Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 2)

Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тăратнă информацирен:

Сентябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 19118,78 гектар çинчен (84,5 процент) пухса кĕртнĕ. "Сатурн", "Рассвет", "Победа", "АСК-Яльчики", "Авангард" организацисенче, С.В.Чернов, В.Г.Васильев, В.П.Смирнов, А.В.Филиппов Х(Ф)Хсенче асăннă ĕçе вĕçленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 38,6 центнерпа танлашать. Уйрăм культурăсенчен сĕлĕ (44,8 ц), тулă

Подробнее

Кăçал тухăç пĕчĕкрех

Сентябрĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăра 564 гектар çинчен севок пухса кĕртнĕ. Çав шутра Патăрьелсен - 525 гектар, Елчĕксен - 27, Тăвайсен - 3, Шăмăршăсен - 9. Республикипе 6677 тонна пухса кĕртнĕ (çулталăк каялла 6183 т). Кашни гектартан вăтам тухăç 118,4 центнер, 2025 çулхи палăртнă кун тĕлне 161,8 ц пулнă. - Кăçал пуçтарса илме

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ пĕлтернинчен: Сентябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17234,78 гектар (76,2 процент) çинчен пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç - 37,9 центнер. Кĕрхи культурăсене пĕтĕмпе 1516 гектар (31 процент) анчах акайнă. Ку ĕçе "Сатурн", "Труд",

Подробнее

Ярмăрккă кĕтет

Округра йăлана кĕнĕ "Кĕр парнисем - 2026" ярмăрккă кăçал сентябрĕн 12-мĕшĕнче пуçланчĕ. Шăматкун, уяр кун пулнăран та-и, Елчĕк пасарĕнче халăх йышлă пулнă. Пахча çимĕçе, ытти продукцие тỹррĕнех производительсенчен октябрĕн 4-мĕшĕччен туянма май пулĕ. Асăннă тапхăрччен хăйсен таварне вырăнти фермерсемпе уйрăм çынсем те, предприятисем те илсе тухĕç. Хăнăхнă ĕнтĕ: "Кĕр парнисем" лавккаринчен

Подробнее

Ĕçре те, спортра та харсăр

Элпуç тата Кармал ялĕсенчен нумай паллă спортсмен, ытларах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, тухнă. Футбол вăййи те пысăк хисепре кунта: çамрăксем - Çĕнтерỹ кубокĕн, Туслăх кубокĕн, ытти турнирăн çулсеренхи çĕнтерỹçисем е призерĕсем. Вăйăсенче кашнинчех сухаллăрах каччăна сăнатăп. Унăн вăр-варлăхĕ, техники илĕртнĕрен-ши? Округри çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсенче те курма пулать ăна. Пĕлтĕр тата виçĕм çул

Подробнее

Çĕр ĕçĕн академикĕ

Çăкăрта - пĕтĕм ырăлăх.(Халăх каларăшĕ). Аслă Елчĕк ялĕнче Чернов хушамат - чи йышли. Ун "çумĕнчи" Владимирсем те сахаллăн мар. Ун пек чухне калаçура пăтрашу çураласран хушма ятсемпе усă кураççĕ. Владимир Федорович Чернова, акă, "Кондратий Володи" тесен ялтисем çеç мар, округра пурăнакан аслă ỹсĕмрисем те нумайăшĕ пĕлеççĕ. Иртнĕ кунсенче унпа тĕл пулса сăмахлама

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчи 161-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн Сергей Владимирович ЧЕРНОВ хресчен (фермер) хуçалăхĕн коллективĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене (427 гектар) пухса кĕртессине округра чи малтан вĕçленĕ.

Подробнее

Сĕт ытларах сăваççĕ

2026 çулăн пĕрремĕш çурринче ял хуçалăх производствин индексĕ енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Ен (103,1 процент) - 2-мĕш вырăнта. Танлаштарма: вăл Атăлçи округĕн - 100,2 процентпа, Раççейĕн 99,2 процентпа шайлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсем çак тапхăрта пĕлтĕрхи 6 уйăхринчен сĕт 4,1 процент нумайрах сунă, ĕнесен продуктивлăхĕ 1,8 процент хушăннă. Кашни ĕнерен вăтамран

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ пĕлтернинчен: Сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем планпа (22621 гектар) пăхнă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 52,2 процентне (11804,78 гектар) пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç - 38,5 центнер. Уйрăммăн тулă тухăçĕ 43,8 центнерпа танлашать. Кĕрхи культурăсене пĕтĕмпе 572 гектар

Подробнее

Уяр кунпа усă курса

Вырма, уй-хир ĕçĕсем паян хĕрỹ калаçтаракан çивĕч тема. "Яманчурино" ОООра тыр-пул пухса кĕртесси малалла пырать. Августăн 26-мĕшĕ тĕлне кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 870 гектар (план - 1953,7 гектар) çулнă, вĕсене 100 процент çапса тĕшĕленĕ. Ку пĕтĕмĕшле калăпăшăн 45 проценчĕпе танлашать. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç - 33,8 центнер.

Подробнее