Вĕренÿре те маттур, спортпа та туслă
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ачасем вĕренÿре малта пынипе пĕрлех физкультурăпа та туслă. В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче шăпах шкулти маттур спортсменсем – Андрей Петров, Анастасия Демьянова, Иван Смирнов тата Иван Локачев. Тăваттăшĕ те тĕрлĕ предметсен олимпиадисенче, спорт ăмăртăвĕсенче шкул чысне çÿле çĕклеççĕ.
Подробнее
