Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 10)

Ăста тĕрĕçĕ, харсăр вулакан

Пурнăç илемне чун-чĕрипе туякан çын кăна кун-çул уттипе çирĕппĕн, пархатарлăн малалла талпăнать. Ахальтен мар вырăссен паллă çыравçи çапла каланă: «Ĕмĕр пĕрре кăна, çавăнпа ăна пĕлсе, йĕркеллĕ пурăнса ирттермелле. Кайран-кайран вăхăта тĕллевсĕр, усăсăр ирттертĕм тесе ÿкĕнмелле ан пултăрччĕ». Сăмахăм хăй çулĕнчен чылай çамрăк курăнакан, ăшшăн пăхакан чакăр куçлă, лăпкă та уçă саслă,

Подробнее

Кĕр пуянлăхĕ – хĕл каçма

Çĕр-аннемĕр ырлăхĕпе пĕлсе тата туллин усă куракан «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кашни çул, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, тухăçлă тыр-пул алла илеççĕ. «Сарă ылтăн» кăçал та пÿлме тулли – 1 гектар пуçне шутласан 40 центнер ытла! Кĕркуннехи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май Юрий Мясников председательтен хăш-пĕр ыйтусем çине хурав пама ыйтрăмăр. – Вырмара

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.П.Миллинăн 2019 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнчи 147-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Надежда Михайловна Кузнецова ячĕпе район администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературин халăхсем хушшинчи олимпиадине призер хатĕрленĕ.

Подробнее

Куравра чăваш тĕнчи

Иртнĕ эрнекун Елчĕкри тăван тавралăх музейĕнче Чăваш художникĕсен пĕрлĕхĕн членĕн Галина Изратован «Тăван халăха юратса» ятпа куравĕ уçăлчĕ. Галина Васильевна пурăннă пулсан кăçал 62 çул тултармаллаччĕ. Шел, йывăр чире пула пиртен 3 çул каялла уйрăлса кайрĕ вăл. Педагог-ÿнерçе халалласа çак кун музее унăн тус-тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем пухăнчĕç. Унăн аппăшĕ

Подробнее

Ĕç стажĕ – 34 çул

Районти тĕп больницăри клиникăпа диагностика лабораторийĕнче 5 фельдшер-лаборант, 2 тирпейлÿçĕ тăрăшаççĕ. Кунне вĕсем 2 пине яхăн тĕрлĕ енлĕ анализ тĕрĕслеççĕ. Калăпăр, иртнĕ тунтикун кăна 111 çыннăн юнне пĕтĕмĕшле тĕрĕсленĕ, ытти тĕрлĕ тĕпчевсем вуншар. Кунта 1989 çултанпа фельдшер-лаборант пулса вăй хурать Юлия Измина. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекенскер коллективра асли шутланать. Юлия Семеновна

Подробнее

Ырă ятлă бухгалтерсем

Лидия Щипцовăпа Надежда Мешкова муниципалитетăн «Елчĕк районĕнчи финанспа ресурссен тивĕçтерĕвĕн центрĕ» хысна учрежденийĕнче бухгалтерта тăрăшаççĕ. Лидия Николаевна çак ĕçре пĕр улшăнмасăр 37 çул ытла вăй хурать. – Шут ĕçне кăмăлланăранах суйларăм çак профессие, паянхи кун та ĕçе чунтан юратса пурнăçлатăп, – тет пархатарлă ĕçшĕн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствисен Хисеп

Подробнее

Чĕри тăван халăхшăн çуннă

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Хисеплĕ Гражданинĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР космонавт летчикĕ А.Николаев çуралнăранпа 90 çул çитет. Кĕскен аса илес пулсан çакă паллă. Чăвашсен пĕрремĕш космонавчĕ Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи Вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ, унтан Карелире

Подробнее

«Артист – мĕн ачаран çунатланнă ĕмĕтĕм»

Çулсерен çулталăка мĕнле те пулин паллă пулăма халалласа ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Пурте пĕлетпĕр, кăçал Раççейре, çав вăхăтрах республикăра та, Театр çулталăкĕ. Çавна май Чăваш Енре те, районта та ăна халалланă мероприятисемпе уявсем нумай иртеççĕ. Республикăра чи пĕлтерĕшли вара – театрсене нихçанхинчен, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен те, халăх енчен те, пысăк пысăк

Подробнее

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти «Теремок» ушкăна кĕрсен асамлăх тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Стенасем çинче юмахри сăнарсем хăйсем патне кăчăк туртаççĕ, чÿречесем çинче тĕрлĕ чечексем çеçке çурса лараççĕ, кашни сĕтел-пукана, шкафсене пĕлсе те илемлĕн вырнаçтарнă. Шăпăрлансем сĕтел хушшине вырнаçнă та ÿкерчĕксем ăсталаççĕ. Тăван килти пекех хăтлă туяççĕ хăйсене пепкесем. Ачасен

Подробнее

Талантлă, пултаруллă, сăпайлă

Çичĕ теçетке çул каялла Аслă Пăла Тимеш ялĕнче йышлă çемьере кун çути курнă Галина Иванова. Тăхăр пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ пурнăç çулне тăван колхозпа çыхăнтарнă, ачисене те çамрăклах ĕç çумне çыпăçтарнă. Кирек мĕнле ĕç хушсан та Галина ăна юрă-кĕвĕпе пуçăннă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче сцена çинчен анма пĕлмен вăл, халăх

Подробнее