Понедельник, 23 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 46)

Усăллă форум

Шкул пĕтерсен ăçта вĕренме е ĕçлеме каймалла? Ỹссен кам пулмалла? Хамăн пурнăçа тăван енпе е хулапа çыхăнтармалла? Аслă классенче вĕренекенсене хумхантаракан çак тата ытти ыйтусем тавра сăмах пычĕ ял шкулĕсен форумĕнче. Вăл Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкул никĕсĕ çинче иртрĕ. Унта округри шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем тата аслă классенче пĕлỹ

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Разрядçăсем те пур Шупашкарта республикăри йĕлтĕрçĕсен икĕ кунлăх чемпионачĕ иртнĕ. Унта Василий Митрофанов (Елчĕк) 15 километрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçленĕ. Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем - Софья Афанасьевăпа Валерия Яковлева 3 километра чупассипе 5 тата 13-мĕш вырăнсене йышăннă. Кĕçĕн Таяпари Вадим Головинпа Сергей Павлов I-мĕш разряд нормативне тултарни те хăйне кура çитĕнỹ. Кĕçĕн Таяпасен

Подробнее

Стратегиллĕ тĕллевсене палăртнă

Ĕнер, нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе кăнтăрла 12 сехетрен пуçласа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăй кашни çул Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне яракан Çырăвĕпе паллаштарнă. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсемпе Правительство членĕсем, кĕпĕрнаттăрсен корпусĕпе общество пĕрлешĕвĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, мĕнпур Раççей халăхĕ хутшăннă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ

Подробнее

Президент Чăваш Енпе кăмăллă юлнă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Енре ĕçлĕ çул çỹревре пулнине массăллă информаци хатĕрĕсем туллин паллаштарчĕç. Çĕршыв ертỹçин çỹрев программинчи пĕрремĕш чарăну - Çĕрпỹ округĕнчи Рынкă ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ. Сиплев учрежденине "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пĕлтĕр хута янă. Кивĕ ФАПа кăмака хутса ăшăтнă, вĕри шыв, канализаци пулман. Паян кунта

Подробнее

Тĕп тĕллев — пахалăхлă пулăшу парасси

Владимир Путин, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ паракан учрежденисенчен пуçласа чаплă клиникăсемпе институтсем таранах халăхшăн ĕçлемелле. Çитменнине, пĕр чăрмавсăр. Ĕçе пулăшу панин шучĕпе мар, пахалăхĕпе хакламалла. Пĕтĕм сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче çын сывлăхĕ пĕрремĕш вырăнта пулма кирлĕ. 2019 çултанпа, наци проекчĕсем "ĕçлеме" пуçланăранпа, республикăра питĕ нумай сиплев учрежденийĕ хута янă. Чăваш

Подробнее

Тупăша кура — ĕç укçи

Нарăс уйăхĕ хĕрỹ пулчĕ: ял хуçалăх предприятийĕсенче çулталăкри тĕп пухусем иртрĕç. Хуçалăхсен малашлăх аталанăвĕнче производствăпа экономика кăтартăвĕсем тĕп вырăн йышăннине шута илсе вĕсем 2023 çулта мĕнле ĕçленине тишкеретпĕр. Отчетлă тапхăра округри 14 ял хуçалăх предприятийĕ те тупăшпа вĕçленĕ. Апла пулин те чи пысăк таса тупăш 2289 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан

Подробнее

«Çĕр улми — 2024» курав уçăлчĕ

"Çĕр улми - 2024", шучĕпе 16-мĕш курав ĕнер, нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче, уçăлнă. Вăл икĕ кун ĕçлет, ку хутĕнче - МТВ-центрта. Унта çĕршывăн икĕ теçетке ытла регионĕнчен 83 компани хутшăннă. Курав питех те пуян: çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсем, çак культурăна çитĕнтермелли технологисем, хăватлă йышши техника. Унта çĕр улмирен хатĕрленĕ 100 ытла блюдăна

Подробнее

Питомникре те канма майсем лайăх

Владимир Путин,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Юлашки çулсенче çынсем Раççейре канма кăмăллаççĕ. Шалти туризмпа кăсăкланакан нумаййине куратпăр. Çакă туризм индустрине те, çав вăхăтрах регионсенчи туризма çывăх отрасльсене аталанма та лайăх майсем туса парать. Хальхи вăхăтра шалти туризма аталанма ресурс çителĕклĕ: транспорт инфратытăмĕ те, курортсемпе хăна çурчĕсем те, ресторансемпе кафесем те вăй илсе

Подробнее

Суйлава хутшăнма хатĕр

Мартăн 15, 16, 17-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли кун. Политикăлла паллă кампание хатĕрленессипе ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех. Суйлав участокĕсем вырнаçнă объектсенче пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшĕнчен йĕркеллех. Кашни 32 участокра видеокамерăсем вырнаçтарнă. Вĕсенче суйлавпа çыхăннă тулли информаципе те паллашма пулать. Суйлавччен икĕ эрне кăна юлчĕ. ИнформУИК обходчикĕсем ялсенчи кашни кил-хуçалăха çитсе суйлавçăсемпе тĕл пулнă май,

Подробнее

Патриотла туйăм ан сỹнтĕр

Январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 29-мĕшĕччен республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та оборонăллă-массăллă тата спорт уйăхлăхĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ патриотла акцире округра пĕтĕмпе 112 мероприяти ирттернĕ, вĕсене 4 пин ытла çын хутшăннă. Тĕрлĕ хирĕç тăрура паттăрла пуçĕсене хунă ентешсене асăнса спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленисĕр пуçне, Ленинград блокадине, Сталинград çапăçăвне, афган вăрçине халалланă паттăрлăх

Подробнее