Вторник, 24 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 60)

Саккун ыйтнă пек татса панă

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе округ администрацийĕ çумĕнче çирĕплетнĕ административлă комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне комисси членĕсемпе пĕрле вырăнти территори пайĕсен ертỹçисем те хутшăнчĕç. Унта Тăрмăшри С. пĕр ялтах пурăнакан П.тĕлĕшпе вырăнти полици пайне шăнкăравласа пĕлтернĕ ыйтăва уçăмлатнă. Çапла майпа комисси членĕсен П.гражданин административлă право йĕркине пăсни

Подробнее

Чи пĕчĕк ĕç укçи ỹсет

РФ Патшалăх Думи юлашки виççĕмĕш вулавпа чи пĕчĕк ĕç укçин виçине ỹстересси пирки калакан саккун йышăннă. Саккунпа килĕшỹллĕн 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçин виçи 19 пин те 242 тенкĕпе танлашĕ. Ку вăл кăçалхинчен 18,5 процент пысăкрах. Патшалăх Думин председателĕ Вячеслав Володин ăнлантарса панă тăрăх, чи пĕчĕк ĕç

Подробнее

Савăнăç инкекпе ан вĕçлентĕр

Хĕллехи вăхăтра ача-пăча тăвайккинчен, ытти вырăнта ярăнса савăнать. Ĕлĕк çунапа, кил хуçалăхра тунă хатĕрсемпе ярăнатчĕç пулсан, халĕ тĕпренчĕксене савăнăç кỹрекен хатĕрсем сахал мар - тем тĕрлине те туянма пулать. Ача-пăча валли уйăрнă площадкăсемпе кану паркĕсенче хĕллехи вăхăтра ярăнмалли вырăнсем хатĕрленĕ чухне вĕсенче çирĕплетнĕ хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăнса ĕçленине Гостехнадзор специалисчĕсем çирĕп

Подробнее

Чулхулара пулнă

Çак кунсенче Атăлçи федераци округне кĕрекен 14 субъектра вырнаçнă хуласемпе ялсенчи педагогсем Чулхулари çамрăксен театрĕнче пуçтарăннă. Чи пултаруллă, тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене хутшăнса мала тухнă вĕрентекенсем кайма тивĕçлĕ пулнă унта. Уява Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн йышăннă Вĕрентекенпе наставник çулталăкне пĕтĕмлетес тĕллевпе йĕркеленĕ. Чăваш Республикинчен çак мероприятие пурĕ 40 учитель хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Елчĕк

Подробнее

Пысăк ĕçсен сумĕ

Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культурăпа кану центрне уçнăранпа çулталăк вĕçĕнче 7 çул çитет. Çавăнтанпах ăна Алина Ермолаева ертсе пырать. Санкт-Петербургри инженерипе экономика институтне пĕтернĕскер маларах суту-илỹ тытăмĕнче ĕçленĕ-ха. Амăшĕ, хĕрарăмсен "Шуçăм" ансамблĕн хастар членĕ, пĕррехинче субботника хăйĕн вырăнне хĕрне ярать те, унта: "Атя, кил, клубра никам та çук ĕçлекен", - тесе

Подробнее

Хăй тĕллĕн ĕçлекене — кредит

Чăваш Енре хушма хуçалăх тытакан, çав вăхăтрах хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ çынсене çăмăллăх кредичĕ пама пуçланă. Раççей Правительстви аграрисене пулăшма мерăсем йышăннăран тата кредитсене субсидилеме хушма укçа уйăрнăран Раççей ял хуçалăх банкĕ Чăваш Енре хăй тĕллĕн ĕçлекен тата хушма хуçалăх тытакансене тепĕр хутчен çăмăллăх кредичĕ пама пуçланă. Чăваш Ен 2023 çултанпа

Подробнее

Диспансеризаци

тĕллевĕ - чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртасси, вăл е ку чир вăй илме пултарассине уçăмлатасси. Çакă пĕлтерĕшлĕ: диспансеризацие тата профилактика тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевне сире çирĕплетнĕ медорганизацире тỹлевсĕр тухма пулать - паспорт тата ОМС полисĕ (е полис çинчен çырса илни) пĕрле пулмалла. Енчен те юлашки 12 уйăхра эсир диспансеризаци шутне кĕрекен мĕнле те

Подробнее

Ĕçлер-и, урасем утнă чухне?

- Ай-ай,кин, çакăн пек шурă пысăк кăмпана ăçтан илсе килнĕ эсир? - тени хăлхана пырса кĕчĕ. Анне тĕлĕнсе чашăкри çимĕçе çĕçĕпе касса илсе çăкăрпа çыртса чăмлама пуçларĕ. - Шутсăр сĕтеклĕ-çке кăмпи.Пĕçермесĕр тăварланă-и ăна? - Аякри вăрманта кĕтỹ кĕтнĕ чухне Петяпа пĕрле пуçтартăмăр, каçхине тасатса каткана сий-сий вырнаçтарса тăварларăмăр. Эпĕ хама пуçласа астунă самант пулчĕ

Подробнее

Чăваш Енпе кăмăлтан паллашнă

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мускаври ВДНХра Пĕтĕм тĕнчери "Раççей" форум-куравра Чăваш Ен кунĕ иртнĕ. Унта республикăн экспозицине "Чăваш Ен тав тăвать" - "Чăваш Ен ырлăх парнелет" ятпа йĕркеленĕ. Уява хутшăннă çĕр-çĕр çынна регион ертỹçи Олег Николаев саламланă, пĕчĕк тăван çĕршывăмăрăн историйĕпе, çитĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарнă. Хăй вăл куракан вырăнĕнче çеç пулман, тĕслĕх кăтартса

Подробнее

Волонтерсен пĕрремĕш слечĕ

Декабрĕн 5-мĕшĕнче Раççейре доброволецсен (волонтерсен) кунне паллă тума пуçăнни кăçал 5 çул çитрĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма тĕпе хурса округра ырă ĕç тăвакансен пĕрремĕш слечĕ иртрĕ. Елчĕкри культура керменне тĕрлĕ ялсенчен, шкулсенчен волонтерсен ушкăнĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем хăйсен хальхи вăхăтри ĕç-хĕлĕпе паллаштарса тĕрлĕ стендсем хатĕрленĕ. Кунтах хăйсен курăмлă ĕçне кăтартса мастер-классем

Подробнее