Вторник, 24 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 59)

Герой — халăх асĕнче

Икĕ хутчен Ленин орденне, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ çăлтăр орденĕсене, "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн" медале тивĕçнĕ, Елчĕк районĕн пĕрремĕш полковникĕ - Совет Союзĕн Геройĕ Александр Беляев паттăpла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнăpaнпа декабрь уйăхĕнче 80 çyл çитрĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ - Филипп Григорьевичпа Дарья Игнатьевна ура çинче çирĕп тăракан çынсем пулнă. Самана улшăнсан, вĕсене кулак йышне

Подробнее

Ĕçе чунтан парăннăскер

Николай Филиппович Адюков Елчĕк ялĕнче 1953 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Елчĕкри вăтам шкула, Шупашкарти энерготехникума пĕтернĕ. 1972-1974 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тĕп хулари керамблок тата керамзит заводĕнче электрик (1977-1979), районти "Урожай" ирĕклĕ спорт обществин председателĕ (1979-1993), район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕсен пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ (1994-2006) пулса

Подробнее

Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă

1944 çулхи юпа уйăхĕ ытти çулсенчен нимпе те уйрăлса тăман. Тĕксĕм пĕлĕт витĕр хĕвелĕн вăйсăр пайăркисем çĕр çине сайра-хутра ỹкнĕ. Кĕрхи çумăра пула лỹшкеннĕ çĕр пичĕ урана туртса илейми пылчăка çаврăннă. Хĕвел анăçĕнчен вĕрекен сивĕ çил çынсен кĕлеткисене кăна мар, чунĕсене те çỹçентернĕ. Çак уйăхăн пĕр кунĕнче Çирĕклĕ шывĕн хĕррипе

Подробнее

Владимир ПУТИН: «Тĕллевсене пурнăçлатпăр»

Ĕнер Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв халăхĕпе тата МИХсен представителĕсемпе пĕр харăсах "Тỹрĕ лини" тата пресс-конференци ирттерчĕ. Çакăн евĕр мероприяти патшалăх пуçлăхне халăха туйма, халăха хăй суйланă президента çывăх курма, çивĕч ыйтусемпе чăрмавсем пирки куçа-куçăн калама пулăшакан чи хăватлă мелсенчен пĕри. Кăçалхи ыйтусен пысăк пайĕ ятарлă çар операцийĕ, Израильпе Палестина

Подробнее

Паттăрсем — ырă тĕслĕх

Тăван çĕршыв Геройĕсен кунĕнче ĕç-хĕлне анчах мар, пурнăçне те Тăван çĕршыва халалланă çынсене чыслатпăр. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çак кун Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Социализмла Ĕç Геройĕпе Николай Панкратовпа тĕл пулнă. Вăл паттăра саламланă май çирĕп сывлăх, ырăлăх, çутă малашлăх суннă, унăн ĕçри паттăрлăхĕ пуриншĕн те тĕслĕх пулнине палăртнă: -

Подробнее

Вĕрентекен пулма çуралнăскер

Кăçал, Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнă май, чылай паллă çынсен юбилейĕсене паллă турăмăр. Вĕсен шутĕнче - Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне уçаканĕ, çĕнĕ чăваш çырулăхне, букварьне пуçарса яраканĕ Иван Яковлевич Яковлев тата ăна пулăшаканĕ, пĕрремĕш вĕренекенĕ Алексей Васильевич Рекеев çуралнăранпа 175 çул çитнине те. Вĕсем иккĕшĕ те пирĕн тăрăхшăн - тăвансем пекех:

Подробнее

Юратнă хаçат

"Елчĕк ен" пирĕн çемьешĕн юратнă хаçат. Ăна чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, пĕтĕм кăларăма тĕплĕн вуласа тишкеретпĕр. Журналистсем, ялкорсем пурнăçри пулăмсене, ыйтусене уççăн, тепĕр чухне чуна пырса тивмелле хускатаççĕ. Ят-сум çĕнсе илнисемшĕн, тĕрлĕ конкурсра çĕнтернисемшĕн питĕ хĕпĕртетпĕр. Педагогсемпе, наставниксемпе çыхăннă материал та чылай пулчĕ кăçал. Манăн шухăш-кăмăлăм пур пĕрех уйрăм тематика енче: культура, патриотизм,

Подробнее

Пĕрлехи информаци кунĕ

Декабрĕн 20-мĕшĕнче (юнкун) республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Çак кун, 12 сехетре, Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Николаевна Федорова граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнать. Маларах 2-53-81 номерлĕ телефонпа çыхăнма пулать. Пĕрлехи информаци кунĕнче çак ыйтусене тишкерĕç: 2024 çулта коммуналлă пулăшу тарифĕсене индексацилесси çинчен.Çĕнĕ

Подробнее

Çĕнĕ çул умĕнхи конкурс

Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсене хатĕрленсе организаци-предприятисен çурчĕсемпе вĕсен территорийĕсене, уйрăм кил-çуртсен çывăхĕнчи вырăнсене илемлĕ çутăсемпе çутатас тĕлĕшпе конкурс ирттересси округра унчченех йăлана кĕнĕ. Ăна кăçал та 2 номинаципе ирттерме йышăннă. Конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне чи малтан çурт-йĕрпе территорие хăйне евĕрлĕ илемлетсе уяв сĕмĕ кĕртнине (юртан, пăртан ăсталанă скульптурăсем тата ытти атрибутика)

Подробнее

Ачасен пултарулăх çурчĕн — юбилей

Елчĕкри ачасен пултарулăх çурчĕ хăйĕн алăкне яриех уçнăранпа шăпах - 70 çул. Çак ятпа кунта уяв иртнĕ. Эльвира Смирнова директор пуçтарăннă хăнасене, педагогсемпе вĕренекенсене çак паллă кун ячĕпе саламланă, вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисене пĕрлехи ĕçшĕн тав тунă. "История 70 лет пути" презентацие курнă хыççăн пултарулăх çурчĕн пĕтĕм кун-çулĕ куç умне тухса тăнă. Хисеплĕ

Подробнее