Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления (Страница 3)

Поздравление с Днем знаний

Хисеплĕ  ачасем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ! Сире чĕререн Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатпăр! Пĕлÿ кунĕ кашни çыншăн çывăх, хаклă. Пуçласа шкула килекенсемшӗн  вăл уйрăмах пӗлтерӗшлӗ.  Ҫавӑнпа та вӗсене çутă малашлăх, савăнăçлă та асра юлакан самантсем, тарăн пĕлÿ сунас килет. Ачасен пĕлÿ шайне, тавракурăмне ÿстерме, пултарулăхне аталантарма районта майсем çителĕклĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен,

Подробнее

Поздравление с Днем строителя

Строительство комплексĕн хаклă ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!Сире чĕререн професси уявĕпе – Строительсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!Строительсем районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ, халăха пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парассипе тимлеççĕ. Кану вырăнĕсене тирпей-илем кĕртесинче те строительсен тÿпи пысăк. Строительство отраслĕн ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула экономикăн ытти отраслĕсем те ăнăçлă аталанаççĕ. Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп

Подробнее

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 90 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр ! Çулсем иртнине пăхмасăр «Елчĕк ен» («Колхоз ялавĕ») районта пурăнакансемшĕн куллен кĕтекен хаçат пулса тăрать. Тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем район хаçатне юратса вулаççĕ, унтан çĕнĕ хыпарсене пĕлеççĕ, кулленхи пурнăç ыйтăвĕсен хуравне тупаççĕ. Хаçат страницисенче район, республика пурнăçĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ

Подробнее

Поздравление с Днем семьи, любви и верности

Хисеплě ентешсем! Сире пурне те Çемье, юрату, тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Çемье - пурнăçри çирĕп тĕрев, унăн çирĕплĕхĕ вара - юратупа шанчăклăхра. Пирĕн пуласлăх та çемьесенче çуралать. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тата ăнланса пурăнни çемье вучахне сỹнме памасть. Çак кун килĕшỹлĕхе упракан, ачисене тивĕçлĕ воспитани паракан ашшĕ-амăшне  тав сăмахĕ калатпăр. Уяв ячĕпе саламласа

Подробнее

Поздравления с Днем молодежи

Хисеплě яш-кĕрĕм, хаклă çамрăк туссем! Сире Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр! Çамрăклăх - чи илемлĕ вăхăт. Эсир мал ĕмĕтлĕ, çĕннине çăмăллăн тата хаваспах йышăнакансем, çĕнĕ ĕçсен, улшăнусен пуçаруçисем. Район пуласлăхĕ, çавăн пекех Чăваш Ен, çĕршыв малашлăхĕ çамрăксенчен нумай килет. Çакна ăнланса Республика Правительстви вĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Ялта ĕçлесе пурăнакан пуçаруллă çамрăксене

Подробнее

Поздравления с Днем Республики

Хисеплӗ йӑхташӑмӑрсем, хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире Республика кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Ҫак кун пире пурсӑмӑра та – тӑван республикӑн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫӗн аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хывакан, Чӑваш Ене хальхи вӑхӑтпа тан утакан тата малта пыракан республика пек курас текен мӗнпур ҫынна – пӗрлештерет. Ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ-эрешлӗ юратнӑ тӑван ҫӗрӗмӗре нумай ӑру хӑйӗн

Подробнее

Поздравление с Днем медицинского работника

Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем! Сире чĕререн Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Медицина ĕçченĕн профессийĕ чи кирлĕ те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Эсир хăвăрăн пĕлĕвĕрпе, ăсталăхăрпа çынсене сывататăр, кирлĕ сĕнÿ-канаш парса чире çěнтерме пулăшатăр. Юлашки çулсенче  медицина ĕçченĕсен пĕлтерĕшне эпир татах та ытларах ăнлантăмăр. Хăрушă чирпе кĕрешсе эсир чăннипех те паттăрлăх кăтартатăр. Районти мĕнпур

Подробнее

Поздравления с Днем России!

Хисеплĕ ентешсем! Сире чун-чĕререн Раççей кунĕпе саламлатпăр! Раççей кунĕ Тăван çĕршыва юратакан, унăн историне, халăхне хисеплекен, Раççей пуласлăхĕшĕн тăрăшакансене пĕрлештерет. Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ халăх çынни килěштерсе пурăнать, хăйсен  йăли-йĕркине ăруран ăрăва куçарса пырать. Елчĕк ен çыннисен ĕçченлĕхĕпе патриотлăхĕ Тăван çĕршыва, республикăна тата илемлĕрех, вăйлăрах та пуянрах тăвасса шанса тăратпăр. Пĕрлехи вăйпа эпир Тăван çĕршыв чапĕпе мухтавлăхне малалла ỹстерсе пырса умри тĕллевсене туллин пурнăçласа

Подробнее

Поздравления с Днем социального работника

Хисеплě социаллă ěçченсем! Сире чěререн професси уявěпе – социаллă ěçченсен кунě ячěпе саламлатпăр! Эсир кунсерен çынсене тěрлě пулăшу, хÿтлěх парассипе тимлетěр. Пурнăç  йывăрлăхěсемпе тěл пулакансене тепěр чухне ăшă сăмахпа пулăшни те витěм кÿрет, малашне хавхаланса пурăнма хистет. Йышăнса илсемěр уяв кунě сире пархатарлă ěçěршěн тав туса каланă ăшă сăмахсене. Малашнехи ěçěрсем те сирěн

Подробнее

Поздравления с Днем защиты детей

Хисеплĕ ентешсем! Хаклă ачасем! Сире чĕререн Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе саламлатпăр. Кашни ачашăн тăрăшасси, вĕсен сывлăхне упрасси, прависене хÿтĕлесси, пултарулăхне аталантарма, телейлĕ çитĕнме майсем туса парасси – пирĕн тĕп тивĕç. Районта çак тĕллевпе ĕçлесе пыратпăр та: тивĕçлĕ кану вырăнĕсем йĕркелетпĕр, ачасен пултарулăхне тата спортри ăсталăхне туптама та майсем çителĕклĕ. Район ачисем лайăх

Подробнее