Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 99)

Кая юлас марччĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун администраци, территори пайĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта тишкернĕ виçĕ ыйту та вулаканшăн усăллă пулма кирлĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова цифра трансформацийĕ çине таянса пĕлтерĕшлĕ муниципаллă пулăшусене электронлă майпа пурнăçлассипе паллаштарчĕ.

Подробнее

«МедиаВзлет» фестиваль

Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пирĕн республикăра ача-пăчапа çамрăксен медиапроекчĕсен регионсем хушшинчи "МедиаВзлет" фестивалĕ иртет. Фестиваль тĕллевĕ - ача-пăчапа çамрăксен чи лайăх журналистика ĕçĕсене хатĕрлеме май туса парасси. Çавăн пекех пуçласа çыракан корреспондентсемпе блогерсен хăйсен професси ăсталăхĕпе цифра компетенцине те ỹстерме пултараççĕ. Фестиваль умĕн медиапроектсене суйласа илеççĕ. "МедиаВзлет" фестиваль пире пултаруллă ачасене тупса палăртма,

Подробнее

Çырура — малашлăх аталанăвĕн тĕллевĕсем

Январĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне çулсерен тухакан Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Ăна тỹрĕ эфир урлă Чăваш Ен НТРК, "Раççей 24", "Чăваш наци радиовĕ" тата "Тăван радио" эфирĕсенче, "Вконтакте" социаллă сетьри "Олег Николаев. Чувашия" сообществăра, "Телеграмри" Олег Николаев каналта курма пулчĕ. Олег Алексеевич ЧР Пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа Çырупа виççĕмĕш хут

Подробнее

Тăшмана тĕпрен кисретнĕ

1942 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи февраль уйăхĕччен пынă Сталинградри çапăçура пирĕн генералсем - Рокоссовский, Ватутин тата Тимошенко - Паулюсран, Готран, Манштейнран вăйлăрах пулнине кăтартса панă, вермахтпа унăн союзникĕсен пысăк ушкăнне пĕтерни Çĕнтерỹ пирĕн енче пуласса шантарнă. Пĕр миллион ытла çын пурнăçне илсе кайнă Сталинград çапăçăвĕ Донăн сылтăм çыранĕнче пуçланнă.

Подробнее

Пĕр шкултан — 13 стипендиат

Тĕрлĕ сферăра тăрăшулăхпа тата пултарулăхпа палăракан районти çамрăксем çулсеренех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ. Стипенди яшсемпе хĕрсене хавхаланса вĕренме тата ĕçлеме, тĕрлĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшать. - Кăçал стипендиатсен йышне пирĕн шкулти 13 вĕренекен кĕме пултарчĕ. Яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, пĕринчен тепри харсăр: вĕренỹре, спортра малта, вĕсемех олимпиадăсен, тĕрлĕ конкурссен

Подробнее

Республика кунĕ — икĕ хулара

Кăçал Республика кунне икĕ хулара - Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта ирттерĕç. Чăваш Енĕн уявне ирттересси çинчен калакан хушу тăрăх Çĕнĕ Шупашкар республика грантне çĕнсе илнĕ. Вăл укçа-тенкĕпе хулара пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама палăртнă. Мероприятисен планне Чăваш Республикин Правительстви хатĕрлесе çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

Подробнее

Çĕнĕ йĕрке вăя кĕрĕ

Малашне çурт-хваттерсенче пурăнакансем хăйсем вăхăтлăха килте пулман тапхăршăн "çỹп-çап тỹлевне" каялла тавăрма пултарĕç. Çакна çирĕплетсе Раççей Правительствин йышăнăвĕпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессин йĕркисене улшăнусем кĕртнĕ. Вăл кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕмелле. Перерасчета отпуска, командировкăна пула е ытти сăлтавпа çурт-хваттерте 5 кунран ытларах тапхăрта пулман çынсене шутласа параççĕ. Çакна валли килтен

Подробнее

Вăхăтра тĕрĕсленмелле

"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çын сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тĕрлĕ çул-йĕр палăртнă. Вĕсенчен пĕри - диспансеризаци. Профилактика медицина тĕрĕслевĕн çак тĕсне çынсем хăйсем шутлама та пултарайман чирсене малтанхи вăхăтра тупса палăртас тата асăрхаттарас тĕллевпе ирттереççĕ. Çапла майпа диспансеризаци витĕр тухни нумай пациент пурнăçне çăлса хăварма пулăшать. Тĕрĕслевсен кирлĕлĕхне районта пурăнакансенчен чылайăшĕ

Подробнее

Уйăхлăх иртет

Республикăра ачасене патриотла воспитани парас ĕç уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Вăл февралĕн 23-мĕшĕччен, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕччен, пырать. Çак тапхăрта ачасене паттăрсем пирки каласа кăтартаççĕ, спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ, çавăн пекех музейсенче экскурсисем йĕркелеççĕ.

Подробнее

Амăшĕн капиталĕ ỹсет

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕ 12,4 процент ỹсет. Пĕрремĕш ачашăн ăна 589500 тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн 779000 тенкĕ параççĕ. Енчен те капитал укçипе пĕрремĕш ачашăн усă курса ĕлкĕрнĕ пулсан иккĕмĕш пепке çуралсан 189500 тенкĕ хушса тỹлеççĕ.

Подробнее