Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 15)

Олимпиеца асăнса

Елчĕкри стадион-площадкăра чăвашсен пĕрремĕш олимпиецне, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне А.В.Игнатьева асăнса çăмăл атлетсен черетлĕ чемпионатне йĕркеленĕ. Вунă дисциплинăра шкул командисен тупăшăвĕнче икĕ ỹсĕмре Çирĕклĕ Шăхальсем, Аслă Елчĕксем, Елчĕксем тата Курнавăшсем, Елчĕксем, Аслă Елчĕксем мала тухнă. Территори пайĕсенчен Кĕçĕн Таяпасем çĕнтернĕ, Елчĕксемпе Тăрăмсем - призерсем. Уйрăм атлетсенчен пьедестал çине Çирĕклĕ Шăхалĕнчи

Подробнее

Чăн-чăн спорт уявĕ

Апрель уйăхĕнче Елчĕк тăрăхĕнче шкул футболĕн чăн-чăн пысăк уявĕ иртрĕ. Округри шкул командисем хушшинче "Сăран мечĕк" клуб призĕсемшĕн тĕп стадион-площадкăра футбола килĕштерекен ачасемшĕн черетлĕ кĕтнĕ вăйăсен чи пирвайхи тапхăрĕсем иртрĕç. Виçĕ ỹсĕм категорийĕнче (10-11 çулхи тата çамрăкрах ачасем; 12-13 çултисем тата çамрăкраххисем; 14-15 çултисем тата çамрăкраххисем) йĕркеленĕ ăмăртусем чăннипех асран кайми туйăмсем

Подробнее

Елчĕксем спортра харсăр

Елчĕк халăхĕ ĕçе, спорта юратнипе уйрăлса тăрать. Округран тухнă паллă спортсменсем те сахал мар пирĕн. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси çине пысăк витĕм кỹреççĕ. Елчĕк округĕ халăха ГТО нормисене пурнăçлама явăçтарассинче çулсерен малтисен йышĕнче пулни те савăнтарать. Çак çитĕнỹсемшĕн манăн предприятисемпе организацисен ĕçченĕсене, уйрăмах вĕрентỹ, культура тата сывлăх

Подробнее

Юрий Димитриев ячĕпе — уçă турнир

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн спорт залĕнче вырăнти пĕрлештернĕ командăн капитанне - Юрий Димитриева асăнса волейбол енĕпе уçă турнир иртнĕ. Площадкăра Юрий Димитриева асра тытакансем - Елчĕк, Шупашкар тата Патăрьел муниципалитет округĕсенчи 50 çултан иртнĕ волейбол спорчĕн ветеранĕсем тĕл пулнă. Вăйă питех те кăсăклă иртнĕ, çĕнтерỹçĕ пулса тăма ăнтăлнă кашни

Подробнее

Виталий Маркова халалланă ăмăрту

Иртнĕ кунсенче Шупашкарта пирĕн ентеше - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Виталий Петрович Маркова асăнса йывăр атлетика енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Ăмăрту участникĕсен умĕнче малтан Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Чăваш Республикинчи йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Геннадий Иванов,

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

АСЛĂ ЕЛЧĔК. Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулăн спорт залĕнче пурнăçран уйрăлнă ялти тренерсемпе спорт кĕрешĕвĕн атлечĕсене асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирне ирттернĕ. 87 шкул ачипе çамрăк 11 виçе категорийĕнче тупăшнă. Шупашкарти олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕн представителĕсем çав шутран ултă ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Пирĕннисене 3 "хăварнă". Вĕсен хуçисем: Богдан Сметанин

Подробнее

Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 11-мĕшĕнче (эрнекун) Елчĕк шкулĕн стадион-площадки йĕри-тавра çуран чупакансен 46-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 10 сехетре пасар лапамĕ çумĕнче пуçланать. Ăмăртăва хутшăнакансем Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, территори пайĕсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсен,

Подробнее

Давидăн — бронза

Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Давид Крысов хутăш çар кĕрешĕвĕ енĕпе Чăваш Ен чемпионатĕнче çĕнтерни çинчен хаçатра çырнăччĕ. Нумаях пулмасть пултаруллă спортсмен Хусанта вĕçленнĕ Атăлçи федераци округĕнчи ăмăртуран бронза медальпе таврăннă. 56,7 килограмлă атлетсен йышĕнче тупăшаканскер хăйĕн ăсталăхне Шупашкарти "Территория" паттăр клубĕнче А.Жилкин тренер патĕнче туптать.

Подробнее

Герой ячĕпе — черетлĕ турнир

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева асăнса йĕркеленĕ турнирта 90 атлет вăй виçнĕ. Спортсменсем 6, 8, 12, 16, 24 килограмлă пукансене йăтса тупăшнă. Çĕнтерỹçĕсенчен, çĕнĕ ятсенчен, çаксене палăртмалла: Дарья Ченакина, Павел Александров, Станислав Захаров, Евгения Изратова, Матвей Галкин (Елчĕк шкулĕ), Аделина Федорова, Алиса Пупина (Çĕнĕ Пăва), Ульяна Обручкова (Аслă Елчĕк),

Подробнее

Çирĕклĕ Шăхальсем вăйлăрах

Округри арçынсен спорт фестивалĕ вырăнти историне кĕрсе юлнă ĕнтĕ. Ăна совет самани тапхăрĕнче КПСС райкомĕн II секретарĕ Клавдия Леонтьева, физкультурăпа спорт тата халăхăн сывлăхне çирĕплетессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Николай Адюков пуçарăвĕпе ирттерме тытăннă. Черетлĕ - Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă массăллă мероприятие эрне каялла йĕркелерĕç. Кăçалхи фестиваль ытти çулхисенчен

Подробнее