Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 20)

Хĕрарăм телейне ĕçре, çемьере тупнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи апрелĕн 16-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ указĕпе килĕшÿллĕн, ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулнă «Эмметево» сахал яваплă юлташлăхри Августина Константиновна Лапшинан чун-чĕри çĕнĕ вăйпа, хавхаланупа тулнă, тейĕн. - Манăн

Подробнее

Чи çамрăк та  пултаруллă староста

«Ял малашлăхĕпе ырлăхĕшĕн, халăх шăпишĕн чун-чĕререн тăрăшакан мал ĕмĕтлĕ çын», - çакăн евĕр шухăш çирĕпленсех вырнаçрĕ пуçăмра Тÿскел ялĕн старостипе Дмитрий Судаковпа курса калаçнă хыççăн. Çамрăкăн ырă та пархатарлă енĕсене курса ахальтен мар Тÿскел ялĕн халăхĕ пурте пĕр саслă пулса ăна 2010 çулта Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕ пулма çирĕплетнĕ. Халăх шанăçне

Подробнее

«Вĕрентекенĕн чунĕпе ача пулмалла»

Патреккелти Петр Васильевичпа Евлампия Дмитриевна Марковсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Кашнийĕшĕ хăйсем килĕштерекен профессисене суйласа илнĕ. Чи аслă ывăлĕ Виталий Энтепе ялĕнче хунав янă. Март уйăхĕн вĕçĕнче 60 çула хыçа хăварнă вăл. Малтан ялти сакăр çул, унтан Аслă Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах Виталий Совет Çарне кайнă. Инçетри

Подробнее

Ĕмĕр иртни сисĕнмест

Елчĕкри Елизавета Тиняковăна ку тăрăхра лайăх пĕлеççĕ. 40 çул ытла районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцире ĕçленĕскер /вăл тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ ятпа çÿренĕ/ ял çыннисемпе тачă çыхăну тытнă. Хăй 85 çул тултарнине сиссе те юлайман Елизавета Ефимовнăн ывăлĕпе, кинĕпе тата юратнă мăнукĕпе - Кирилпа пĕрле пурăннăран чун-чĕри çĕкленÿллĕ. Ачисем кунĕпе

Подробнее

Яманчÿрелĕнче çуралнă пĕртен-пĕр сывă ветеран

Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсен шучĕ çулран-çул чакса пырать. Паянхи кун районти ветеран-фронтовиксем 2 теçеткерен те чакнă. Çак кунсенче «Одноклассники» сайт урлă хамăрăн ентешпе Зоя Николаевна Ереминăпа паллашма тÿр килчĕ. Унпа мана Патреккел ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Челябинск хулинче пурăнакан Владимир Григорьевич Марков паллаштарчĕ. Владимир Григорьевич чылай çул ĕнтĕ ентешĕмĕрсене -

Подробнее

Пуçаруллă, уçă кăмăллă

Паянхи хĕрарăм савнă мăшăр, ырă та çепĕç анне, ăшпиллĕ кукамайпа асанне, çемье вучахне упракан кăна мар, пултаруллă ертÿçĕ те, пуçаруллă предприниматель те. Çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕри вăл - Елчĕкри «ЭлектроНикс» салон ертÿçи Галина Никифорова. Педагог профессине алла илнĕ пысăк тавра курăмлă хĕрарăм самана таппинчен юлмасăр хăйĕн ĕçне йĕркелеме ăсталăх çитерчĕ.

Подробнее

Хĕвелпи çиçет хĕвеллĕн…

Аслă Таяпара çуралса ÿснĕ, чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Барская ?Хĕвелпи/ çыравçă юлашки çулсенче районта кăна мар, республикăра та ырă ят çĕнсе илчĕ. Елена Васильевна пĕлтĕр тата тепĕр кĕнеке кăларчĕ. Ăна «Савнă ялăм, Аслă Таяпа» ят панă вăл. Автор кĕнекене юратнă тăван тавралăха, унта пурăнакан паллă çынсене, ял историне

Подробнее

«Ырă тĕшĕ» шыравĕ

Ял хуçалăх тытăмĕ аталанасси пулас специалистсене мĕнлерех хатĕрленинчен килет. Кунта вĕрентекен ăсталăхĕ пысăк вырăн йышăнать паллах. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче кăçал кăна ĕçе пикеннĕ Надежда Данилова преподаватель яваплă миссийĕ çинчен малтанах шухăшланă. Çавăнпах пулас ветеринарсене, зоотехниксене "Выльăх-чĕрлĕхе апатлантарасси" дисциплинăпа пĕлỹ пама пуçласанах кашни занятие тĕплĕн хатĕрленсе кайнă. Çамрăкăн тĕпчес

Подробнее

Вĕлле хурчĕ евĕрех, шав ĕçре эс, шав ĕçре…

Пултарулăх таса çăлкуç евĕр тапса тăрать хăш та пĕр этемре. Çав пултарулăха илемлĕ те пуян чĕлхемĕр урлă кăтартса парасси - çỹлтен панă парне. Хăйĕн пурнăçне тỹрремĕнех çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассипе çыхăнтарнă Галина Енейкина пуян чĕлхемĕрпе пĕлсе усă курнăран пултарулăх кăвайтне вĕрентекенĕсенче те тивертет, ăна çул уçса парса малалла та

Подробнее

Хурăн касси хĕрĕпе кинĕ

Ĕçчен те ăста алăллă хĕрарăмсем йышлă Кĕçĕн Таяпара. Вĕсенчен иккĕшĕнпе шăпах уяв умĕн паллашма тỹр килчĕ. Килте мĕнле ахаль ларăн? Хурăн касра çитĕннĕ Маргарита учитель дипломне иличчен шкулта пионер вожатăйĕнче, унтан вăрăмлатнă кун йĕркипе вĕренекен ачасен воспитателĕнче тăрăшрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан тăван ял ачисене истори тата

Подробнее