Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 459)

«Хунав» фестивалĕн призерĕсем

Ача садне çÿрекенсен хушшинчи «Хунав» фестивале чăваш халăхĕн сăмахлăхĕн пуянлăхне, культурине аталантарас енĕпе йĕркелеççĕ. Республика шайĕнче иртнĕ çак фестивале районти тапхăрта çĕнтернĕ ачасем хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Елчĕкри «Чебурашка» ача сачĕн воспитанникĕсем те пулнă. Мария Яковлева, Даша Цыганова, Вадим Баранов, Прохор Муравьев, Карина Клементьева, Яна Егорова /ертÿçисем О.Архипова, О.Петрова, Ф.Петрова/ тĕрлĕ номинацире

Подробнее

Тăлăх ачасен çемйисенче

Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун умĕн Елчĕк район прокурорĕ С.Фирсов район администрацийĕн опекăпа попечительство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕпе И.Алексеевăпа пĕрле тăлăх ачасем çитĕнекен икĕ çемьене çитсе курнă. Район прокурорĕ çул çитмен ачасен пурнăç условийĕпе паллашнă, опекунсемпе курса калаçнипе пĕрлех вĕсен тивĕçĕсемпе прависем, социаллă пулăшу илмелли çăмăллăхсем çинчен ăнлантарса панă.

Подробнее

Ешерет калча. Çĕр ĕçченĕн чунĕ савăнать

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсене мĕнле пахалăхпа пурнăçланине – калчасем епле шăтса тухнине малтан уй-хирсене комиссипе тухса тĕрĕсленĕ. Иртнĕ кунсенчи канашлура вара ĕçе пĕтĕмĕшле хак пачĕç. Çĕнтерÿçĕсене çитес шăматкун, июнĕн 8-мĕшĕнче районти Акатуйра чыслама палăртрĕç. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин палăртса каланă пекех,

Подробнее

«Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр!»

юхăма аталантарас ĕç Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Çак 2014 çулта вăй илнĕ юхăма паян шкул ачисемпе студентсем, коллективсем хастар хутшăнса ГТО нормисене вăхăтлă пурнăçлаççĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусене тишкерес пулсан, ку енĕпе Елчĕк районĕ Чăваш Республикинче пĕрремĕш вырăнта тăнине палăртма кăмăллă. ГТО нормисене пурнăçлас ĕçе шкул ачисем те активлă

Подробнее

Инкекрен упрар

Ачасем – пирĕн пуласлăх, пирĕн телей, Турă панă парне. Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕс-тĕкел çуратса тивĕçлĕ пăхса ÿстерме ĕмĕтленет. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсем çине питĕ пысăк яваплăх илеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ачасем тулаш сăлтавсене пула çамрăклах вилессипе çыхăннă кăтартусем пысăкки пирки пăшăрханса каларĕ, профилактика субъекчĕсен

Подробнее

Пирус сиенлĕ

Пирус-сигарет туртни çыншăн питех те сиенлĕ. Унăн тĕтĕмĕнче организмшăн сиенлĕ 4000 ытла тĕрлĕ хими япалисем пур. Вĕсем организмшăн питĕ сиенлĕ. Чи хăрушшисем – никотин, табак тикĕчĕ, углерод окиçĕ тата ыт. те. Табак тĕтĕмĕнчи радиоактивлă хутăшсемпе йывăр металсем çын организмне вăйлах наркăмăшлаççĕ. Çак веществосем пирус туртакансен ÿпкинче, чĕринче, пÿринче, пĕверĕнче, пуç миминче

Подробнее

Хĕç-пăшалшăн – тÿлев

Преступленисенчен сыхланас тĕлĕшпе профилактика ĕçне пурнăçланă май Росгвардин республикăри управленийĕ Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле граждансенчен регистрацилемен хĕç-пăшала, çар припасĕсене, сирпĕтекен хатĕрсене йышăнас тĕллевлĕ меропрятисем йĕркелет. 2019 çулта халăхран регистрациленмен хĕç-пăшал йышăнас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен бюджечĕсенче пурĕ 450 пин тенкĕ ытла /Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче – 20 пин тенкĕ/ пăхса

Подробнее

Экспорт ÿсет

Чăваш Ен тыр-пулне чикĕ леш енче хапăл пулни – çĕнĕ хыпар мар. Çапах та тепĕр хут калаçу пуçарма сăлтав пур. Ку таранччен пирĕн тăрăхран ăсаннă ку йышши тавар выльăх апачĕлĕх пулнă темелле. Халĕ вара çимелли тулă Ирана кайнине палăртаççĕ Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем. Чĕр тавара ют

Подробнее

Хăрушлăхĕ пысăк

Çемье ача сассипе телейлĕ те илемлĕ. Пĕрремĕш ача çут тĕнчене килессе уйрăмах савăнса кĕтетпĕр. Иккĕмĕш е ун хыççăнхисем юлсан вара чылай хĕрарăм ача пăрахма шут тытать. Мĕнпе айăплă пулчĕ-ши çак çут тĕнчене килме хатĕрленнĕ чун? Сăлтавĕ тĕрлĕрен: маларах çуралнă ача çамрăк, укçа-тенкĕ çитмест, çемьере ачасем çителĕклĕ, канлĕ пурăнас килет... Чылай чухне

Подробнее

Шăл пастине тĕрĕс суйлар

Шăл пастин тюбикне 1892 çулта Америка ăсчахĕ Вашингтон Шеффилд стоматолог хирург шухăшласа тупнă. Статистика палăртнă тăрăх, этем пĕр çулталăк хушшинче вăтамран 75 миллиграмлă 10 шăл пасти пĕтерет. Шăл тухтăрĕ пулнă май вулакансене хăмăрăн сывлăхшăн тăрăшма ыйтас килет. Хистесе реклама паракан шăл пастине туянма ан васкăр, ку енĕпе чи малтан шăл тухтăрĕпе канашлăр. Шăл

Подробнее