Понедельник, 23 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 47)

Шỹт мар

Халăх хушшинче ыттисене пăтратас тĕллеве мала хуракан, ултавлă майпа "шỹтлекен" çынсем те тĕл пулаççĕ. Пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен ултавлă шăнкăравсем пулаççĕ çакăн евĕр граждансенчен. Ку ултав шỹт мар, вăл пысăк пăшăрханупа, тăкакпа тата пăлханупа çыхăннă. Çавăнпа та ку енĕпе тивекен айăплав çирĕп - РФ Уголовлă кодексăн 207 статйипе

Подробнее

Тĕслĕхлĕ çемье

Хăвăлçырма ялĕнче ĕçчен те пултаруллă çынсем чылаййăн. Аслă урамра пурăнакансем патĕнче, ИнформУИК обходчикĕ пулнă май, пулма тỹр килчĕ. Ял вĕçĕнчи Казаковсем - Феоктиста аппапа Аркадий тете иккĕшех пурăнаççĕ. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Икĕ хĕрĕпе виçĕ ывăлĕн халĕ хăйсен çемйисем. Асли - Валерий - çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ. Пĕр хĕрĕ,

Подробнее

Ветерана чысланă

Кавал ялĕнче пурăнакан Иван Николаев çак кунсенче 91 çул тултарнă. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне тăван хуçалăхра трактористра, комбайнерта ĕçлесе ирттернĕ ветерана çывăх тăванĕсем, кỹрши-арши саламланă. Ăна Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен округри пĕрлĕхĕ те тимлĕхсĕр хăварман. Унăн ертỹçин çумĕ Анатолий Анисимов тата членĕ Анатолий Соловьев Иван Степановича Тав хучĕпе тата

Подробнее

Нушине самаях курнă

Çын çапла вĕт вăл: кампа та пулин калаçса, иртнине аса илсе чунне пусарма тăрăшать. Лавккара ĕçленĕ май кун каçа чылай çынпа калаçма тивет. Пĕрисем тавар туянаççĕ те хăвăрт тухса каяççĕ. Теприсем вара хăйне кирлине туяннипе пĕрлех чунне уçма та тăрăшаççĕ. Саня аппан çулĕсем шултăра. Лавккана кĕрсен нихăçан та сăмах хушмасăр

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Асăну турнирĕсенче ЕЛЧĔК. "Улăп" ФОКра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Григорьев воин-интернационалиста асăнса шкул ачисен баскетбол (3х3) турнирĕ иртнĕ. Турнир спонсорĕ, Елчĕкри "Ритуал" предприяти директорĕ Леонид Григорьев кашни çулхи пекех пĕтĕм командăсене призсемпе тивĕçтернĕ. Чи вăйлисене (Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Курнавăш шкулĕсем) вара уйрăммăн та чысланă. х х х ЯМАНЧỸРЕЛ. Кунта та орденоносец, Çурçĕр Кавказра

Подробнее

Çитĕнỹсем лăпланма сăлтав мар

Çĕнĕ çула кĕнĕ май иртнĕ çула пĕтĕмлетесси йăлара. Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕ мĕнле вĕçленĕ-ха ăна? Пирĕн клуба 2016 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "Ялти культурăпа кану учрежденийĕсен тытăмне аталантармалли мерăсем çинчен" калакан указĕпе килĕшỹллĕн туса лартнă. 225 тăваткал метр йышăнакан çурт - 120 çын вырнаçмалăх. Унта пĕтĕм услови пур. Хальхи

Подробнее

Укол йĕрĕсем нумай

Наркомани паян тĕнчешĕн пысăк хăрушлăх пулса тăчĕ. Наркомансен йышĕнче 18-30 çулти çамрăксем ытларах пулни паллă. Ача наркотикпе "туслашнине" малтанхи тапхăртах мĕнле пĕлмелле? Унашкал çынна пирваях сыввинчен уйăрса та илейместĕн. Çапах та ывăл-хĕрĕн кашни хусканăвне туякан ашшĕ-амăшĕ ачи улшăннине тỹрех сисет. Наркотик тутанакан ачана малтанхи интерессем илĕртмеççĕ, унăн вĕренỹ шайĕ чакать. Кăмăлĕ хăвăрт

Подробнее

Суйлав участокне — Герой ятне

Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн 2023 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнчи 52Ỹ314-7 номерлĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн республикăри хăш-пĕр суйлав участокĕсене паллă çынсен ячĕсене пама йышăннă. Ĕнер çакăнпа çыхăннă паллă пулăм Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культура центрĕнче иртрĕ. Кунта вырнаçнă 2402 номерлĕ суйлав участокне çак ялта çуралса ỹснĕ Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Алексеевич Петров ятне пачĕç. Николай Петров

Подробнее

Пĕтĕм условисем пур

Владимир ПУТИН,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Çынсене хăйсем пурăнакан вырăнта паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. Çак тĕллевпе регионсенче модернизацин комплекслă программисем пурнăçланаççĕ, онкологи, ытти йывăр чирсемпе нушаланакансене сиплесси вăйланать. 2019-2023 çулсенче, наци проекчĕсем вăйра тăнă тапхăрта, пирĕн округри сывлăх сыхлавĕнче те палăрăмлă улшăнусем пулса иртрĕç. Асăннă тапхăрта медицинăн пуçламăш сыпăкне çĕнетмелли программи пулăшнипе аякри ялсенче

Подробнее

Салтаксем патне — черетлĕ пулăшу

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу питĕ кирлĕ. Çакна тĕпе хурса тапхăр-тапхăр гуманитари пулăшăвĕ çитерсех тăрать округ халăхĕ ентешсем патне. Кашни ялти халăх, округ территорийĕнче ĕçлекен организацисемпе предприятисем, предпринимательсем хутшăнаççĕ ырă ĕçе. Халăх пĕр тĕвве пĕрлешнĕрен февралĕн 18-мĕшĕнче черетлĕ пулăшу ăсатма пултарчĕ Елчĕк округĕ салтаксем патне: тиевлĕ виçĕ пысăк тата

Подробнее