Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 3)

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи августăн 25-мĕшĕнчи 154-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Урожай" сахал яваплă общество ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив кĕрхи рапс акассине (120 гектар) округра чи малтан вĕçленĕ.

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тăратнă сводкăран çакă курăнать: августăн 26-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 3524 тонна (70 процент) утă, 49503 тонна (130 процент) сенаж хатĕрленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене планпа (22621 гектар) пăхнинчен 7820,4 гектар çулнă, çав шутран 7560,35 гектарне çапса тĕшĕленĕ.

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ панă информацирен çакă курăнать: Августăн 19-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 3470 тонна (60 процент) утă, 49428 тонна (129 процент) сенаж хатĕрленĕ. "Урожай" сахал яваплă обществăра 100 гектар çинче кĕрхи культурăсем акнă. Хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4780,35 гектар çинче çулнă,

Подробнее

Уяр куна «вăрласа»

"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра урпа çапса тĕшĕлессипе тимлеççĕ. - Кăçал çанталăк çумăрлă тăни вырма ĕçне самай хавшатать, çапах та уяр кунсене "вăрласа" палăртнă ĕçе кунран кун чакарма тăрăшатпăр, - пĕлтереççĕ комбайнерсем. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 688,37 гектар çинче çитĕннĕ. Хальхи вăхăт тĕлне лаптăкăн 110 гектарне (16 процент)

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи августăн 3-мĕшĕнчи 141-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Кунта кĕрхи тулла çапса тĕшĕлес ĕçе чи малтан вĕçленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 68 центнерпа танлашнă.

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ панă информаци тăрăх, августăн 5-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕтĕмпе 2975 тонна утă (палăртнă планăн 59 проценчĕ), 49428 тонна сенаж (129 процент) хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлессине 1744 гектар çинче пурнăçланă (38 процент). Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1567

Подробнее

Хуçалăх 25 çулта

Комсомольски округĕнче "Слава картофелю" агрофирма 25 çул тултарнине халалласа Уй кунĕ иртнĕ. Асăннă агрофирма паян республикăри чи пысăк лаптăк çинче çĕр улми туса илекен. Ура çинче çирĕп тăнă май пысăк технологиллĕ хуçалăх ĕç-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе пырать: коллектив кашни çулах республикăн тата пĕтĕм çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетсе курăмлă кăтартусем тăвать. Тунă

Подробнее

Уяр кунпа тухăçлă усă курар

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, специалистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырма ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине тишкерсе хак парас тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çур çулхи кăтартусене пĕтĕмлетес тĕлĕшпе ирттернĕ округри семинар-канашлăва хутшăнчĕç. Йăлана кĕнĕ çак мероприяти кăçал "Урожай" ООО никĕсĕ çинче иртрĕ. Семинар-канашлăва округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Унта Чăваш

Подробнее

Тĕп вырăнта — хăрушсăрлăх ыйтăвĕ

Республикăри Гостехнадзор инспекторĕсем вырма кампанийĕ пуçланас умĕн тыр-пул пухса кĕртмелли техникăна çулсерен тĕрĕслессине тĕпе хураççĕ. Елчĕк округĕнче пĕрремĕш тĕрĕслев "Прогресс" хуçалăхра иртнĕ (сăн ỹкерчĕкре). Инспекторсем механизаторсемпе тĕл пулнă май ĕç сыхлавĕпе, хăрушсăрлăх темипе çыхăннă темăсене те тишкернĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ те тимлĕхре пулнă. Техника тĕрĕслевĕ иртекен графика Чăваш Енри Гостехнадзорăн официаллă

Подробнее

Техника культурисен

лаптăкĕ республикăри хуçалăхсенче 38,84 пин гектара çитнĕ. Унчченхинчен 20,6 процент пысăкланнă. Республикипе илсен, кăçал рапс - 15,8 пин, хĕвел çаврăнăш - 11,3 пин, сарă пăрăç - 5,5 пин, йĕтĕн - 2 пин, соя - 1,4 пин, сахăр чĕкĕнтĕрĕ 1 пин гектара яхăн акнă. Техника культурисен лаптăкне уйрăмах Канаш, Шăмăршă, Çĕрпỹ, Улатăр

Подробнее