тĕле 2022 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче округ администрацийĕн пуçарăвĕпе уçнă. Кунта Геннадий Волковăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, сăн ỹкерчĕксемпе, унăн наградисемпе,

Подробнее