Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 97)

Уйăхлăх иртет

Республикăра ачасене патриотла воспитани парас ĕç уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Вăл февралĕн 23-мĕшĕччен, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕччен, пырать. Çак тапхăрта ачасене паттăрсем пирки каласа кăтартаççĕ, спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ, çавăн пекех музейсенче экскурсисем йĕркелеççĕ.

Подробнее

Амăшĕн капиталĕ ỹсет

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕ 12,4 процент ỹсет. Пĕрремĕш ачашăн ăна 589500 тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн 779000 тенкĕ параççĕ. Енчен те капитал укçипе пĕрремĕш ачашăн усă курса ĕлкĕрнĕ пулсан иккĕмĕш пепке çуралсан 189500 тенкĕ хушса тỹлеççĕ.

Подробнее

«Блокада çăкăрĕ»

Курнавăш шкулĕнче "Блокада çăкăрĕ" ятпа акци иртнĕ. Унăн тĕллевĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Ленинградри мирлĕ çынсен паттăрлăхĕпе çирĕплĕхĕ çинчен аса илтересси пулнă. Блокада тапхăрĕнче талăкра пĕр çынна тивĕçнĕ 125 грамм таякан çăкăр норма шутланнă. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Лариса Гладкова вĕренекенсене блокадăн йывăр кунĕсенче тỹссе ирттернĕ пулăмсем çинчен

Подробнее

«Пуçару бюджечĕ» пулăшнипе

Тĕмерте пурăнакансем рынок самани пуçланнăранпах ялти пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене халăхпа пухăнса тата ял çыннисенчен пуçтарнă укçа-тенкĕпе пурнăçлаççĕ. Юлашки вăхăтра "Пуçару бюджечĕ" проектпа анлă усă курма тытăнчĕç. Виçĕм çул çак меслетпе аслă çултан пăрăнса яла анакан çул пуçламăшĕнче куçа илĕртекен стела вырнаçтарнăччĕ. Çулталăк вĕçленес умĕн ял варринче таса çăлкуçпа юнашар шыва кĕмелли

Подробнее

Наркотикрен асăрханар

Республикăра çул çитмен 29 наркомана шута илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен регионта наркотикпе усă куракансен шучĕ ỹсни палăрать - наркомансен Чăваш Енре пурăнакан кашни 100 пин çын пуçне тивекен йышĕ 48 çынпа танлашать. Шкулсенче ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илсе пĕтĕмпе 13 çултан аслăрах 43 пин ытла ачана ятарлă тест витĕр кăларнă. Çак йышăн 6,77 проценчĕ

Подробнее

Тимлĕхе вăйлатмалла

Терроризмпа кĕрешесси - тĕнче шайĕнчи çивĕч тема. Раççейĕн тĕрлĕ хулисен шкулĕсенче пулса иртнĕ трагедисене шута илсе профилактика ĕç-хĕлне вăйлатассине тимлĕхрех тытмалла. Хальхи вăхăтра интернет уçлăхĕнчи хăш-пĕр пĕлтерỹсем суя. Вĕсене "фейк" теççĕ. Чылай çын вуласа суяна ĕненет, чăна çавăрать. Çавăнпа та информацие шанчăклă çăлкуçсенчен анчах илмелле. Тĕрĕс мар, халăха хытах пăлхантаракан хыпар

Подробнее

Инвалидсене — тимлĕх

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейре инвалидсен комплекслă реабилитацийĕн тата абилитаци тытăмĕнчи аталанăвĕн концепцине пурнăçламалли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 51 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Документра 76,5 пин сусăра, çак йышра 4,8 пин ача, пулăшу памалли майсене кăтартнă. Тĕп ĕçсен шутĕнче - реабилитаци хатĕрĕсен, спорт инвентарĕсен прокачĕн хушма пункчĕсене уçасси,

Подробнее

Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Марина Павлова тунтикун вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура пĕтĕм ыйту пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Малтанах Çĕнĕ çул тапхăрне лапамсене, ĕç коллективĕсен, уйрăм кил-хуçалăхсен çурчĕсен фасачĕсене илемлетес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн начальникĕ Марина Демьянова паллаштарчĕ. Районти уйрăм

Подробнее

Сăпайлă, ăшă чунлă

Елчĕк ялĕнче паянхи кун апатлану предприятийĕсем нумаях мар. Вĕсенчен пĕри - "Елчĕкри коопторг" ОООн "Пельменная" кафе. Поварсем техĕмлĕ апатпа сăйланăран кунта кашни кунах халăх йышлă çỹрет. - Ĕçлекенсем сăпайлă та ăшă чунлă, апачĕ килти евĕр тутлă кунта, - кăмăллăн пĕлтереççĕ кафере апатланакансем. Любовь Куприянова кафере буфетчицăра тăрăшать. Унăн професси шайĕнчен, яваплăхĕнчен, халăхпа

Подробнее

Пĕр тăвансене асăнса

Январĕн 21-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче пĕр тăвансене - Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Вĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçма Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене пурнăçлакан - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, ăмăртусен йĕркелỹçи тата тĕп спонсорĕ Владимир Меметов, Лаш Таяпа территори пайĕн начальникĕ Светлана Ермакова тата ыттисем

Подробнее