Елчĕк шкулĕ çĕнтернĕ
Ачасемпе çамрăксене воспитани парас ĕçре Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме вĕрентесси çирĕп йăлара. Çакна совет саманинчен пуçласа /1968 çултанпа/ пыракан «Зарница» тата «Орленок» çар-патриот вăййисене паянхи кунччен ирттерни лайăх çирĕплетет. Ачасемшĕн «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем пысăк уяв шутланаççĕ. Вĕренÿ çулĕнче пухнă пĕлĕве, çирĕпленсе тĕрекленнĕ шăм-шакри вăй-хала тĕрĕслеççĕ çак вăйăсем.
Подробнее
