Четверг, 9 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 98)

Пĕр шкултан — 13 стипендиат

Тĕрлĕ сферăра тăрăшулăхпа тата пултарулăхпа палăракан районти çамрăксем çулсеренех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ. Стипенди яшсемпе хĕрсене хавхаланса вĕренме тата ĕçлеме, тĕрлĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшать. - Кăçал стипендиатсен йышне пирĕн шкулти 13 вĕренекен кĕме пултарчĕ. Яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, пĕринчен тепри харсăр: вĕренỹре, спортра малта, вĕсемех олимпиадăсен, тĕрлĕ конкурссен

Подробнее

Республика кунĕ — икĕ хулара

Кăçал Республика кунне икĕ хулара - Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта ирттерĕç. Чăваш Енĕн уявне ирттересси çинчен калакан хушу тăрăх Çĕнĕ Шупашкар республика грантне çĕнсе илнĕ. Вăл укçа-тенкĕпе хулара пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама палăртнă. Мероприятисен планне Чăваш Республикин Правительстви хатĕрлесе çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

Подробнее

Çĕнĕ йĕрке вăя кĕрĕ

Малашне çурт-хваттерсенче пурăнакансем хăйсем вăхăтлăха килте пулман тапхăршăн "çỹп-çап тỹлевне" каялла тавăрма пултарĕç. Çакна çирĕплетсе Раççей Правительствин йышăнăвĕпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессин йĕркисене улшăнусем кĕртнĕ. Вăл кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕмелле. Перерасчета отпуска, командировкăна пула е ытти сăлтавпа çурт-хваттерте 5 кунран ытларах тапхăрта пулман çынсене шутласа параççĕ. Çакна валли килтен

Подробнее

Вăхăтра тĕрĕсленмелле

"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çын сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тĕрлĕ çул-йĕр палăртнă. Вĕсенчен пĕри - диспансеризаци. Профилактика медицина тĕрĕслевĕн çак тĕсне çынсем хăйсем шутлама та пултарайман чирсене малтанхи вăхăтра тупса палăртас тата асăрхаттарас тĕллевпе ирттереççĕ. Çапла майпа диспансеризаци витĕр тухни нумай пациент пурнăçне çăлса хăварма пулăшать. Тĕрĕслевсен кирлĕлĕхне районта пурăнакансенчен чылайăшĕ

Подробнее

Уйăхлăх иртет

Республикăра ачасене патриотла воспитани парас ĕç уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Вăл февралĕн 23-мĕшĕччен, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕччен, пырать. Çак тапхăрта ачасене паттăрсем пирки каласа кăтартаççĕ, спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ, çавăн пекех музейсенче экскурсисем йĕркелеççĕ.

Подробнее

Амăшĕн капиталĕ ỹсет

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕ 12,4 процент ỹсет. Пĕрремĕш ачашăн ăна 589500 тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн 779000 тенкĕ параççĕ. Енчен те капитал укçипе пĕрремĕш ачашăн усă курса ĕлкĕрнĕ пулсан иккĕмĕш пепке çуралсан 189500 тенкĕ хушса тỹлеççĕ.

Подробнее

«Блокада çăкăрĕ»

Курнавăш шкулĕнче "Блокада çăкăрĕ" ятпа акци иртнĕ. Унăн тĕллевĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Ленинградри мирлĕ çынсен паттăрлăхĕпе çирĕплĕхĕ çинчен аса илтересси пулнă. Блокада тапхăрĕнче талăкра пĕр çынна тивĕçнĕ 125 грамм таякан çăкăр норма шутланнă. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Лариса Гладкова вĕренекенсене блокадăн йывăр кунĕсенче тỹссе ирттернĕ пулăмсем çинчен

Подробнее

«Пуçару бюджечĕ» пулăшнипе

Тĕмерте пурăнакансем рынок самани пуçланнăранпах ялти пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене халăхпа пухăнса тата ял çыннисенчен пуçтарнă укçа-тенкĕпе пурнăçлаççĕ. Юлашки вăхăтра "Пуçару бюджечĕ" проектпа анлă усă курма тытăнчĕç. Виçĕм çул çак меслетпе аслă çултан пăрăнса яла анакан çул пуçламăшĕнче куçа илĕртекен стела вырнаçтарнăччĕ. Çулталăк вĕçленес умĕн ял варринче таса çăлкуçпа юнашар шыва кĕмелли

Подробнее

Наркотикрен асăрханар

Республикăра çул çитмен 29 наркомана шута илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен регионта наркотикпе усă куракансен шучĕ ỹсни палăрать - наркомансен Чăваш Енре пурăнакан кашни 100 пин çын пуçне тивекен йышĕ 48 çынпа танлашать. Шкулсенче ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илсе пĕтĕмпе 13 çултан аслăрах 43 пин ытла ачана ятарлă тест витĕр кăларнă. Çак йышăн 6,77 проценчĕ

Подробнее

Тимлĕхе вăйлатмалла

Терроризмпа кĕрешесси - тĕнче шайĕнчи çивĕч тема. Раççейĕн тĕрлĕ хулисен шкулĕсенче пулса иртнĕ трагедисене шута илсе профилактика ĕç-хĕлне вăйлатассине тимлĕхрех тытмалла. Хальхи вăхăтра интернет уçлăхĕнчи хăш-пĕр пĕлтерỹсем суя. Вĕсене "фейк" теççĕ. Чылай çын вуласа суяна ĕненет, чăна çавăрать. Çавăнпа та информацие шанчăклă çăлкуçсенчен анчах илмелле. Тĕрĕс мар, халăха хытах пăлхантаракан хыпар

Подробнее