Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 16)

Спорт хыпарĕсем

АРМРЕСТЛИНГ. Ăмăртура 2007-2009 çулсенче çуралнă 110 ача вăй виçнĕ. Командăсен зачетĕнче Курнавăш шкулĕн команди мала тухнă, Кушкăсемпе Елчĕксем - призерсем. Уйрăм çĕнтерỹçĕсен рейтингĕнче протокол тăрăх çакă курăнать: Кушкăсен 4 вырăн, Лаш Таяпа, Курнавăш, Елчĕк - 3-шер, Çирĕклĕ Шăхаль - 2. ВОЛЕЙБОЛ. Территори пайĕсен спартакиади шучĕпе йĕркеленĕ хĕрарăмсен турнирĕнче 6 команда тупăшнă.

Подробнее

Хĕллен çурхи кунхи стартĕнче

Кăçалхи хĕллехи тапхăр çурхи-кĕрхи çанталăк витĕмĕпе иртнĕрен йĕлтĕрпе куллен ярăнма та май памарĕ вĕт. Тĕп старта - нарăсăн 8-мĕшне палăртнă "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2025" массăллă чупăва та куçарма тиврĕ. Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче те çуркунне сулăнчăкĕ аванах сисĕнетчĕ те, çапах та Елчĕк шкулĕ умĕнчи спорт лапамĕ юрпа çителĕклĕ витĕннĕччĕ. Йĕлтĕр спорчĕшĕн тунсăхланин палли

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

КИРЕ ПУКАНĔ йăтакансем черетлĕ çитĕнỹпе савăнтарнă - Шупашкарта иртнĕ чемпионатра 18 призлă вырăн çĕнсе илнĕ. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Олег Федоров командинчи "ылтăн" атлетсене палăртсах хăварар: Виктория Андреева, Евгения Изратова, Анжела Уткина, Наталия Мартынова (Елчĕк шкулĕ), Олег Салмин (Çирĕклĕ Шăхаль), Тарас Пупин (Çĕнĕ Пăва), Анатолий Узюкин (Таяпа Энтри),

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Ульяновск. Йывăр атлетсен регионсем хушшинчи ăмăртăвĕнче ултă республика командисем вăй виçнĕ. Чăваш Ен чысне Елчĕксем хỹтĕленĕ. Александр Портновпа Борис Клементьев тренерсен вĕренекенĕсем - Андрей Вишнев, Матвей Горшков, Герман Романов, Дения Барткавичюс ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ. Шупашкар. Армрестлинг чемпионатĕнче ентешсем 3-мĕш вырăн йышăннă. Карина Кириллова (Тĕмер), Мария Цветкова (Курнавăш), Павел Яшин (Кỹлпуç)

Подробнее

Карапайра палăрнă

"Карапай Шăмăршă йĕлтĕр йĕрĕ-2025" ăмăртăва пилĕк округ команди хутшăннă. Ăна ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Иван Сабаев хăйĕн парнисемшĕн йĕркеленĕ. Пирĕн округ йĕлтĕрçисем пĕчĕк йышпа та чыслава тивĕçнĕ. Хăйсен ỹсĕмĕсенче Аслă Елчĕкри вăтам шкулти Валерия Яковлевăпа Софья Афанасьева - çĕнтерỹçĕсем, Ульяна Обручкова кĕмĕл призер пулса тăнă. Елчĕкри икĕ Головин, Александрпа Давид та

Подробнее

Штангистсем вăй виçнĕ

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса ирттернĕ йывăр атлетсен уçă турнирĕнче тăватă округ команди вăй виçнĕ. Кил хуçисенчен ылтăн медальсене çĕнсе илнисем чылаййăн: Богдан Карсаков, Матвей Горшков, Савелий Сайкин, Герман Романов, Даниил Немцев, Александр Плотников, Денис Барткавичюс, Артемий Перцев. Вĕсем тата мала тухнă ытти

Подробнее

Универсаллă атлет

Патăрьел округĕнчи Шăнкăртамра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Минхайдер Валитов воин-интернационалист ячĕпе йăлана кĕнĕ корэш енĕпе вăй виçекенсем тупăшнă. Унта Аслă Шăхаль ялĕнчи Роман Иванов та тĕрĕсленĕ хăйне. Халĕччен тутарсен наци кĕрешĕвĕ енĕпе ăмăртса курман пулин те, вăл 75 килограмлă атлетсен хушшинче бронза медале вĕçертмен. Сергей Александров тренерĕн вĕренекенне чăннипех универсал теме

Подробнее

Кубокра — иккĕмĕш

Çĕрпỹри "Асамат" спорт шкулĕнче кире пуканĕ йăтакансем Чăваш Ен Кубокĕшĕн ăмăртнă. Елчĕксем унта, Шупашкар хулин командине мала ярса, 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Раççей спорт мастерĕсем - Анатолий Узюкинпа (Таяпа Энтри) Дмитрий Енедеров (Тăрăм) хăйсен виçисенче пьедесталăн "ылтăн" картлашки çине хăпарнă. Софья Соловьева, Аэлина Чайкина, Александр Павлов - 2-мĕш, Тарас Пупин, Александр

Подробнее

Сунарçăсен биатлонне

Лаш Таяпари "Акар" питомникра пĕрремĕш çул ирттермеççĕ. Кăçал Чăваш Енри округсенчен çеç мар, Мускав, Ульяновск облаçĕсенчен, Тутар, Мари Эл республикисенчен килнĕ спортсменсем те хутшăннă. Вĕсем сунарçăн йĕлтĕрĕпе 1500 метра чупса, 30 метрти мишене тĕл перессипе тупăшнă. Пĕрремĕш вырăна Мари Элти "Габит" команда тухнă, хир сыснине, кашни спортсмен бензопăчкăна тивĕçнĕ. "Ак парс"

Подробнее

Команда призерта

Патăрьелте 14-15 çулсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче алă вăйĕ виçессипе Чăваш Ен ăмăртăвĕ иртнĕ. Елчĕксем сакăр командăран 3-мĕш позицине йышăннă. Малтисем - кил хуçисемпе Каçалсем. Хăйсен виçисенче Илья Кирилловпа (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ) Кристина Якимова (Курнавăш) пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине хăпарнă. Елчĕкри Виктория Захаровăпа Кушкăри Ярослав Тихонов - 2-мĕш, Елчĕкри

Подробнее