Вторник, 24 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 52)

Ырă улшăнусем татах пулĕç

Владимир ПУТИН,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Çыннăн ăнăçлă малашлăхĕ вĕренỹ пахалăхĕнчен тата вăл мĕн пĕчĕкрен нумай енлĕ аталаннинчен килет. Çакăн пек майсене çĕршывăн пур регионĕнче пурăнакансем валли те туса памалла. Эпир шкулсем тата ача сачĕсем хута яратпăр. Хăй вăхăтĕнче 2019-2024 çулсенче 1300 ытла шкул уçма палăртрăмăр. Строительствăна вĕçлесен вĕренỹ уçлăхне час-часах çĕнетмелли

Подробнее

Манăн юратнă вĕрентекен

Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук пулĕ. Кашни ăна юратса, чунтан пурнăçласан пирĕн çĕршыв аталанса çеç пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: "Ĕç - пурнăç илемĕ", - теççĕ. Апла пулсан пур çын та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Ку кăна çителĕксĕр - чуна парса тăрăшмалла, çитĕнỹсем тумалла, хăвăн телейне тупмалла. Вĕрентекен

Подробнее

Анюк аппа — вăрçă ачи

Вăрçă ачисем… Аслисемпе пĕрле вĕсем те Çĕнтерĕве çывхартнă-çке, мĕн чухлĕ асап-нуша чăтса ирттермен пулĕ тата. Манăн вăрçă ачипе - Анна Егоровна Албутовăпа паллаштарас килет вулакана. Чăваш Тăрăм ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ Анна аппа халĕ 92 çулта. Унăн ашшĕ, Егор Васильевич Фомкин, 1902 çулта çуралнă. Амăшĕ, Мария Михайловна Фомкина, упăшкинчен пĕр

Подробнее

Çиччĕмĕш хут

Çак кунсенче Шупашкарта Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра тăнă ветерансен регионти обществăлла организацийĕн конференцийĕ иртнĕ. 2023 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвне сỹтсе явма Елчĕк муниципалитет округĕн делегацийĕ - вырăнти пĕрлĕх ертỹçи Николай Павлов, унăн çумĕ Анатолий Анисимов тата Лев Кузнецов хутшăннă. Доклада тишкерсе Анатолий Алексеевич та тухса калаçнă, округра туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă. Округра

Подробнее

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2024»

Февралĕн 10-мĕшĕнче (шăматкун) çĕршывра йăлана кĕнĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2024" массăллă чупу иртет. Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме май паракан мероприяти çак кун кашни территори пайĕнче, Елчĕк территори пайĕнче пурăнакансен, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсен, шкул ачисен ăмăртăвĕ Елчĕк вăтам шкулĕн спорт лапамĕнче иртĕ. 10 сехетре пуçланать.

Подробнее

Пĕр тĕллевпе ăнтăлсан

Округри территори пайĕсен 2023 çулхи спартакиадин пĕтĕмлетĕвĕ паллă. Пĕлтĕр ăна спортăн 13 тĕсĕпе йĕркеленĕ. Хоккей вăййине виçĕ тăрăхра (Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа, Елчĕк) кăна выляççĕ пулсан, ытти енĕпе ăмăртусене пурин те хутшăнма май пур. Чи нумай, 12-шĕнче, Кĕçĕн Таяпасем çеç вăй виçнĕ. Аслă Таяпасем тăтăшах кайра пыраканччĕ-ха. Хальхинче - 6-мĕш. Территори

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Чутайран - çĕнтерỹпе Хĕрлĕ Чутайри "Хастар" спорт шкулĕнче иртнĕ Чăваш Енĕн кире пуканĕ спорчĕн ăмăртăвĕнче Елчĕксем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хăйсен виçисенче София Соловьева (Елчĕк шкулĕ), Алена Николаева (Патреккел), Александр Константинов (Тăрăм ялĕ) ылтăн, Наталья Мартынова, Анжела Уткина, Илья Московский (Елчĕк шкулĕ), Карина Кубикова, Егор Смирнов, Данил Якимов (Курнавăш), Илья Кузьмин (Хăвăлçырма ялĕ)

Подробнее

Çанталăк çирĕплĕхе тĕрĕслерĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Канашлу Леонард Левый çар ретĕнче тăракан ентеш-салтаксен çар чаçĕсен командованийĕсенчен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе килнĕ Тав çырăвĕсемпе амăшĕсене чысланă самантран пуçланчĕ. Ятарлă çар операцине пурнăçлакансем мобилизаци йĕркипе çар

Подробнее

Палăртнă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ

Владимир ПУТИН,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:"Строительство - рынок сегментĕнче чи хăвăрт аталанакан, малашлăха шантаракан отрасльсенчен пĕри" 2019 çултан пуçласа РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе йышăннă федераци шайĕнчи наци проекчĕсем Чăваш Енре анлăн вăя кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри - çурт-йĕр тата ял-хула территорийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе вăй илнĕ патшалăх программи. Елчĕк муниципалитет округĕнче те, наци проекчĕсем

Подробнее

Уçă çырупа тухать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 1-мĕшĕнче (кĕçнерникун) 12 сехетре Патшалăх Канашне çулсеренхи Уçă çырупа тухать. Унпа Олег Николаевăн Контактри страницинче тата телеграм-каналĕнче, "Олег Николаев. Чăваш Ен" тата "Чăваш Республики" ушкăнсенче, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн, Чăваш наци радиовĕн, "Тăван радио" эфирĕсенче паллашма май пулĕ.

Подробнее