Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 94)

Чире вăхăтра тупса палăртма пулăшать

Округри тĕп больницăри медицина ĕçченĕсемпе медик-волонтерсем юлашки вăхăтра тăтăшах ĕç коллективĕсенче пулса диспансеризаци пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантару ĕçĕсене йĕркелесе ирттереççĕ. Больницăри общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалист Антонина Александрова иртнĕ кунсенче ЦСОН специалисчĕсемпе тĕл пулсан та çакăн пирки сăмах пуçарнă. Диспансеризацире çын усал шыçăпа чирлени те палăрни, чир-чĕре вăхăтра тупса палăртни тата сиплеве хăвăртрах

Подробнее

Хăвăрт тата перекетлĕ

Чылай тытăмра электрон пулăшăвĕпе анлăн усă кураççĕ: çĕр лаптăкĕсене пĕр категорирен теприне куçарма, техникумсене тата аслă шкулсене вĕренме кĕмешкĕн заявлени пама, ача садике çỹренĕшĕн компенсаци илме, ачана уйăхсерен тивекен пособи тỹлевне çирĕплетме, водитель удостоверенийĕ илме, Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен гражданинăн паспортне е ют çĕр-шыв паспортне çĕнетме тата илме, ялан

Подробнее

Вĕсен шăпине ăмсанаймăн

Републикăра паян тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен йышĕ 2,4 пин ытла çынпа танлашать. Юлашки пилĕк çулта вĕсен шучĕ 19 процент чакнă, çĕнĕрен тупса палăртаканнисен йышĕ те пĕчĕкленсе пырать. Пĕлтĕр шута илнисем - 302 ача, çав шутра 193-шĕ ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех вĕсен хỹттисĕр юлнă.

Подробнее

Çĕр пин тĕрĕ…

Пĕтĕм Раççейри "Халăх сувенирĕ" конкурсра "Паха тĕрĕ" предприяти малти вырăнсене йышăннă. "Чи паллакан асăнмалăх япала" номинацире 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Йăла-йĕркене пăхăнса хатĕрленĕ тата хальхи йышши сувенирсемпе 2-мĕш вырăна тухнă. Ахальтен мар Чăваш Ен çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕ шутланать.

Подробнее

Ĕненекенсем валли

Чăн тĕне ĕненекенсем валли Чăваш кĕнеке издательствинче тăтăшах тĕрлĕ кăларăм пичетленет. Çак кунсенче "Асăнтармалли кĕнеке" кун çути курнă. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий пиллĕхĕпе 5 пин экземпляр тиражпа тухнăскерне В.Григорьев пухса хатĕрленĕ, ăна кăларнă чухне Хусанта 1900 çулта пичетленнĕ "Поминание" кăларăмпа усă курнă.

Подробнее

Депутатсем канашларĕç

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ. Депутатсем кун йĕркине

Подробнее

Ĕçри ăнăçу вĕсенчен нумай килет

Ял хуçалăх отраслĕ экономикăн тĕп тĕкĕрĕ пулса тăракан муниципалитет округĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни, каламасăрах паллă, малти вырăнта. Фермăсенчи ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелесси тата çĕнĕ мелсене алла илесси зоотехниксенчен, ветеринари ĕçченĕсемпе фермăсен коллективĕсене ертсе пыракансенчен нумай килет. Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи ку тытăмра вăй хуракан çак сăн ỹкерчĕкре сăнарланнă вăтам

Подробнее

Пĕр-пĕрин ĕçри ăсталăхĕпе паллашрăмăр

Раççейри - Педагог тата наставник, Чăваш Енри - Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕллевсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çитменнине, çак ĕçсене йĕркелесе пырасси тỹррĕнех вĕрентекенсем çине пырса тивнине лайăх ăнланатпăр. Çакна асра тытса иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче пулса иртнĕ биологипе хими, географипе экологи предмечĕсене вĕрентекенсен педагогика ăсталăхĕн фестивальне ирттертĕмĕр.

Подробнее

Сĕт ытларах туса илмелле

Ăна туса илни тупăшлă - хуçалăх кассине куллен укçа-тенкĕ кĕрет. Сĕт отрасльне аталантарассине, сектора патшалăх енчен пулăшассине хальхи вăхăтра тĕп вырăна кăлараççĕ. РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев палăртнă тăрăх, çĕршыври экономикăн йывăр лару-тăрăвне пăхмасăр ял хуçалăх производстви 3,5 процент ỹснĕ. Кăтартăва лайăхлатма сĕт отраслĕ те курăмлă тỹпе хывнă. Иртнĕ çул

Подробнее

Çыру çырсамăр салтаксем патне

Паян Пĕтĕм Раççейри çамрăксен "Çĕршыв хỹтĕлевçи патне - çыру" акци пуçланчĕ. Вăл февралĕн 23-мĕшĕччен пырать. Унта шкул ачисем, студентсем, çамрăксен общество ушкăнĕсен представителĕсем хутшăнма пултараççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, кăмăл тăвакансем пурте ятарлă çар операцине хутшăнакан, госпитальсенче сипленекен салтаксене Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлама пултарать. Чĕререн тухакан ырă сăмахсем салтаксен чун-чĕрине ăшăтаççех. Эпир вĕсене

Подробнее