Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 95)

Вăрлăх та сутаççĕ

Регионсем хушшинчи "Çĕр улми - 2023" курава кăçалхипе 15-мĕш хут йĕркелеççĕ. Вăл мартăн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти "Каскад" суту-илỹ центрĕнче иртет. Çĕр улми куравне 25 регионтан, унсăр пуçне, Беларуç тата Казахстан çĕршывĕсенчен хутшăнаççĕ, 85 экспонат тăратаççĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх техникин тата оборудованийĕн экспозицийĕсене йĕркелеççĕ. Куравра ĕçлĕ тĕл пулусем те ирттереççĕ: ăслăлăхпа практика конференцийĕсем,

Подробнее

«Паха енне курма тăрăшатăп»

Философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, çĕршыври истори учителĕсен 1-мĕш хут иртнĕ съезчĕн делегачĕ, Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ Петр Васильевич Кузнецов паян 60 çул тултарать. Курнавăшри вăтам шкул директорĕнче вăй хунă пултаруллă çынпа Николай Малышкин тĕл пулса калаçнă. - Петр Васильевич, эс çуралнă Курнавăш тăрăхĕнче нумай паллă çын тухнă. Сана

Подробнее

Хастарлăх иксĕлмест

"Салтак валли - ăшă" акцие Шăмалаксем те хастар хутшăнаççĕ. Ялта çуралса ỹснĕ хастарсем çак кунсенче республикăн тĕп хулинчен сурăх çăмĕ илсе килсе парсан, хĕрарăмсем кĕске вăхăтра çăм арласа çип хатĕрлерĕç, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли 86 мăшăр çăм нускипе виçĕ пỹрнеллĕ (салтаксем хăйсем çапла ыйтнă) перчеткесем çыхса хатĕрлерĕç. - Хамрăн

Подробнее

Пĕрлĕхре — вăй

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ "Салтак валли - ăшă" юхăма районти кашни ялтах халăх хастар хутшăнать. Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи халăх та ку сăваплă ĕçрен аякра тăмасть. Кашниех вăй çитнĕ таран пулăшать: килте çыхнă нускисем, перчеткесем, ăшă тумтирсем, апат-çимĕç, укçа-тенкĕ парса. 89 çулхи "Ача амăшĕ героиня" ята

Подробнее

Чыслă, хисеплĕ пурнăçпа…

Январь уйăхĕ Сăрьел ялĕнче пурăнакан Сунгатуллинсен çемйишĕн пысăк пулăм илсе килчĕ - кил хуçи Фарит Закирович хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сумлă ватта саламлама Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн начальникĕ Ю.Алексеев, "Энтепе" ООО ертỹçи А.Васильев, ялти ветерансен канашĕн ертỹçи Ф.Идиятуллин, культура çурчĕн заведующийĕ З.Салахутдинов пухăнчĕç. Килнĕ хăнасем юбилярăн пархатарлă ĕç-хĕлне

Подробнее

Çур аки умĕн

Мускавра Пĕтĕм Раççейри агрономсен тата агроинженерсен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, федераци тата регион власть органĕсен, отрасль пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, ял хуçалăх таварне туса илекенсем хутшăннă. Çĕршыври аграрисем иртнĕ çул тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ. Ку тĕлĕшпе 20 регионта рекорд кăтартнă. Çавăн пекех çу культурисем, сахăр кăшманĕ, çĕр улми, пахча

Подробнее

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

Ял çыннин калаçăвĕнче тăтăш тĕл пулакан, йăлана кĕнĕ çак сăмах çаврăнăшĕ аш-какай, сĕт туса илессине кирлĕ шайра йĕркелесе пырассинче выльăх-чĕрлĕхе пахалăхлă апатпа тăрантарни тĕп вырăн йышăннине çирĕплетет. Иртнĕ эрнекун Елчĕк округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 2022 çулхи выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусене пайăррăн тишкернĕ май шăпах çак ыйту тĕп вырăна

Подробнее

Паттăр ячĕпе

Елчĕкри вăтам шкулта патриотла ĕçсене анлă çул панă. Кунта тĕрлĕ акцисене активлă хутшăнасси, хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансемпе тĕл пулусем ирттересси, палăксен умне тирпейлĕхре тытса тăрасси тата ытти мероприяти кулленхи хăнăхнă ĕç пулса тăнă. Черетлĕ патриотла утăм астăвăмпа çыхăннă. Эрнекун Çар мухтавĕн кĕтесĕнче çак шкултан вĕренсе тухнă Александр Анатольевич Докторов ячĕпе Герой

Подробнее

Вăтам ушкăн — Чайковские

Хаçатăн пĕр номерĕнче округри шкул ачисен аслă ушкăнĕ Пушкăртстанри Ишимбай хулинче Раççей шайĕнчи хоккеистсен ăмăртăвне хутшăнасси пирки пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вĕсен турнирĕ февралĕн 5-12-мĕшĕсенче иртет. Округ командин вăтам ушкăнĕ (2010-2011 ç. çур.) те çак кунсенче хăйсене çĕршыври ăмăртăва хутшăнма çул уçнă. Сергей Александров, Вадим Иванов, Юрий Рахмуллин тренерсем ертсе пынипе "Чебоксары-Арена" Пăр

Подробнее

Пухусенче — çивĕч ыйтусем

Январь-февраль уйăхĕсенче Елчĕк муниципалитет округĕн территори пайĕсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе халăх пухăвĕсем иртеççĕ. Территори пайĕсен начальникĕсем кашни ялти халăхпа тĕл пулнă май пĕлтĕр пурнăçланă ĕç-хĕл пирки тĕплĕн каласа параççĕ, пурнăçа кĕртмелли тĕллевсене палăртаççĕ. Аслă Таяпа территори пайĕнчи ялсенче пухусем январĕн 26-27-мĕшĕсенче иртрĕç. Вĕсене Елчĕк муниципалитет округĕн депутачĕ Вячеслав Сядуков, округăн халăха

Подробнее